Кӗскисем
Пӗлтӗр ӗҫкунӗ пуҫне 4 тенкӗ укҫан панӑ, виҫӗ килограмм тырӑ, 1 килограмм ҫӗрулми, утӑ-улӑм, пыл, купӑста валеҫсе патӑм.
Майлаштарсан майлашать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 26–29 с.
Палӑртнӑ кун Канашран Шупашкар хулинчи республикӑн пухӑну пунктне 11 яша илсе кайнӑ, вӗсене унтан тӗрлӗ чаҫе ӑсатӗҫ.
Яшсен пӗрремӗш ушкӑнне ҫара ӑсатнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d1%8f%d1% ... 82%d0%bda/
Тавралӑх симпылланма хатӗрленет, хӗл каҫа хулӑн ҫивитти-кӗрт айӗнче тӗлӗрнӗ тӑпра тутӑ-тутӑ пӗрчӗ акӑнасса кӗтет…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ачасене, ытларах спорт вӑййисене юратакансене, пионерсен аслӑ вожатӑйӗ Анатолий Максимович Яковлев пит килӗшетчӗ.
Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.
Ку ӳкерчӗке, «Хура тӑпра» ятла хашак ӑшне хупса, тӗпеле, стена ҫумне, чӳрече тӑрнех ҫакса янӑ-ха Никонавсен килӗнче…
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫапах та... литературӑна каҫса кайсах пропагандӑлакан библиотекӑсем хӑйсем ҫӗнӗ кӗнекесем туянайми патнех ҫитрӗҫ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Касмухха каллех чарӑнса халӑх ҫине тӗпчевлӗн пӑхрӗ те, лешсем шавламасӑр итленипе хавхаланса, ӗҫлӗ сасӑ ҫине куҫрӗ:
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӗсем ҫаксем: Кӗҫкӗне (Кӗҫӗнкке) Ваҫҫук, Кӗтӗрке Иван Элекҫейӗ, Пелеш Энтри, Ҫеки Йӑнтӑк Караҫӗ, Челтек - Ефрем Иванӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ пуҫланса кайни // Ф.М.БАЙДУГАНОВ, Н.П.МУСТАЕВ. «Елчӗк Ен», 2014.06.14
Нумай ачаллӑ анне каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленнӗ, мӗншӗн тесен хӑй нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ.
Тухӑҫлӑ пулӑшу // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... hu-3883079
— Ӑна каймасӑрах пӗлетпӗр-ҫке, чӗрепе туйса тӑратпӑр, — ашшӗ сӑмахӗнчи ӳпкеве йышӑнманнине систерсе каларӗ Укахви.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вулӑс ҫынни пурне те асра тытнӑ, ӗҫкӗ-ҫикӗре сӑмах тухма пултарнине, Анухри инке-арӑм илсе пынине пӗлесрен шикленнӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӗрсе ӗҫлекен тимӗрҫӗсем ҫерем ҫине тухнине курсанах ача-пӑчасем, пӗр-пӗрне кӑшкӑрса чӗнсе, вӗсем патнелле чулаҫҫӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл, аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тенӗ пек: — Ваше благороди, турӑ ятне кирлӗ-кирлӗ маршӑн асӑнас марччӗ! — тесе хучӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тивӗҫлӗ канӑва кайма хатӗрленекенсене кирлӗ документсене маларах хатӗрлеме ыйтрӗ, халӑх ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ.
Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/
Общество приговорӗ тӑрӑх сакӑр ҫуллӑха Ҫӗпӗре ӑсатмалли ҫынсене , вӗсене указниксем, тенӗ, малтан Канашра пуҫтарнӑ.
"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2
Василий Александрович кумӑш сӑмахӗсене вырӑсла профессора пӗлтерсен, лешӗ сухалне сиктерсе кулса илнӗ, тем каланӑ.
Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче хуҫалӑхсем хушшинчи «Аликовская» строительство организацийӗнче, «Агрострой» предприятире вӑй хунӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html
Манӑн ун чухне пӗр пӗчӗк кӗнеке — калавсен кӗнеки хатӗрлемеллеччӗ, ҫавӑнпа эпӗ мӗн-пур пушӑ вӑхӑта ҫырса ирттертӗм.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Сӑмаха ҫаптарма пит маҫтӑр: хӑш енчен тӗрӗс, хӑш енчен тӗрӗс мар — ниепле те ӑнланса ҫитермелле мар, — терӗ Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ятарлӑ ушкӑнра тимленӗ газ участокӗн, Елчӗк округӗнчи полици уйрӑмӗн ӗҫченӗсем те пысӑк кӑлтӑксем тупса палӑртман.
Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/


