Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Ак вӑл вырӑнтан хускалчӗ, тӑтӑрхасӑр урисене (вӗсене такам тачка сӑнчӑрпах сӑнчӑрланӑ тейӗн) пӗр-пӗринчен шӑл ҫыртса, вӑй хурса куҫаркаласа, тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхнелле лӑштӑрт-лӑштӑрт тутарса ленк-ленк калӑпсӑр сулланчӗ: ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, чӑш-чаш, шачӑртшачӑрт…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурнӑҫӗ апла хӑтланать, хваттер хуҫисем, ҫамрӑксене чӑл-чал тӗсесе: «Эсӗр, — теҫҫӗ, — пепкеллӗ-мӗнлӗ пулас тетӗр-тӗк… Вушпӗм, уа-а, уа-а тапраниччен урӑх вырӑн шыраса тупма тӑрӑшӑр. Иксӗр кӑна пурӑнма шутлатӑр пулсан — пашалстӑ, хӑть пин ҫул пурӑнӑр — чару ҫук».

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Станока таса тытмаллине, ӗҫ вырӑнне пӗлсе йӗркелемеллине, кирлӗ ннструментсемпе майлаштарусене кирлӗ пек вырнаҫтармаллине, станок ӗҫсӗр ан тӑтӑр тесе яланах тӑрӑшмаллине кашни токарех лайӑх пӗлет, анчах ҫав пӗлекен япалана йӑлана кӗртме ҫеҫ йывӑртарах пуль.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Аслӑ шкулта филолог дипломне илнисенчен нумайӑшӗ (мӗн пытармалли) лингвист, филолог, чӗлхеҫӗ тесен, ахӑртнех, тӳрех кичем сӑмахсене аса илет: морфологи, синтаксис, орфоэпи, грамматика, лексикологипе лексикографи, морфема, лексема, япала ячӗ, падеж, сӑпат т.ыт.те.

Куҫарса пулӑш

Юман-аттепе ҫӑка-анне тата вӗсен ҫемйи // Алексей ЛЕОНТЬЕВ. http://hypar.ru/cv/yuman-attepe-caka-ann ... esen-cemyi

Михаил Воротынский воеводӑпа Басманов окольничие крепоҫе Поганӑй текен кӳлӗ енчен, Хилков княҫа Кайбицки хапхи енчен, Курбский княҫа Елабуга хапхи тӗлӗнчен, Проскуров княҫа Тезицки текен тип ҫырма тӑрӑх, Плешеев княҫа Тюмень хапхи енчен пырса тапӑнма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асӑннӑ мероприятин ӗҫлӗ программи шайӗнче Уфара пӗрремӗш хут «Халӑхсен туслӑхӗ — литература туслӑхӗ» Раҫҫей писателӗсен Союзӗн пленумӗ Раҫҫей писателӗсен Союзӗн ертӳҫи Николай Федорович Иванов ертсе пынипе Раҫҫей регионӗсенчи 30 писатель хутшӑннипе иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗнеке вулакансен уявӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... si-3874868

«Пире пӗрлештерекен ялсен пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнмалла. Валерий Иванович Нарсов пире лайӑх ертсе пырать. Ҫӗршыв Президенчӗ усӑ курма май паракан программӑсене хутшӑнса пӗрле туслӑ ӗҫлемелле», - терӗ Владимир Николаевич Яковлев депутат ял ҫыннисем умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Яллӑ вырӑнсенче хальхи пурнӑҫ шайӗпе туллин килӗшсе тӑракан ФАПсем хута кайни ҫынсене медицина пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме, халӑх сывлӑхне ҫирӗп тимлесе тӑма май панине, ҫакӑн валли кунта мӗнпур условисем ҫителӗклине, кирлӗ оборудовани пуррине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch

Йывӑҫ курать-и, мӗн-ха ку тенӗн, ӑна сӑмсипе тӗксе, шӑршлакаласа пӑхать; ҫил варкӑшса иртет-и, мӗн сӗртӗнчӗ-ха мана тенӗн, сывлӑш юхӑмне хирӗҫ тӑрать те, курӑнман ҫиле шыраса, унталла-кунталла ҫаврӑнкалать; уҫӑ алӑка асӑрхать — пырса пӑхать те шала кӗмест: тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тепри вара пысӑках мар самӑр арҫын, кӗнӗ-кӗмен, хӗсӗк куҫне пушшех хӗссе, пӳртре ларакансене чӑл-чал пӑхса тухрӗ, сарлака пичӗ ҫинчи пуклак сӑмсине, лешӗ ҫумӑрпа йӗпеннӗрен-ши, алӑ тӳрчӗпе шӑлкаларӗ, пӗр-иккӗ нӑшлатса илчӗ, вара тин ҫинҫерех сасӑпа сывлӑх сунчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗлӗкхи пекех, кунта Галя Алексеева ӗҫлет, халӗ ӗнтӗ вӑл чи пысӑк бригадӑн бригадирӗ, кунта эсир кун иртмессерен Мозяков Вальӑпа Коля Симакова та куратӑр, ӗҫе пуҫарса яраканнисенчен тата ыттисем те пурте тенӗ пекех ӗҫлеҫҫӗ, вӗсем халӗ улттӑмӗш класра вӗренеҫҫӗ.

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Алена Аршинова федерацин «Ачасене – ача сачӗсем» парти проектне, Патшалӑх Думин вӗрентӳ комитечӗ ҫумӗнчи шкулчченхи вӗрентӳ енӗпе тимлекен Эксперт канашӗн ӗҫ-хӗлне ертсе пырать, ҫавӑн пекех студентсене, преподавательсене ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ветерансен Хисеп кӗнекине Антип Николаевичпа унӑн мӑшӑрне Екатерина Федоровна Николаевсене, Мачамӑшри Илья Павлович Прокопьева, Услапа Нурӑсри Иван Степанович Куликовпа Валерий Андреевич Федоров контр-адмирала, Уравӑшри Виталий Петрович Воробьева кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак чӗрин астӑвӑмӗ // Валерий КОШКИН. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Кӗлетре хӑйӗн ҫине алӑ ҫӗкленӗшӗн мар (Верук алли пите йӗр туса хӑварман-ха вӑл, пит ҫумне ҫыпӑҫса юлман), Поляковпа ҫыхланнӑшӑн та мар (тепӗр тесен, мӗнле хӗрарӑм савмасӑр чӑтӗ ҫав таранчченех хитре арҫынна) — килтен тухса кайса мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫилленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Самаях халсӑрланса кайсан кустӑрмасене ҫавӑрма чарчӗ те пашка-пашка кабина алӑкне уҫрӗ, усал сӑмахсем лаплаттара-лаплаттара, машинӑран татӑлса, ҫӗр ҫине, ватӑ тӗмӗ ытамне, анса тӑчӗ, пиншакне ярханах ярса, ҫамки ҫинчи патӑртатакан тарне ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытти ачасен пекех, пӗрремӗш класра вӗренекенсен те уроксем хушшинчи пысӑк тӑхтавсенче класра е коридорта тӗпӗртетесси, алхасасси, уяр ҫанталӑксенче шкул килхушшинче тӗлсӗр-палсӑр чупкаласси, ихӗрсе-ҫихӗрешсе апла та капла (ытларах тытмалла) вылясси те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Участокра кашни суйлавҫӑ виҫӗ бюллетень илӗ: пӗрремӗшӗ – пӗр мандатлӑ округпа Патшалӑх Думине суйламалли, иккӗмӗшӗ те Патшалӑх Думине, анчах та парти списокӗпе суйламалли, виҫҫӗмӗшӗ – ЧР Патшалӑх Канашне пӗр мандатлӑ округпа тата парти списокӗпе суйламалли.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Эпӗ пичетленсе тухнӑ кӗнекесем пирки ҫеҫ калатӑп: П. Н. Осипов — «Пьесӑсем» (2-мӗш кӗнеке), И С. Максимов-Кошкинский — «Драмӑсем», «Комедисем», Е. Никитин — «Сарпике», Н. Айзман — «Комедисем», «Пьесӑсем», А. Кӑлган — «Пьесӑсем», В. Ржанов — «Сӗм вӑрманта» («Энтип»).

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Мӗн шухӑшласа пуҫ вататӑп-ха эпӗ ҫавӑншӑн? — тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ ун пуҫне. — Ҫав кулакпа мӗн калаҫмалли пур? Районта хӑратса ячӗҫ пуль-ха, ҫавӑнпа капкӑнне те илмерӗ, кашкӑр шухӑшӗ мар пуль-ха ун. Перес те пӑрахас», — текелесе, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа пӳртелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ вӑл тӑван ял: тарӑн ҫырма, ӗлӗкрех, вун пилӗк-ҫирӗм ҫул каярах вӑрманти «упа каҫман» тип вар пулнӑскер, хӑлтӑр-халтӑр кӗпер, кукӑр-макӑр та урлӑ-пирлӗ урамсем, шӑнма ӗлкӗреймен ҫутӑ кӳлӗ, унпа юнашарах — ҫич-сакӑр килтен тӑракан Турчка касси, Иливансен урамӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех