Кӗскисем
Ҫутҫанталӑк илемленнӗ, тавралӑх ешернӗ вӑхӑтра ялти чи таса вырӑна, масара, тирпей-илем кӗртесси пирки те манса каймалла мар.
Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/
Ҫакӑн пек вӑхӑтра чӑвашсем те, тутарсем те, ватти-вӗтти-мӗнӗпех, Палас хӗррине тухаҫҫӗ — пӑр тапраннине курса юлма тӑрӑшаҫҫӗ.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Эпӗ, вунпилӑк пус кӗмӗле ывӑҫра чӑмӑртаса, киле таврӑнтӑм, часрах ӑна аннене патӑм: «Чӗмпӗре кайнӑ чух кирлӗ пулать», — терӗм.
Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫак тапхӑрта кӗперӗн хӑш-пӗр пайӗсем хӑйсен унчченхи ҫирӗплӗхне палӑрмаллах ҫухатнӑ, тимӗрпе бетон пайӗ, асфальт ҫул япӑхнӑ.
Кӗпер юсаҫҫӗ, юхан шыва тасатаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/keper-yusacce,-yu ... tacce.html
Ҫисе ярасла шӑл шаккаса хаяррӑн пӑхса илет вӑл палламан ҫынсем ҫине, анчах хуҫи ӑна ҫавӑнтах пуҫӗнчен ачашласа лӑплантарать.
Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кунтан 1979 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче мотострелковӑй дивизи составӗнче механизациленӗ колоннӑпа патшалӑх чикки урлӑ каҫрӑмӑр.
Паян та стройра // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ra-4118188
Кунтах велосипедистсем культработниксем йӗркеленӗ тӗрлӗ экологи мастер-класне, шкул ачисем «Раҫҫей шывӗ» акцине хутшӑнчӗҫ.
Ҫул ҫӳрев питӗ килӗшрӗ // Виктор БЕЛЯЕВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/1 ... 88%d1%80e/
— Пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр, ӑнланса та пулӑшса ӗҫлесен, тулли хуҫалӑх расчечӗ пирӗн стройкӑра та хӑйне тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ.
XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ӑна вӑл Пикпавпа Иштереке каламарӗ, анчах хӑй тӗллӗн ҫирӗп шухӑшласа хунӑ ӗнтӗ: Урасмет ялӗ ҫумне хура юпа лартса хӑвармалла.
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӗнчелсем ҫакна йӑлтах тӑван чӗлхене тӗпе хурса тӗпчеҫҫӗ, ахальтен мар-ҫке шкул чӑваш чӗлхине тарӑн вӗрентекенни шутланать.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.
Мӗнле тӳсет-ши тамӑк шӑтӑкне хӗсӗннӗ этемӗн пӗчӗк пуҫӗ, чӑмӑртан пысӑк мар чӗри чун тарӑхнипе епле кӑна ҫурӑлса каймасть-ши?..
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Цинна Луций Корнелий — пирӗн эрӑчченхи 87 — 86 ҫулсенче Римри консул, Суллӑн тӑшманӗ, халӑх партийӗн ҫулпуҫӗсенчен пӗри пулнӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Вулавӑшра ӗҫлекенсем Э. М. Юрьев пултарулӑхне кӑмӑллакансене хӑйсем патне пырса ун ҫинчен ытларах вуласа пӗлме йыхравлаҫҫӗ.
Ӳнерçĕ ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать // Д. Викторов. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.
Ҫав-ҫавах улӑштарма юратмасть вӑл хӑйӗн сӑмахне, иртнӗ правлени ларӑвӗнче вӑл тытнӑ выльӑхсене колхозра хӑвармалла тенӗччӗ.
VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
«Зенитчиксем те ӗҫленӗ вӗт-ха пирӗн. Тен, пӗр самолетне ҫеҫ персе антарман-тӑр-ха…» — савӑнчӗ вӑл, взвод командирӗсене кӗтсе.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
«Асановӑра» (44,9 центнер), «Слава картофелю» агрофирмӑра (43,3 центнер), «Рассвет» ЯХПКра (40 центнер) ку кӑтарту тата та пысӑкрах.
Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/
Пире хирӗҫ килекен пӗр пысӑк автобус тем пирки кӑшт чарӑнса тӑрсан, машина ӑшӗнчен аманнӑ салтаксем ахлатса йынӑшни илтӗнчӗ.
1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.
Хӑвӑрт парӑнасшӑн мар ҫеҫ: — Апла тесен, ӑҫтан сиксе тухрӗҫ ку хӑлапсем? Эпӗ вӗсене хам пуҫран шухӑшласа кӑларман вӗт! — терӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Ҫуммарах выртсам: ӑшӑпа кӑшт лӑпланаканччӗ, — тесе пӗчӗк Павӑлне ҫуммарах вырттарса ыталать вара ним тума аптӑранӑ пирки.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Раҫҫей гражданӗсем шанма пултараҫҫӗ% ҫӗршывӑн территорилле пӗрлӗхне, никама пӑхӑнманлӑхне тата ирӗклӗхе сыхласа хӑварӑпӑр.
Патриотлӑх, пӗрлӗх кирлӗ... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11360-pa ... rl-kh-kirl