Кӗскисем
Продукци кӑлараканпа ӑна туянакан хушшинчи тӳрӗрен-тӳрӗ пулмалли ҫыхӑну хавшать, тӗрексӗрленет.
Эдик ӗҫе кӗресшӗн // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
— Вырӑс ҫарӗ кайрӗ те, пӑлханма та пултаратпӑр терӗр пуль, — татах тулхӑрма пуҫларӗ аслӑ воевода.
16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Спорта юратакансем вара ҫак тапхӑрта Элӗкри «Хӗлхем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт лапамӗнче пулчӗҫ.
Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html
— Сухал хыратпӑр, — кӗскен те витӗмлӗ хуравларӗ хӗр, чап-чакӑр куҫӗпе пирӗн качча сӑнама тытӑнса.
Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Матч Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗн спортсменӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса выляма пӗлнине тепӗр хут кӑтартса панӑ.
Футболистсем – маттурсем // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51028-futb ... -mattursem
Унтан Ахтупай хӗр ачан хӑрах аллинчи патак ухӑ йӗппи пулнине асӑрхарӗ те пушшех те хӑпма пӗлмерӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Аркадий Давыдович, Пӑлаки аппаран кӑшт кӑна паркарах арҫын, сӑмаха васкамасӑр ӑнланмалла калать.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хӑйне тем пек лӑпкӑн тытма тӑрӑшсан та вӑл пӗтӗм чунтан ҫуйкӑнланса тӑнине Чураппа та сиссе илчӗ.
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лайӑх хирург пултӑр, анчах та вӑл хирурги клиникинче мар, участок пульницинче ӗҫленине ан мантӑр.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с
Уй-хирте тыр-пула мӗн чухлӗ ҫисе сӑтӑр тунине шутласан, ӑна, ҫерҫие, чи киревсӗр кайӑк теме пулать.
Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.
Сӑмах май каласан, «район» — французсен сӑмахӗ, вӗсем ӑна латинран илнӗ, «Радус» тенине пӗлтерет.
Вулӑс, район, округ... // Владимир ШАКРОВ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... jon-okrug/
Ашкӑнчӑк ҫилӗ лутра йывӑҫсен ҫулҫисене вӑштӑртаттарса иртет, ҫамрӑксен пичӗсене пырса сӗртӗнет.
8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ӑна епле тултарнине, юсав пахалӑхне республикӑн Ҫуртсене тӗпрен юсассипе ӗҫлекен фонд тӗрӗслет.
Хула ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
«Кам, камӑн ирсӗр ӗҫӗ ку?..» — тесе пӑшӑлтатса, Тарье крыльцаран анчӗ, ерипен картишне кӗрсе кайрӗ.
Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Аптекӑн эмелсем, профилактика-сиплев хатӗрӗсем сутма ирӗк паракан лицензи те, сертификат та пур.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Йӑлӑм ҫинче ҫумӑр пӗлӗчӗсем, ҫунӑ хыҫҫӑн типме тухса ҫакнӑ кӗпесем пек, йывӑррӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Эпӗ те халӑх сӑмахлӑхӗнчи пыла пуҫтарса ырӑ ҫынсем валли ялан сӑвӑ ҫыратӑп, аслӑ хан, — терӗ поэт.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Муниципалитет шайӗнче палӑрса республикӑна тухни малтанах хӗр чӗринче шиклӗх туйӑмӗ ҫуратнӑ-ха.
Бизнесра – хӑюллисем тата пуҫаруллисем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/biznesra-%E2%80%9 ... lisem.html
Ҫула тухма пуҫтарӑннӑччӗ ӗнтӗ — пирӗн пата урам леш енчен пӗр ватӑ хӗрарӑм каҫрӗ те хӑнана чӗнчӗ.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Бинокльне куҫӗнчен илмесӗр ҫул ҫинелле пӑхса тӑраканскер, комиссар килсе ҫитнине те сисмерӗ вӑл.
Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.


