Кӗскисем
Пишпӳлекри Культура керменӗн сцени ҫинче Снежана Сергеевапа Культура керменӗн артисчӗсем куракансене этем туйӑмӗсемпе патриотизмне тата пысӑк туйӑмӗсене хускатакан юрӑсемпе концерт номерӗсем парнеленӗ.
Пишпӳлекре ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... tn-4044067
«Халӑхӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене вӑхӑтра татса парасси ҫинчен манмалла мар», - республика ертӳҫин ҫак сӑмахӗсене тӗпе хунине ҫирӗплетсе Муркашсем Михаил Васильевича Нумай функциллӗ центр ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗҫ.
Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ӗҫре вӑл паян ҫынсемпе пӗрле чун килениччен, кӑмӑл туличчен ӗҫлерӗ, яракуна хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ҫынсемшӗн, колхоз ӗҫӗшӗн ирттерчӗ, килте ӑна хӑй хисеплесе юратакан ҫын, пӗрре куҫран пӑхсах ӑнланакан арӑм кӗтет.
XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Катя маттур, хӑйӗн ӗҫне те аван ҫырса хатӗлерӗ, Мускавра та хӳтӗлев вӑхӑтӗнче хӑйне ҫирӗп тытрӗ, пӑлханнине палӑртмарӗ. Эпӗ унран та ытла пӑлхантӑм пулӗ», - тет Елизавета Владимировна хӑйӗн вӗренекенӗ пирки.
Историпе ҫырнӑ проектне Мускавра хӳтӗленӗ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.31
Ҫавракӑш тӑрӑх пӗртикӗс куҫнӑ чухне хӑвӑртлӑхӑн числоллӑ пысӑкӑшӗ улшӑнмасть, анчах хӑвӑртлӑх хӑш еннелле выртни тӑтӑшах улшӑнса пырать, мӗншӗн тесен кашни самантрах хӑвӑртлӑх сӗртӗнекен лини тӑрӑх каять.
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ман куҫ умне экзамена юлсарах ҫитнӗ ҫамрӑк экзамен тӑршшӗпех ыттисен ҫурӑмӗсен хыҫне чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, пытанса, куҫӗсене вӑрӑлла чӑл-чал ывӑткаласа е аялалла тартса ларни тухса тӑчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Елчӗк муниципалитет округӗнчи территори пайӗсенче чылай предприятипе организацисенче тӑрӑшакансен, уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче пурӑнакансен пысӑк пайӗ субботниксем йӗркелесе тавралӑха тирпей-илем кӗртрӗҫ.
Тасалӑх — хамӑршӑн // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... 88a%d0%bd/
- Кунта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, «Василек» ача сачӗ, Культура ҫурчӗ, ҫемье тухтӑрӗн офисӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ, часавай, «Карапай Шӑмӑршӑри психоневрологи интерначӗ» бюджетлӑ учреждени, 7 лавкка вырнаҫнӑ.
Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23
Пурте пӗлеҫҫӗ-ҫке-ха, Сафа-Гирей кирек мӗнле ӗҫ пирки те чи малтан Крым ҫыннисемпе канашлать, чи чаплӑ парнесене Крым ҫыннисене парать, ӗҫкӗ-ҫикӗре те, тӗрлӗ йышӑнусенче те кӗрекере ҫавсем саркаланса лараҫҫӗ.
1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шахматра лӑпкӑрах дебютсем те пур, Сулагаев вара кирек хӑҫан та чи ҫивӗч, чи кӑткӑс дебюта — король гамбитне — выляма хастарланатчӗ, шурӑ фигурӑсемпе хуҫаланнӑ чух вӑл пешкӑна тӳрех «е» тӑваткала куҫаратчӗ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ула Тимӗр ҫӳҫенсе, «явӑнкаласа»-туртӑнкаласа илчӗ (умран ӑшӑ ҫапса тӑма пӑрахнӑран-ши?), вара самант куҫне ҫивӗчлетсе ячӗ: турат-тӗрет ҫунса пӗтнине пула, уйрӑмах варринче, вучах сӳни-сӳнми ҫеҫ тӗлкӗшет иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ пухӑннисем умӗнче чӑвашла калаҫнӑ, хӑйӗн регионӗн илемлӗхӗпе, паллӑ вырӑнӗсемпе паллаштарнӑ, курава хутшӑннисемпе финалистсене саламланӑ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Мишунь хӗрсене ҫитерме яланах шӑлавар кӗсйинче мӑйӑр чиксе ҫӳренӗ — пурне те пӗр пек валеҫнӗ, уйрӑм савнӑ хӗрсем ун пулман-ха (яштак пӳллӗ пулсан та, вунҫиччӗре кӑна халӗ вӑл — хӗрсен шӑршине кӑшт кӑна туйнӑ).
Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Иерусалимри Кувукли ятлӑ часовньӑна аннӑ ҫулӑма Комсомольски муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗпе Александр Осиповпа Шупашкарти «Промэнерго» АХО директорӗ, Анатолий Иванов ентешӗмӗр, тул ҫутӑлсан илсе ҫитерчӗҫ.
Мӑнкун – чи сӑваплӑ уяв // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/18/%d0%bc%d3%9 ... %8f%d0%b2/
Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен ӑш-чикӗ ку таранччен те элекпе кӗвӗҫӳрен, саморекламӑпа ҫӑткӑнлӑхран, вӑрттӑн ҫыртас йӑларан тасалса ҫитменнинчен, вӗсем уҫҫӑнах икӗпитлӗн явкалланинчен хытах тӗлӗнетӗп.
Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2
Тӗрӗссипех калас пулать, Лев Борисович паллӑ профессор килни мана та, Палюк мучие те, пирӗн ялти ҫынсене те савӑнтарчӗ, ҫавӑн пек хисеплӗ ҫынна пурин те курас килчӗ, ҫавӑнпа та ку хыпар яла питӗ хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.
Ҫак проекта Тутарстан Республикинче пурӑнакан халӑхсен тутар чӗлхине тата тӑван чӗлхесене упрас, аталантарас ыйтусем енӗпе ТР Раисӗ ҫумӗнчи комиссипе пӗрле «Тӗрек-Опора» обществӑлла усӑллӑ фонд йӗркеленӗ.
«Эрнекун марафонӗ» иртрӗ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... rafon-irtr
Хӑйӗн иккӗленӗвне сирсе янӑ хыҫҫӑн вӑл тул ҫутӑличчен вучах кутӗнче асапланса выртрӗ, пӗр чӗптӗм те куҫ хупмарӗ, шурӑмпуҫ шевли кӑшт палӑра пуҫласанах ӗҫе каймалла-ха паян тесе лашине утланса килне таврӑнчӗ.
17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Чӑнах, Павӑлпа танлаштарсан, ку хӗрӗн кӗлетки самаях кайнӑ пулас, — килпетлӗн ейкелесе, унӑн сӑмахне малалла ҫӑмхаларӗ тепри, хӑйпӑшка, пӑч-пӑч нар питлӗ хӗрарӑм, ҫине сарӑ сатин кӗпе, хура юбка тӑхӑннӑскер.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ял халӑхӗ мӗнле пурӑнни, ӗҫлени, мӗнле продукци туса илни тата ытти те ҫӗршыв, республика, вырӑнти ертӳҫӗсене тӗрӗс йышӑнусем тума, ҫӗр ӗҫченӗсене пулӑшассипе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, малалла аталанма кирлӗ.
Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25