Кӗскисем
Ҫапла пулса тухнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхпа ҫирӗпленме пуҫланӑ туслӑх арканма пултарасса, пачах пӗтсе ларасса, е тата ытларах иккӗшӗн хушшинче аталанма тытӑннӑ туйӑм, ӑна, тен, ӗненме те кирлӗ мар, ҫухаласса, кӗлле вӗҫсе кайса сапаланасса Ирина питӗ аван ӑнланать.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
1906 ҫулхи январӗн 12-мӗшӗнче кӗпӗрне пуҫлӑхӗ Шупашкар исправникӗ патне янӑ телеграммӑра ҫапла калани пур: «Баронесса Жомини телеграммой заявляет о расхищении крестьянами леса, сена в ее имении Козловке. Предлагаю немедленно прекратить самоуправство крестьян…»
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
«Импорта хамӑрӑн продукципе улӑштарас ҫул ҫине тӑнӑ май Чӑваш Енри хӑмла плантацийӗсене ҫӗнӗрен чӗртмешкӗн условисем питӗ меллӗ, - терӗ Михаил Игнатьев. - Анчах хӑмла ансат культура мар, ӑна ӗлӗкхи шая ҫӗклеме нумай вӑй хумалла. Федераци пулӑшӑвӗ те кирлӗ пулӗ».
Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Граждансен 68 проценчӗ нухрата патшалӑхӑн шутланман пенси фондӗнчен — Раҫҫей Пенси фондне, 22 проценчӗ — патшалӑхӑн шутланман пӗр фондран теприне, 9 проценчӗ — РФ Пенси фондӗнчен патшалӑхӑн шутланманнине куҫма, 1 проценчӗ управляющи компание суйлама кӑмӑл тунӑ.
Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Вӗсене эпӗ тепӗр темиҫе ҫултан ак ҫак ҫуртра — шурӑ колоннисемпе сӑрт хӗррине тӗревленсе ларакан ҫуртра, сӑрт хӗрринче халь-халь ҫӗкленсе, вӗҫсе каяс кайӑк пек ларакан ҫуртра, арфа хӗлӗхӗсем пек колоннисемпе чечен кӗвӗ-ҫемӗ шӑрантаракан ҫуртра — театрта курӑп.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ҫапла вӑхӑта кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсем таран сутса ҫӳресен, Сӑпани тӳсеймерӗ, каллех хӑна ҫуртне таврӑнчӗ, ӑйӑрне умпахча карти ҫумӗнчи карлӑкран кӑкарчӗ, килтен илсе килнӗ сӗлӗ хутаҫҫине, янавар ҫӑварне тӑхӑнтарса, мӑйран ҫакса хӑварчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Радий Хабиров: «Физкультурӑпа спорт ыйтӑвӗсене эпир ҫӳллӗ шайра сӳтсе явни пӗлтерӗшлӗ. Ҫакна пиншер тренер, ҫӗршер пин ача курать. Эпир хамӑр обществӑна физкультурӑпа спорт — республикӑри патшалӑх политикин чи пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ пулнине питӗ лайӑх пӗлетпӗр».
Армрестлинг ҫӑлтӑрӗ пулма мышцӑсен купи пачах та кирлӗ мар // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... ar-3896023
Чӑнах, ку ыратӑва чӑтасси, вӑл кирек хӑш ӳсӗмре пулсан та, тутлӑланса ҫитнӗ, ӑшши панӑ мунчара лапка ҫинче вӗри шывпа пӑшӑхланӑ милӗкпе лап-лап-лап е ҫӑтти-ҫатти, ҫӑтти-ҫатти, ҫӑтти-ҫатти хӗмлентерсе, эхлете-эхлете, пехлете-пехлете киленесси-рехетленесси мар ӗнтӗ.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ…
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Акӑ, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильевич Васильев тата унӑн заместителӗ — райадминистрацин ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Николай Михайлович Николаев эрнипех тӗрлӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳрерӗҫ, вӗсенчи лару-тӑрупа вырӑнта паллашрӗҫ.
Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16
Ташши куккук хӑйӗн ҫӑмартине пӑрчкан пусса кӑларнине, янттине ҫеҫ юратакан куккук, нимӗнле чӑрмава пӗлмесӗр, йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ярӑнса вӗҫсе ҫӳренине, юлашкинчен хӑйӗн чӗпписене ют йӑваран вӑрлама тӑнине, ӑна ҫивӗч пӑрчкан хӑваласа янине кӑтартатчӗ пулас.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вара каллех ман ҫумма кулкаласа пырса ларчӗ те: — Савӑнтартӑр-ҫке паян эсир пире. Ах, ытла та ырӑ ӗҫпе, ырӑ хыпарпа килнӗ эсир! Эх, мӗншӗн эпӗ пӗр ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫул каярах ҫуралман-ши?! Халӗ Мускава лекнӗ пулӑттӑм! — терӗ, Мишша кукаҫӑн кӑмӑлӗ татах уҫӑлса кайрӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Санӑн лапсака туратлӑ йӑмрусем, кӑтра пуҫлӑ хурӑнусен сулхӑнӗнче, ҫу вӑхӑтӗнче кавир пек ҫемҫе сарӑлса выртакан курӑк ҫинче ҫара уран ҫӳресе, хӗл кунӗсенче пӗчӗк ҫунашкапа е конькипе ҫил-тӑман кӑларса сӑртран ҫырма хӗрнелле вӗҫсе ӳснӗ этемшӗн ытла та хаклӑ эсӗ!
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пуҫарулӑх бюджечӗ тени вӑл халӑх хутшӑнмасӑр пурнӑҫланакан япала мар, ҫавӑнпа та Олег Степанович клуб тунӑ ҫӗре хастар хутшӑннисене тав сӑмахӗ каларӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ю.Зорин чи малтан тӗслӗх кӑтартнине те палӑртмасӑр хӑвараймарӗ.
Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34
Хальхи вӑхӑтра ултӑ юнкор ӗҫлет кунта: 11 класри Нина Романова, 10 класри Юлия Иванова, София Михайлова тата Дарья Арефьева, 7 класри Александра Николаева тата Юлия Михайлова (сӑнӳкерчӗк ҫинче хаҫат руководителӗпе А.Григорьевӑпа) — пурте питӗ пултаруллӑ хӗрачасем.
Шкул хаҫачӗ пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ старт парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022
Ачасем тесен, вӗсем те питӗ ӗҫлӗ тапӑр вӑхӑтӗнче: иртен пуҫласа каҫчен ут ҫӳретеҫҫӗ (хӑйсен килӗнчи пек хулӑпа ҫаптарсан та утманнине мар, чӗлпӗре карт! туртмасӑрах ташласа пыраканнине!), ҫӑл шывӗ сутаҫҫӗ, тӑкӑннӑ утӑ-улӑма пуҫтараҫҫӗ, тӑм шӑхлич каласа киленеҫҫӗ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
М. Акимов (Аруйӑн) «Вӑхӑтсӑр вилӗм» ятлӑ пьеси, Ф. Павловӑн «Сутра» комедийӗ, Н. Ефремов, Тал-Мӑрса пьесисем ҫырӑннӑ вӑхӑтрах П. Осипов та пьесӑсем ӑсталама тытӑнать: 1918 ҫулта «Мыскара» ятлӑ пӗчӗк комеди, унтан умлӑ-хыҫлах «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» тата «Кушар» ҫырать.
Автор ҫинчен // Геннадий Хлебников. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 459–463 с.
Журнал ертӳҫисем, ӑна кун ҫути кӑтартакансем Чӑваш Республикинчи, Раҫҫей Федерацийӗн чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнӗсенчи писательсен союзӗсене, ытти пӗрлӗхӗсене, тӗрлӗ юхӑмӗсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑвашлӑха аталантарас ҫулпа ҫирӗппӗн утаҫҫӗ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Октябрь уйӑхӗн кунӗсенчен пӗринче шутлав участокне кӗрекен кашни ҫурта ҫыравҫӑ ҫитӗ, ҫынсем каланине тӗпе хурса хурава электронлӑ листа кӗртӗ, унта уйрӑм ҫыннӑн ячӗ-шывне, адресне кӑтартмаҫҫӗ, респондент сӑмах вӗҫҫӗн пӗлтернине документпа ҫирӗплетме сӗнмеҫҫӗ.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Мас-рестлинг спортӗнче малти виҫӗ вырӑна 80 килограмм таранчченхи виҫере Станислав Зайцев, Антон Павлов, Егор Шумилкин, 80 килограмран ытларах виҫере Павел Шуряшкин, Андрей Кураков, Денис Шуряшкин, хӗрарӑмсем хушшинче Мария Сорокина, Софья Терентьева ҫӗнсе илчӗҫ.
Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/