Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

1960 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗ Совет радиовещанине лайӑхлатасси тата телевиденине малалла аталантарасси, совет пичечӗпе радио ӗҫне общественноҫа ытларах явӑҫтарасси ҫинчен ятарласа постановленисем йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Юлашки вӑхӑтра банк е полици ӗҫченӗсем ҫынна кредит илмессе, ҫӗршер пин е миллион тенкӗ таран шульӑксене памасса ӳкӗтленӗ тӗслӗхсем те сахал мар, анчах ултавҫӑсен серепине лекнӗскерсене вӗсем те ӳкӗте кӗртеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

«Корейӑри Ӗҫ партийӗн тӗп комитечӗ, КНДР Аслӑ халӑх пухӑвӗн Патшалӑх Совечӗпе Президиумӗ Ким Ир Сен орденне, КНДР аслӑ орденне, Раҫҫей Президентне Владимир Владимирович Путина памаллине палӑртнӑ», - пӗлтерет радио.

Куҫарса пулӑш

Путина КНДР аслӑ патшалӑх наградине панӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/politika/2024-06 ... an-3815968

Кӗҫӗн Пӑла хӗррипе завода кайнӑ чух, заводран киле таврӑннӑ чух ҫул тӑршшӗпех теттесем — пӗчӗк чӳлмексем, тирӗксем, кӗлеткесем туса утать Тимуш, хирте вӗсене ҫул хӗррине, ялта карта юписем ҫине ларта-ларта хӑварать.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑрмар районӗнчи потребительсен кооперацийӗнче 23 ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хуракан Марина Аркадьевна Сейфуллина /сӑн ӳкерчӗк ҫинче/ — пысӑк опытлӑ руководитель, ӑста организатор тата хӑйӗн ӗҫӗнче чӑн-чӑн профессионал.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хӗрарӑм тата ӑнӑҫуллӑ руководитель // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12604-ileml- ... ukovoditel

Ҫывӑх ҫыннӑмӑра пытарнӑ ҫӗре хутшӑннисене, хуйхӑмӑра пӗрле пайланӑ хамӑр ялӑн ҫыннисене, кӳршӗ-аршӑсене, тӑвансене, пӗтӗмлетсе каласан, пире мораль енчен пулӑшнӑ ырӑ чунлӑ ҫынсене пурне те чун-чӗререн тав тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшрӗҫ // Ҫӗпрел районӗ. https://chuprale-online.ru/news/khyparsem/pulasrc

Хыр йӗкелӗсенчен пӗҫернӗ варенипе пуринчен малтан сывлав органӗсен, бронхит, плеврит, пневмони, бронхиальнӑй астма, туберкулез чирӗсене, ҫавӑн пекех гриппа тата шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑнхи амаксене сиплеме усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ сӑнавӗсем ҫирӗплетнӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -paxalxsem

Ҫип пӗтӗрӗннин вӑйне стержень мӗн чухлӗ ҫавӑрӑннине кӑтартакан кӗтес пысӑкӑшӗ тӑрӑх шутласа кӑларнӑ, кӗтесне хӑйне ҫип ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ тӗкӗртен ӳкекен ҫутӑ пайӑрки мӗн инҫӗшне куҫни тӑрӑх шутласа кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Асӑннӑ ҫемьесене Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ май, вӗсем хӑйсен тӑрӑшулӑхӗпе, сӑпайлӑхӗпе, килӗшӳлӗхӗпе ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳре — ҫемье тӑнӑҫлӑхӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... ba%d1%85e/

Ҫуталса ларакан чиркӳсемпе мӑнастир тӑррисен ӗмӗлкисем, Атӑл хӗррине хулан тӗп урамӗсемпе ҫыхӑнтаракан тамбӑ-кӗпер тӑрӑхӗнче ҫунакан лампӑсен ҫутисем шыва ӳкнипе хулан ҫак пайӗ тата илемлӗрех-асамлӑрах туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Спецовка тӑхӑнса ҫурт-йӗр тӑвакансем, хурҫӑ шӑратакансем, нефть кӑларакансем, тырӑ выракансем, вӑрҫӑра аманса пӗтнӗ аллипех ҫурт-йӗре чӗрӗ илем кӳртекен Прохор Петрович — акӑ вӗсем, чӑннипех илемлӗ, телейлӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

2002-мӗш ҫулта Дэниел Канеман, психолог, экономика уйрӑмӗнче Нобель премине тивӗҫнӗ: вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 90% ҫын рационаллӑ мар, кӑмӑл-туйӑма, хӑнӑхӑва е социаллӑ йӗркене пӑхӑнса автоматикӑлла йышӑну тунине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1457

Нимӗнпе те улӑштарма пултараймалла мар, хаклӑран та хаклӑ пурнӑҫӑн ҫак аслӑ тӗнчери чӗрене ҫывӑх та тӑван пӗр пӗчӗкҫеҫ кӗтесӗ, куҫ умӗнче чӑннипех те юмахри ҫӗршыв пек чуна ыррӑн ҫӗклентерсе, хӑпартлантарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Автор паянхи ял ӗҫченӗсене хумхантаракан пысӑк проблемӑсем хускатать, коллективлӑ ӗҫ условийӗсенче ҫынсем хушшинче йӗркеленсе вӑй илнӗ ҫӗнӗ, социализмлӑ хутшӑнусене пысӑк ӑсталӑхпа, тарӑн туйӑмпа сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Укҫа тесен, хӑямат, таҫта та танкпа ҫӗмӗрттернӗ евӗр ҫӗмӗрттерсе кӗрсе каять; хирӗҫме пӑхсан, эсремет, пулеметран та ытларах шатӑртаттарать шултӑра сӑмахсемпе — тӳс кӑна; артист ӗнтӗ — мӗнех калӑн ун пек ҫын пирки…

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл хӗр пак ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, ҫавӑнтах сӗтел ҫинчи шултӑра лимонсене, улмасене сеткӑна тултарма тӑчӗ, анчах тем шутларӗ те вӗсене каяллах вазӑна хучӗ, вара кӗтесре ларакан ещӗкрен вӗтӗреххисене суйласа тултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ним намӑс-симӗсне пӗлмесӗр улталани, вӑрттӑн та, кӗретлетсе те ҫынсене ҫаратни, хурах пусни, вӗлерни, алхасса-иртӗхсе пурӑнни Миххана чӑннипех те пӗтӗм ял-йыш, пӗтӗм ӗҫ халӑхӗ чун-чӗререн курайман тӑшман туса хурать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Уй-хир ӗҫне тунӑ чух, хӑвӑннипе пӗрле, тен, пире те килкелесе пулӑшӑн, лашине те ансат пулӗ сан патӑнта пурӑнма, — нумай шухӑшланӑ хыҫҫӑн тавҫӑрса илсе каларӗ пӗррехинче Марипе кинемей ӗмӗре пӗрле ирттернӗ Хӗветӗре.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ула Тимӗр, К.Маркс ячӗллӗ хӗреслӗ урамран иртсе, Атӑл еннелле тӑсӑлакан, халӑх ытлашши сӗрлемесӗр кӑткӑ пек хӗвӗшекен Р.Люксембург ячӗллӗ сарлака урам урлӑ каҫса, карта тытнӑ Н.К.Крупская ячӗллӗ ача-пӑча паркне кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун сӑн-питӗнче кӑштах кӑмӑлсӑрланни сисӗнет: «Морозильник парнелесшӗнччӗ пашана (шӑлсӑрскер, вӑл «патша» тесшӗнччӗ паллах), анчах та: «Ма кунта илсе килтӗн (ҫын курать\!), леҫсе хур йышӑну пӳлӗмне! тесе хӑваласа ячӗ».

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех