Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Халӗ ӗнтӗ унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм вутпа пӗҫернӗ пекех пулчӗ, тапхӑр-тапхӑр сывлӑшӗ пӳлӗне-пӳлӗне килчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.

— Ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл хӑйне лайӑх енӗпе пачах та кӑтартман тесен те йӑнӑш пулмӗ тесе шутлатӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тырӑ вырнӑ вӑхӑт вӗт вӑл колхозниксемшӗн чи хӗрӳллӗ вӑхӑт, халь ватти-вӗтти юлашки вӑйне парса ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хаваслӑ вӑйӑ-кулӑ, ташӑ-юрӑ пуҫлансан, юбилярсем ҫамрӑксенчен уйрӑлса юханшыв хӗрнелле ерипен утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

«Чипер пул, Куҫма, ҫакӑнта Тихӑнпа урлӑ-пирлӗ калаҫмалла-и санӑн? Мӗн ҫынна тӗлӗнтерен? Чарӑн!» терӗ-и?

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Шухӑшӗсене каласа пӗтерсен, пӗрре Михха еннелле, тепре Лукарье еннелле ҫаврӑнса пуҫ тайрӗ Ваҫухха.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Боливи лидерӗ те пӗрлехи икӗ енлӗ проектсене пурнӑҫлама пулӑшнӑшӑн Раҫҫей правительствине тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Путин Боливи президенчӗпе Луис Арсепе калаҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... -n-3801938

Питех те сарӑплӑ ӗҫ пулса иртнӗ курӑнать ялта, такам Юмансар киреметне ҫав тери тарӑхтарнӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шухӑшӗ пурччӗ: сирӗн ывӑлӑмӑрсем те пирӗн Елюкпа шай пулмалла пекчӗ, — иккӗленсе каларӗ Тоскинеев.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сююнбикене илме иккӗмӗш хутӗнче те Петр Серебряный княҫпа Иван Черемисинов стрелецки голована ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ишут хӑй ӑшӗнче шутларӗ, Пӗлесшӗн тарӑн шухӑшларӗ: Кулать-ши, тет, барон манран Е кӗвӗҫет курайманран?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Такампа та пӗр чӗлхе тупать, хӑй патне вӑрҫма пынӑ ҫын ун кабинетӗнчен кулкаласа тухса каять, тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Ниҫта та мар, ҫакӑнтахчӗ: сентре ҫине хунӑччӗ, — хыпӑнчӗ Калля, пӳрт стенисене аллисемпе хыпашласа.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Пӗррехинче, Атӑл хӗрринчи кафере юлташӗсемпе вӑхӑт ирттерсе ларнӑ чухне, Кеша ниҫта кайса кӗреймест.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Каччӑ ытамӗнчен ҫӑлӑнас тесе, хӗр каялла туртӑнчӗ, анчах унӑн аллисене сирсе яма вӑй-хал ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Чӑн та, «Ачалӑхӑм» кӗнекере автор асламӑшӗ ҫинчен юратса ҫырни туйӑнать, ӑна пирӗштипе танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ // Ольга ИВАНОВА. https://chuvbook.ru/news/konstantin-maly ... lave-irtre

Автор тӑваттӑмӗш картининче мӗн каласшӑн пулнине куракансем пӗрремӗш картинӑрах тавҫӑракан пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Виталий Моисеевич, ассӑн сывласа, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ, чун-чӗре хурланмалли хыпар пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ хуҫи // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 65–91 с.

Халь куҫа чарарах пӑхатӑп та — шур илни сирӗлчӗ-шим тинех? — ним хитрийӗ те, ним телейӗ те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи «Пурте фронтшӑн, пурте ҫӗнтерӳшӗн!» текен лозунга пурте пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси малалла пырать // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... alla-pyrat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех