Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Амӑшӗ: «Эй, панулми вӑрласси вӑл ӗлӗкренпех пыракан йӑла. Ача чухне хамӑр та ӳркенсе тӑман. Уншӑн ытлашши шавласа ҫӳреме кирлӗ мар. Ара, ӑҫта каймасть, ятласа пӑхам-ха Тимкӑна. Йӗркеллӗрех пулни аван», — терӗ Кирлене.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Артеле кӗнӗренпе Лавр кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫа пӗлми ӗҫлерӗ: тӗрлӗ организацисем валли вывескӑсем, плакатсем, лозунгсем ҫырчӗ, магазинсен витринисене илемлетрӗ, портретсем пысӑклатса ӳкерчӗ, ытти вак-тӗвекпе аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Завьялов машинӑсен юхӑмӗ ҫине, электричество сехечӗн стрелки кашни минутрах сиксе илни ҫине, светофорӑн пӗрре ҫутӑлакан, тепре сӳнекен ҫутисем ҫине пӑхать: хӗрлӗ, сарӑ, симӗс… сарӑ, хӗрлӗ, унтан каллех сарӑ, симӗс…

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗренӳ заведенийӗ кӗнӗ «Шкулти вӗренӳ тытӑмӗсене ҫӗнетесси» шкулсене тӗпрен юсамалли анлӑ программа юсав ӗҫӗсене кӑна мар, ҫӗнӗ сӗтел-пукансемпе оборудовани туянассине те, территорие хӑтлӑх кӗртессине те кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3814591

«Зарница» ушкӑнра ҫитӗнӳ картлашки ҫине ҫак шкулсем хӑпарчӗҫ: «Зарница» ушкӑнра вара Элӗк вӑтам шкулӗн команди пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ, Юнтапа тата Тени шкулӗн командисем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

— Эй, мур илесшӗ, — ятлаҫрӗ кайран Йӑкӑнат, — ара, хурсем тырӑ ҫинче ҫӳренӗшӗн мӗн пулать, виҫӗмҫул та, пӗлтӗр те чиперех ҫӳрерӗҫ, пирӗн кӑна та мар, Лявуксен те, ҫав хылчӑклӑ тырӑ пучаххисене ҫиме хурсем ухмах та мар.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Федор Анатольевич Аслӑ Чемен, Шӑхач, Турхан территори пайӗсенчи 8, Алмаз Рестямович Туҫа, Ҫӗнӗ Ахпӳрт территори пайӗсенчи 9 ял халӑхӗпе ӗҫлеҫҫӗ, вӗсенчи йӗркелӗхшӗн, тӗрлӗрен пӑтӑрмахсене сирсе ярассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Участок уполномоченнӑйӗн яваплӑхӗ пысӑк // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51872-ucha ... l-kh-pys-k

Ун хыҫҫӑн вӗсем хыпалансах уйрӑлса кайрӗҫ: вӑхӑт кӑнтӑрла тӗлне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ушкӑн валли пӗр эрне пурӑнмалӑх апат-ҫимӗҫ вара чылаях кирлӗ, туянмалӑх пур, ҫавӑнпа Валет ку ӗҫе вырӑнти тусӗсене те явӑҫтаратӑп терӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Александра Ивановна «Ача амӑшӗн мухтавӗ» орденӑн I, II, III степенӗсене, «Медаль материнства» медалӗн I, II степенӗсене, «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», «Ветеран труда» медальсене тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Пухӑннисем «Хаҫат верстки», «Сӑнӳкерчӗксемпе тата иллюстрацисемпе ӗҫлесси», «Статья ҫырасси», «Интервью илесси» темӑсемпе мастер-классене хутшӑнчӗҫ, шкул хаҫачӗ кӑларас ӗҫре усӑ курмалли нумай информаци пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22

Канашлу председателӗ — строй-трестӑн главнӑй инженерӗ — ораторсене час-часах пӳлсе, чи кирли — ӗҫри чӑрмавсен сӑлтавӗсемпе вӗсене пӗтермелли майсем пирки ҫеҫ калама сӗнет: вӑраха кайнӑ канашлӑва вӗҫлеме васкать.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кусен шутне Николай Анатольевич Коваленкон Боголюбовка ялӗнчи хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ кӗмест, мӗншӗн тесен выльӑх-чӗрлӗх комплексӗнче мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн икӗ пине яхӑн пуҫӗ ҫулталӑкӗпех картара тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗтпе кӑтартусем ӳсеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... se-3781529

Ялсемпе хула евӗрлӗ поселоксенче пӗтӗмӗшле врач практики, анестезиологи-реаниматологи, рентгенологи, хирурги, акушерлӑхпа гинекологи, кардиологи, педиатри, онкологи тата ытти специальноҫпа тухтӑрсем ҫителӗксӗр.

Куҫарса пулӑш

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кунта утма йывӑрланчӗ: ура, ҫумӑр хыҫҫӑн лечекеленнӗ ҫӗре ҫӑрса утнӑ пек, пӑшш та пашш, лӑчӑрт та лачӑрт пута-пута анса каять, тӗллӗн-тӗллӗн тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлакан кӗҫҫеленнӗ мӑк таткисемпе тӑллана-тӑллана ларать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Виҫӗ-тӑват ҫул каялла унӑн арӑмӗ вилнӗ, ҫапах та килӗнче вӑл пӗччен пурӑнас ҫук: кӗҫӗн ывӑлӗ Пурхиле, ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер, таҫта инҫете кайман – тӑван колхозрах ӗҫлет тенине илтнӗччӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хӗрамӑм пурнӑҫӗ хӗнесе суранлатнӑ хыҫҫӑн кӗске хушӑранах, темиҫе минутран, татӑлнӑ. Ыратнине тата сурансем йывӑррине пула вӑл кӑшкӑрса пулӑшу ыйтайман...» - ҫакӑн пек пулнӑ судпа медицина экспертизин пӗтӗмлетӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Вӑл хӑй вӑхӑтӗнчи чи революциллӗ класӑн — чурасен — питӗ пысӑк восстанине хускатса, ӑна «аслӑ генерал» (Маркс) ӑсталӑхӗпе ертсе пырса, Рим империйӗн никӗсне чӗтретекен «античнӑй пролетариатӑн» полководецӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Мӗлке паҫӑрхи туратпа вулӑ хушшине ларса кӑштах сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан икӗ аллипе те туратран ҫатӑрласа тытрӗ те урисене ерипен вулӑ тӑрӑх аялалла шутарса пычӗ, унтан пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе йывӑҫран ҫакӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ман арӑм вӑл шиккарнӑ пурӑнать-ха, вӑт эпӗ ун валли лайӑх ӗҫ ниҫта тупаймастӑп, совхоз директорӗн арӑмне, ман шутпа, пысӑк шалуллӑ должность кирлӗ, халь вӑл йӑла ҫуртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн ача-пӑча валли труссисем ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Калӑпӑр, ӑс-тӑн, туйӑм енчен пурне те пӗр шайлӑн, пӗр виҫеллӗн тусан, пурте пӗр ӗҫе ҫеҫ пӗлнӗ, пӗр ӗҫе ҫеҫ юратнӑ, пӗр ӗҫе ҫеҫ тунӑ пулӗччӗҫ, ҫавна пула ҫынсем хӑйсен пӗрлехи пурнӑҫне йӗркелесе, аталантарса яраймӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех