Кӗскисем
Слетра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев фермерсем ялӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑнине, вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илнипе пӗрлех халӑха ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес, ялсене аталантарас тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунине палӑртнӑ.
Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/
«Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ачасен 70 процентне хушма пӗлӳ тытӑмне явӑҫтарма хушать. Анчах ку тӗллеве шкулсенчи 2-мӗш тата 3-мӗш сменӑсен йывӑрлӑхне татса памасӑр чӑна ҫавӑрма май килмест», — чунне уҫрӗ парламентари.
Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Карчӑк унталла утрӗ, кунталла чупрӗ, сехӗрленсе ӳксе ҫывӑхри таврара вӗҫтерекен юр хӳнӗ пӗр тӗмескене те, сакӑн-сакӑн выртакан пӗр вырӑна та тӗкӗнмесӗр, тапратмасӑр, йӑштармасӑр-ҫавӑрттармасӑр хӑвармарӗ — хӗрӗ тупӑнмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӳрт тулли халӑх пуҫтарӑннине курсан Патирек малтан, хӑранипе, шартах сикнӗ пек пулчӗ, унтан никам ҫине те пӑхма хӑяймасӑр, шӑппӑн ҫеҫ кӗрекене кӗрсе вырнаҫрӗ, аллисем чӗтренине сиссе вӗсене часрах сӗтел айнелле пытарчӗ…
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Майӑн 9-мӗшӗнче вара йӗркелӳ комитечӗ округра пурӑнакансене тата хӑнасене тӗп лапама «Вилӗмсӗр полк» акцине хутшӑнма, ҫамрӑк армеецсен тата техника парачӗсене курма, театрализациленӗ представленипе паллашма йыхравлать.
Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/
Симӗс ҫулҫӑллӑ туратсем ҫинче кӑшт тул ҫутӑлсанах кайӑк-кӗшӗк чӗвӗлтетет, кӑмака мӑрйисем ҫинче унта-кунта чавкасем лараҫҫӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри, сыхланса пӑхкаласа, тӗттӗм шӑтӑка чӑмаҫҫӗ, унтан каялла хӑрӑмланса тухаҫҫӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӑйӗн ялан ҫухалса тупӑнакан тусӗ-чӗлӗмӗ пирки те манса каймасть юмах ӑсти, ӑна табакне парсах тӑрать, пӳрт пӗрени тӗслӗ пулса кайнӑ пуҫ пӳрнипе ҫиелтен пусать: «Ме, ҫисе юл хам пур чухне ку табака», — тенӗнех туйӑнать вара.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫав вӑхӑтрах эпӗр Тиллисен кил-йышӗ катӑлнине пӗлетпӗр: аслашшӗпе асламӑшӗ Тилли туйӗнче пулаймаҫҫӗ, — вӗсем ачин ачи туйӗччен, поэт сӑмахӗпе калас-тӑк, «тӗнӗсӗр пӳрт» туяннӑ, пӗри юман юпа айне, тепри ҫӑка юпа айне выртнӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Чи малтан кӑвайта лешӗн, ал хурси тачкӑшлӗ хӑрӑк йывӑҫӑн, вут-ҫулӑм ҫулаймасӑр, хыпса ҫӑтаймасӑр юлнӑ пӑсӑрланакан юлашкипе «апатлантарчӗ», унтан чӗрӗ чӑрӑш тураттисем ҫине шашлӑк чысне тивӗҫнӗ кӑмпасем ҫывӑхнерех ларчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӗсем — ҫичӗ летчик тата полк командирӗ — хӑйсен япалисене ирех пуҫтарса вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ: вӗсен тыла, пачах урӑх тӗнчене, урӑх пурнӑҫа каймаллаччӗ, вӗсене хӑйсем ҫав пурнӑҫран тахҫан-тахҫанах тухса кайнӑн туйӑнатчӗ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫармӑс мӑрси Мамич-Бердей, хӑйӗн ҫыннисемпе тин ҫеҫ килсе ҫитнӗскер, Хусана темиҫе ҫын яма сӗнчӗ, Скуратовпа Лихорев баскаксене вӗлерни ҫинчен наместникпа воеводӑсене пӑлханакан мӗн пур халӑх ячӗпе пӗлтерсе хумалла терӗ.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Передачӑсен содержанине лайӑхлатасси, вӗсен идейӑпа политикӑллӑ тата художествӑллӑ шайне ҫӗклесси, кӑмӑла каякан тӗрлӗ формӑллӑ радиопрограммӑсем хатӗрлесси совет ҫыннисен культурипе интересӗсем ӳснинчен юлса пырать.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Вӗсем виҫӗ ушкӑна пайланса ҫӑмха йӑтса чупнӑ, скакалкӑпа сикнӗ, мечӗке баскетбол карҫинккине кӗрессипе тупӑшнӑ, обруч ҫавӑрттарнӑ, хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартнӑ, ӗҫре те маттур, спортра та сатур пулнине ҫирӗплетсе панӑ.
Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерессипе кашнин яваплӑ пулмаллине палӑртнӑ май Михаил Игнатьев Вӗренӳ министерствин те, муниципалитетсен ертӳҫисен те, класс ертӳҫисенчен пуҫласа педагогсем таран яваплӑ пулмалли пирки чӗнсе каланӑ.
Шкулсене видеодомофон вырнаҫтарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/18078.html
«Ҫитетӗп те, куратӑп та тахҫантанпах курман-калаҫман Андрее тӳрех мӑйӗнчен уртӑнатӑп, сӑмах чӗнейми тӑвичченех чуптуса-ачашласа пӗтеретӗп, нихӑҫан-нихӑҫан тапратманнине! — ҫепӗҫ-ҫепӗҫ чӗвӗлтетсе тӗлӗнтеретӗп», тенӗччӗ.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
«Чи лайӑх шкул хаҫачӗ» номинацинче 1-мӗш вырӑна Г.Е. Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти вӑтам шкулти «Голос школы», 2-мӗш вырӑна Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкулти «Перекресток», 3-мӗш вырӑна Кивӗ Вӑрмарти вӑтам шкулти «Переменка» йышӑннӑ.
Шкул хаҫачӗ те кӑлараҫҫӗ, конкурссегне те ӑнӑҫлӑ хутшӑнаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9347-pallash ... r-20-05-22
Вӑл хӑйӗн илемӗпе киленни, ҫынна та илӗртме тӑрӑшни сисӗнет: пилӗкне хӑва пек авкаласа, пӗҫ кӑкне чӳхентерсе утать, хӑйне тӑрӑх пӑха-пӑха илнӗ хушӑрах, «кураҫҫӗ-ши мана», тенӗн, пысӑк хӑмӑр куҫ ҫутине ҫынсем еннелле ывӑтать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Редакци республикӑри «Агропромхими» предприяти ҫуртӗнче (Шупашкарти Граждан урамӗнчи 85-мӗш ҫурт) вырнаҫнӑ май, унта вӑй хуракансемпе пӗрле эпир те нумай ҫул ӳсекен чечексемпе, теплицӑсемпе тулса ларнӑ картишне тухрӑмӑр.
Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№
Христина, йӗкӗте питпе питех тӑраканскер, темӗнле вӑрттӑн вӑй тӗкнипе лӑш сулӑнчӗ ун кӑкӑрӗ ҫумне: — Пултараймастӑп эпӗ сансӑр, Андрей, пултараймастӑп, — терӗ вӑл, куҫҫулленме ӗлкӗрнӗ куҫӗпе каллех савнӑ ҫыннине тинкерсе.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.