Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Виҫӗмкун вара районти ача-пӑча творчество ҫуртӗнчех шкулсенче ачасен массӑллӑ информаци хатӗрӗсене аталантарас тӗллевпе юнкорсемпе вӗсен руководителӗсем валли интереслӗ мастер-классем иртрӗҫ (сӑнӳкерчӗк ҫинче).

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене паха пӗлӳ парассишӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех вӗсенчен тӗрлӗ енлӗн аталаннӑ, тӗрӗс йышӑнусем тума пӗлекен мал ӗмӗтлӗ те лайӑх ҫын туса ҫитӗнтерес тӗллеве пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Конференци ӗҫленӗ хушӑра хальхи обществӑн социаллӑ проблемисене сӳтсе явӗҫ, ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тата тӗрӗк тӗнчин культурине, экономикине, наукине, вӗрентӗвне Тутарстан еплерех витӗм кӳнине те тишкерӗҫ ӑсчахсем.

Куҫарса пулӑш

Социологсен тимлӗхӗнчен нимӗн те тухмасть // Илья Туманов. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-tukhmast

«Унӑн ӗҫӗсем сӑнарлӑ тата тарӑн шухӑшлӑ пулнипе палӑраҫҫӗ. Вӑл аваллӑха нумай тӗпчет, ҫав вӑхӑтра хальччен упраннине ҫӗнӗ сӗм кӗртсе тата та аталантарать. Хӑйӗн чӗлхиллӗ, хӑйӗн туйӑмӗллӗ, вӗри те хӑватлӑ сӑрӑ ӑсти».

Куҫарса пулӑш

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

— Шел, пире рабочисем мар, квалификациллӗ ҫӑкӑр пӗҫерекенсем тата шофер кирлӗ, — кӑкӑртанах пусарса кӑларчӗ сулхӑн, сӳнӗк, хавхасӑр сӑмахӗсене кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ, сӑпай, тӗксӗм сӑн-питлӗ ҫулланарах панӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун пек чух чухлаттӑмӑр: Катя кӗҫӗр кил-ҫурт таврашӗнчен йӗке хӳресене юнлӑ кӗрешӳре хӳтернӗ (кашкӑрсем ҫеҫ мар, йӗке хӳресем те йышланса кайнӑччӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче), анчах тӑшманӗсем хӑйне те самаях тивертнӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Хӑракаласа, хырӑмпа шуса, ҫырма тӗпӗпе чупса Максуд кил картине ҫитсе ӳксен Ахтупайпа Нургали ҫакна пӗлчӗҫ: Хусан ханне Сафа-Гирее хуларан хӑваласа кӑларнӑ иккен, халӗ вӑл посада каялла ҫӗмӗрсе кӗрес тесе ҫапӑҫать.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакӑ арҫын ачан шухӑ аскӑнлӑхне шантса, иксӗтсе, тӗксӗмлетсе, тӗпӗр-тӗпӗр пуҫтахлӑхӗн пуҫне пӑртак пӗктерчӗ пулин те унӑн ытарма ҫук ырӑ, чӑтма ҫук юратса пӑрахнӑ хӗрачапа ҫывӑхланас, пӗрмай пӗрле пулас килсех тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аверкий Садуров художник искусстви чӑн-чӑн искусство е суя кӑна, хӑйӗн картинисене Мускав умне кӑларма тивӗҫ е тивӗҫ мар, мӗншӗн ӑна мухтаҫҫӗ тава тивӗҫлисене мухтас вырӑнне — авӑ мӗн пирки пуҫ ыратать хӑш-пӗрисен.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пирӗн чӑваш хушшинче, Шемшер ялӗ хушшинче, Антун туман ӗҫ те ҫук, Ӑна пӗлмен ҫын та ҫук, Кӗркуннесем килсессӗн, Антун ятне илтсессӗн, Авӑн ҫапать, тиеҫҫӗ, Аван тӑрать, тиеҫҫӗ, Авлантарать, тиеҫҫӗ, Ҫӗн кин кӗртет, тиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Антун ҫулӗ — ҫутӑ ҫул // Антун Мучи. Тӑван Атӑл. — 1958. — № 3. — С. 93-96

Олимпиада Васильевна Михайлова, Георгий Анисимович Хораськин, Владимир Васильевич Албутов тата Сенатулла Идиатуллович Гайзатуллин хӑйсем ӗҫленӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ, ҫакӑн пек хисеп тунӑшӑн чун-чӗререн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

5. Татах тӗрлӗ вырӑнсене вырнаҫтарнӑ тӗрлӗ грузсемпе опытсем тӑвӑр; япалана сехет стрелки майлӑ ҫавӑракан тата сехет стрелкине хирӗҫ ҫавӑракан вӑйсен суммисене тупӑр та ҫак суммӑсене пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Вӑй моменчӗ ҫинчен ӑнлантарни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Темшӗн-ҫке вӗсем хӑйсене темиҫе ҫул хушши тутарсем ҫаратнине, йӗкӗлтесе, витлесе тӑнине тӳсеҫҫӗ те, тарӑхса ҫитнипе йӗннинчен сиксе тухнӑ упа сунарҫӑсене хӑваласа кайнӑ пек, пысӑк ҫарпа Хусан патне капланса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Федераци шайӗнче ҫирӗплетнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ҫынна уҫӑ тӳпе айӗнче ҫитӗнтернӗ 1 тонна пахча ҫимӗҫе сутнӑшӑн 2 пин тенкӗ укҫа парса хавхалантарӗҫ, вырнаҫтарнӑ пӗр тонна ҫӗр улмишӗн — 3 пин тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Килте пӗччен юлас мар тесе, вӑл, малтанхи пекех, комсомолкӑсемпе пӗрле килӗрен киле ҫӳресе ҫар валли ӑшӑ тумтирсем, оборона фондне валли укҫа пухрӗ, госпитале, аманнӑ салтаксем патне, кӗнекесем илсе кайма та манмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«А-а, апла-и-ха эс?» — самантрах шалтан «тивсе» кайрӗ халӗ Ула Тимӗр, Пурисран супса иртсе малалла ҫурма сулмаклӑ утӑмсемпе тӗрмекленекенскер, вара, пуҫне каялла ҫавӑрса илсе, пӗр шелсӗр «ҫавине чул ҫине тӑрӑнтарчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Декабрӗн 23-мӗшӗнче, ЦУРти правительство оперативлӑ канашлавӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Спорт – пурнӑҫ норми» проект шайӗнче республикӑри тӑватӑ спорт шкулӗн директорӗсене ҫӗнӗ автобус уҫҫисене панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра тӑватӑ спорт шкул ертӳҫи ҫӗнӗ автобус уҫҫисене илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/sport/2024-12-24 ... ln-4065035

— Эс чӑвашран тенине илтсен, пире шӑпа ахальтен мар тӗл пултарнӑ тесе шутларӑм, пирӗн асаттесемпе асаннесем пӗр-пӗрин патне илсе килчӗҫ пулӗ терӗм, пуҫа темӗн те пырса кӗрет ҫав ун пек чухне, ку манӑн шӑпа терӗм вара.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Асӑннӑ тӑрӑхри ветерансен канашӗн ертӳҫи В.Вязов, Муркаш муниципалитет округ Пухӑвӗн депутачӗ П.Вязов пухӑннисене Ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламларӗҫ, татах та нумай ҫулсем пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑк кӑмӑлпа уявларӑмӑр // Александр ШАРИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/2 ... yavlar-m-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех