Кӗскисем
Чӑвашра рабочи класс аталанайман, вырӑнти условисене шута илмелле, наци туйӑмне хисеплес пулать текен шухӑшсемпе чеен витӗнсе, Алюнов тин ҫеҫ политика юхӑмне хутшӑнма пуҫланӑ ҫынсене, пуху ытларахӑшне хӑй майлӑ ҫавӑрать, эсерсене юрӑхлӑ резолюцисем йышӑнтарать.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Унтан пӗр кӗтмен ҫӗртен ман ума пырса тӑчӗ, плавки ҫумне хӗстернӗ кусар пек пысӑк ҫӗҫҫине сасартӑк туртса кӑларчӗ те янахӑм патне тытса: — Тинех эп сана, Ющенко, тӗл пултӑм! Сутӑнчӑк, украинсене улталакан! Эп сана тахҫанах тӗл пулса тӑн кӗртесшӗнччӗ, — кӑшкӑрать ку.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Хыҫҫӑнах пуҫне шывран ялт! кӑларчӗ, куҫне хупланӑ ҫӳҫне вӑшт! сылтӑмалла ывӑтса ячӗ, вара пӗтӗм мехелӗпе шӑнӑрлӑ, тимӗрлетнӗ аллисемпе сулмаклӑн чашт-чашт-чашт-чашт авӑскаласа брасс мелӗпе ишсе, урисемпе шывран «тачка вӗрен» явкаласа талпӑнчӗ вӑл инкеклӗ тӗлелле.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Хӑйсен асамӑҫ-пуҫҫавӑрмӑш ӗҫӗ-хӗлӗ ӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса тухнине сиссе, хӗрарӑмсем, «тимӗр чӗрнеленсе», самантрах шалтан азартлӑн хыпса илчӗҫ, чӑпӑл-чапӑл сапӑнса, ал лапписене хӗпӗртӳллӗн сӑтӑркаларӗҫ, куҫӗсенче кашкӑр-кашаманӑн хаяр савӑнӑҫӗ ташлама-сикме пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эрне иртнӗ-и ҫак суд хыҫҫӑн, кӑшт ытларах-и, ӑна тӗп-тӗрӗсех калама пултараймастӑп, анчах пӗр ирхине Унтрей хӑйӗн алӑкӗ умӗнчи почта ещӗкӗнчен ҫӗнӗ хаҫатсем кӑларса илет те… тӗлӗнсе хыт-сах каять: хаҫатсемпе пӗрле ещӗкрен унӑн хуняма карчӑкӗн портречӗ туха парать.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Мамич-Бердей те, Тукай евӗрлех, час вӗриленсе каять; ҫилли усал унӑн, тарӑхнӑ вӑхӑтра мӑрса ҫынна тем туса пӑрахма та пултарать; Тукай евӗрлех вӑл екки янӑ чух хӑйӗн тарҫипе те калаҫать, шӳт тӑвать; ҫавӑнтах леш кӑшт вырӑнсӑр сӑмах каласассӑн ӑна хӗнесе тӑкма хатӗр.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— 1917 ҫулчченхи тӗнчери тата Раҫҫейри, ССР Союзӗнчи, республикӑри 1970-2005 ҫулсенчи производствӑна, ӑна ӳстермелли ҫул-йӗре тӗпчерӗм, институт хатӗрленӗ сахал тӑкаклӑ технологие, пучах биотытӑмӗн пахалӑхӗ производство тухӑҫлӑхне витӗм кӳнине, ытти ыйтӑва тишкертӗм.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Телейлӗ ҫын пуласси хӑвӑртан килет; ыттисене ӳпкелес йӑлана пӑрахӑр; иртнипе мар, хальхи вӑхӑтпа харӑс утса ҫӗнӗ тӗллевсем лартӑр; ӗҫе тӗплӗ туса тулӑх пурнакан ӑнӑҫлӑ ҫын пулма тӑрӑшӑр; шухӑш-кӑмӑл ирӗклӗхне, чун ҫирӗплӗхне упрӑр; чыс-хисеп вараланасран сыхланӑр.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Она рассказывает о робинзонаде двух мальчиков, эвенка Амикана и чуваша Педера, по тайге, о тех невероятных трудностях, которые им пришлось пережить и которые закалили их характер, заствили по-настоящему повзрослеть, о природе, которая окружала их в дни странствий.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Ӗҫе кайиччен (иккӗмӗш сменӑра ӗҫлеттӗм вӑл кун) ӑҫта та пулин ҫур кӗленче ҫуттине тупма май ҫук-ши тесе урама тухрӑм, унти-кунти лавккасене хутӑрӑнкаласа ҫӳрерӗм, ҫур хулапа ҫаврӑнса тухрӑм, пӗлетӗр-и, лавккисене уҫма ӗҫ вӑхӑчӗ ҫитменнипе лешне ниҫта та тупаймарӑм.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Татах калатӑп: хӑй техӗмлӗ, хӑй антӑхлӑ ҫынччӗ ҫав шапа ҫӑвар: сӑмсине пур хушӑк-ҫурӑка та чикмесӗр чӑтайманскер, сӑмах вӗҫтерме те, тӑрлавсӑр путиш, шӳт-юп хайласа е алхас калаҫса, кирек кам ӑш-чикне шӑлтӑр-шалтӑр кӗрсе вӑлтти-валтти тавӑрса кӑтартма та пултаратчӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Эпир, чӑваш чӗлхипе литература учителӗсем, К.В. Иванов ҫӗршывне Пушкӑртстана, Тутар республикине И.Я. Яковлевпа П.Хусанкайӑн тӑван ялӗсене, Мари Эл республикипе Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсене ҫитсе нумай интереслине курнишӗн, пӗлнишӗн Татьяна Николаевнӑна тав тӑватпӑр.
Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken
«Карап тӑвас ӗҫ хамӑр ҫӗршыври промышленноҫпа экономикӑн тӗп отраслӗсенчен пӗри шутланать. Пирӗн верфсемпе конструкторсен бюровӗн производстви, ӑс-хакӑл, кадр вӑй-хӑвачӗ хальхи граждансен карапӗсемпе боевой карапсем тума май парать», — тесе палӑртнӑ Президент.
Путин промышленноҫри чи пӗлтерӗшлӗ отрасльсенчен пӗрне карап тӑвас ӗҫ ҫинчен каланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... an-3830250
Сӑмах май, июлӗн 18-мӗшӗнче пирӗн районта Чӑваш Республикин патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов пулчӗ, Туктамӑшри тӗрӗслевпе пропуск пункчӗн ӗҫне тӗрӗслерӗ, район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Башкировпа тата ытти яваплӑ ҫынсемпе тӗл пулчӗ.
Туктамӑш ялӗнче карантин туса хунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1833- ... -tusa-khun
Ӑмӑртӑва хутшӑнма кӑмӑл тунисене чи малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юрий Митюков ӑшшӑн саламларӗ, районта спорта кӑмӑллакансен йышӗ ҫулсерен ӳссе пынипе кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.
Старта тӑрса, хӑвӑрт чупса хаҫат парниллӗ пулчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81%d1%8 ... -%d0%bf-2/
Асран тухман хунсенчен тепри, чӗрне хушшине кӗрсе ларнӑ шӑрпӑк пек, йӑшт-йашт турттарса ыраттарать чӗрене ун чухне пулнине аса илнӗ-илмен; пысӑк делянка-уҫланкӑ, тин кӑна тиесе пӗтернӗ автомашина, тиеме килнӗ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, ӗҫленӗ хыҫҫӑн апатланма хатӗрленеҫҫӗ.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мӗншӗн тесен кӗркуннехи уйӑхсенче, ҫав тери историллӗ пысӑк событисем пулса иртнӗ тапхӑрта (Октябрьти революци, урамсенчи ҫапӑҫу, тупӑ сасси; каярахпа кунӗн-ҫӗрӗн агитаци ӗҫӗ, час-часах пулакан собранисем) пире вӗренӳрен сӗвӗрнӗ, хамӑр та сӳрӗкрех вӗренме пуҫланӑ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Вӑл хула комитетӗнче кунӗн-ҫӗрӗн пулнӑ, секретаре хӑй кабинетне пырса кӗнӗ ҫӗрте те, урамран кӗмелли алӑк патӗнче те сыхласа тӑнӑ, юлашкинчен вара хӑйне мӗн кирлине тутарнах; унан докуменчӗсенче вӑл хӑҫан ҫуралнине чӗрсе пӑрахнӑ та питӗ кирлӗ цифра ҫырса хунӑ: «18».
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.
XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Ҫу кунӗсенче пахчари ӗҫ вӗсем ҫинче. Виҫӗ мӑнукӑмпа савӑнатӑп. Аслисем ҫуллахи каникулта ЯХПК-ра вӑй хураҫҫӗ. Эпӗ вара чечексем килӗштеретӗп. Ҫулла ир-ирех пахчана тухса вӗсемпе аппаланатӑп, калаҫатӑп, савӑнатӑп, мухтанатӑп», – пӗлтерчӗ пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр.
Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n