Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Ҫуллахи каникулсенче ачалӑхне Анат Чакӑ ялӗнчи улӑх-ҫаранра чупса, Пӑла юхан шывӗнче чӳхенсе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллаҫҫӗ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53787-yal- ... -k-m-llacc

Рая каяс текенсем ҫеҫ ӗлӗк ухмахла хӑтланма пултарнӑ, ман шутпа, — Мӗкӗте, чикарккӑ пӗтӗрсе, туртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Дегтярев капитан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫимӗҫсем пулма пуҫласан — кашнине тыта-тыта пӑхать, шутлать: миҫе помидор, улмуҫҫи ҫинче миҫе панулми…

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Утма ҫулпа каччӑсене хирӗҫ, пысӑк аттисене йывӑррӑн сӗтӗркелесе, ҫӳллӗ йӗкӗт юханшыв хӗрринелле утать.

Куҫарса пулӑш

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Кӑкӑр умне ҫакмалли эрешсене хулӑн сӑран татӑкӗсенчен тунӑ, вӗсене талккишпех вӗтӗ кӗмӗл укҫапа витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Виҫӗ талӑкран кая хӑвармасӑр тӗрӗслев хыҫҫӑн ӑна шалти ӗҫсен органне е следстви комитетне ҫитермелле.

Куҫарса пулӑш

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

Кӑшт вӑхӑт иртнӗҫемӗн кун ҫумне тата канӑҫсӑррӑн таҫта туртӑнни, ҫав вӑхӑтрах тем ҫитменни хутшӑнать…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳҫне пӳрнисемпе якаткаларӗ, кӗпине тӳрлетрӗ, куҫӗсене ачашшӑн ялкӑштарса магнитофон умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пичче Кукшака кайиччен мана саспаллисене кӑтартнӑччӗ, анчах эпӗ вӗсене ҫыпӑҫтарса вулама пӗлейместӗп.

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Роман сюжечӗ кӑткӑс та интереслӗ, вӑл кашни вулакана тыткӑна илет, унти геройсен сӑнарӗсем асра юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

— Ма «вара, вара» теместӗн? — Услантӑр мучи сӳнсе кӗлленнӗ табак пӑхне пуҫ пӳрни ҫине шаккаса тасатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Выҫӑ — ытла сурчӑк килнӗрен хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлатпӑр, хай леш американецсем чӑмлакан чӑмлак евӗр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унтан вӑл, каллех тӑрса, пальтовӗн шалти кӗсйинчен ҫур литр коньяк кӑларчӗ, ӑна сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш… шутласа пычӗ хӗр, пиллӗкмӗш хута та хӑпарчӗҫ, Иван Михалч вара чарӑнса та тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ната // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 3–48 с.

— Мӗнле-ха, эпӗ артеле ҫырӑнас мар тесен, мана ирӗксӗрлесех кӗртеҫҫӗ-и унта? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Энтрей.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сулагаев пек йӑрӑ ҫынна янтӑ ют пӳртре ӗмӗр пурӑнтарӑн-и — темиҫе ҫултан вӑл тӑван ялӗнчех ҫурт лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

ФАПа тума хутшӑнакансене пурне те тав тӑвас тетӗп: строительсене, районти тӗп больницӑна, ял ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

Ситекре ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/meditsina/2024-0 ... ch-3910688

Ҫук, ку сӑмахсене вӑл хурланса мар, шалтан, чӗререн тухакан савӑнӑҫлӑ сасӑпа, пӗтӗм чун хавалӗпе каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Иваҫ кайни ҫулталӑк ҫитет вӗт, — ҫапла калаҫнӑ хушӑрах вӑл Тамарӑна пилӗкрен аяларах ҫатлаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Глифосата Ҫӗнӗ Шупашкарта туса кӑларма тытӑнни ҫак гербицида чикӗ леш енчен кӳме пӑрахмашкӑн май парӗ.

Куҫарса пулӑш

15-мӗш ҫулхи асра юлнӑ 15 пулӑм // Николай Коновалов. http://hypar.ru/cv/15-mesh-culhi-asra-yu ... a-15-pulam

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех