Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Ҫар-учет специалисчӗ призывниксемпе запасри салтаксен ӗҫӗсене те йӗркелесе пыма ӗлкӗрет, Вӑрнар округӗнчи халӑх дружинине те ертсе пырать, ытти обществӑлла хастарсемпе пӗрле патриотсен юхӑмне те тухӑҫлӑ аталантарать…

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Унӑн тӗллевӗ — республикӑра хӑвӑрт утакансен спортне ҫӗнетесси, ӑсталӑхне аталантарасси, ҫамрӑксене физкультурӑпа спорта явӑҫтарасси, пулас спортсменсене тупса палӑртасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хӑнӑхтарасси.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑрт утакансем ӑмӑртӑва йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ // Канаш. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85a%d0 ... d%d1%87ec/

Чеескер, икӗ ҫул маларах ҫеҫ ҫак крючниксемпе пӗрле ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр ҫӑк йӑтнӑскер, халь вӗсен подрядчикӗ, Илья Никонорович Богданов ятлӑслер, вӑл паян та хӑйне ҫӗнтернине йышӑнасшӑн мар, крючниксене хӗтӗртме хӑтланчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун йӗркипе ҫынсем наркопритонсем, наркотик сутакан точкӑсем, наркопреступленисем пирки кунӗн-ҫӗрӗн 8(8352) 23-01-00 «шанӑҫ телефонӗпе» е info@21.fskn.gov.ru электронлӑ адреспа, е районти полици пайне 2-50-02 телефонпа пӗлтерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар хаҫачӗ те пулӑшнӑ // С.ЧИКМЯКОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Эпӗ мӗншӗн ҫапла ирсӗр тума пултарнине пӗлес тесен, манӑн пурнӑҫа, манӑн шухӑшсен мӗнпур аталанӑвне — юлашки пӗр тӑват-пилӗк ҫул хушшинчи аталанӑвне те пулни — экран ҫинчи пек пӗр сиктермесӗр курса, сӑнаса тӑрас пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Канмалли кунсенче, августӑн 24-мӗшпе 25-мӗшӗнче, тӗп хулари патшалӑх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен 42 самантне регистрациленӗ, ҫул ҫинчи тӑватӑ аваринче тӑватӑ ҫын шур курнӑ, ҫав шутра пӗр ача.

Куҫарса пулӑш

Уфара канмалли кунсенче 17 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3898399

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн сӑмахӗнче регионта наукӑпа лаборатори инфратытӑмӗн ӗҫне йӗркелесе яма «ҫул карттине» туса хатӗрленине хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Ҫапла вӑл ӗне укҫипе «культурӑллӑ» пурӑнма пуҫланипе йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхшӗн пыракан Сталинла походран уйӑрӑлса кайса, ҫамрӑк пӑрӑва пусакан активист Никифоров («Хавас» колхоз, Канаш р. ) пек вӑл пысӑк сиенлӗ ӗҫ туса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Вӗсен енчен ҫӗршывра экономика аталанӑвӗпе, социаллӑ пулӑшу парассипе, медицина, экологие сыхласа хӑварассипе, спорт, наци проекчӗсемпе, йӑлари ӑпӑр-тапӑра пуҫтарассипе тата ытти темӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем чылай пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В.Путинӑн журналистсемпе ирттернӗ пресс-конференцийӗн хаклавӗ // Хӗрлӗ ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/3670-ra-ej-f ... -n-khaklav

Сумлӑ ҫуралнӑ кунпа юбиляра муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумӗ Лариса Сергеева, халӑха социаллӑ хӳт- лӗхпе тивӗҫтерекен пай пуҫлӑхӗ Эльвира Яковлева, Шаккӑл территори пайӗн ертӳҫи Валерий Якимов тата ҫывӑх ҫыннисем саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Кӑшт лӑпланнӑ пек пулсанах ҫӗнӗрен вӗрӗлтерет ҫав ыратӑва е алла-аллӑн пыракан пӗр-пӗр мӑшӑр кантӑкран вӗлтлетни, е каҫхипе ҫывӑх кӗтесре икӗ мӗлке ҫыпҫӑнса тӑни, е тата ҫӗр варринче кӳршӗ алӑкне такам хӑйи-хӑйми силлени.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӑмахран, шкулта регионсемпе федераци проекчӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ: «Хальхи шкул - ӳсӗм точки», «Кашни ачан ҫитӗнӗвӗ» - хушма пӗлӳ паракан хушма вырӑнсем туса хурасси, «Цифра вӗренӳ хутлӑхӗ», «Пуласлӑх учителӗ», «Вӗҫ!»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... la-3928336

«Муниципалитетӑн ачасен ӳнер шкулӗн чи лайӑх педагогика ӗҫченӗ» тата «Муниципалитет тытӑмӗнчи музейӑн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацисене, шел те, пӗрер ҫын кӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, ҫавӑнпа кунта конкурс иртмен тесе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Ну паян шӑла-а-ать ӗнтӗ ку «шӑпӑр» пире», «час-часах ҫакӑн йышши ӗлкесем пӗлӗтре пысӑк инкек умӗн курӑнкалаҫҫӗ, теҫҫӗ» — йӳҫҫӗн-хурлӑн сулхӑнланса, тӑвӑнса пусаркаласа кӑлараҫҫӗ сассисене аслӑрах ҫулсенчи пехотинецсем.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

ХАКЛАВ Наталия АНДРЕЕВА, Патӑрьел муниципалитет округӗнчи детутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкул директорӗ: - Пирӗн алӑра паян астӑвӑм кӗнеки ҫеҫ мар, ӗмӗрлӗхе халӑх хушшинче упранакан чӗрӗ палӑк.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Ҫавӑнпа судьяпа халӑх заседателӗсене приговор ҫырнӑ чухне Комарова айван, ҫамрӑк пулнине шута илме сӗнчӗ, ун айӑпӗ ҫукки, вӑл хӑй чысне хӳтӗлени, ун вӗлерес шут пулманни, ку ӑнсӑртран пулса тухнӑ япала пулни пирки каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тӑвайри вӑтам шкултан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Канашри медицина училищин алӑкӗсене уҫнӑ Олеся Геннадьевна, унтан Шупашкарти больницӑсенче ӗҫленӗ, юлашкинчен район администрацийӗн ЗАГС уйрӑмӗнче операторта тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Кашни сферӑрах пысӑк ӗҫсем пур: Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта, Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑкра, Канаш округӗнчи Янкӑлчра шкулсем тума пуҫланинчен тытӑнса тӗп хулари «Волга» стадионӑн вӗҫленсе пыракан реконструкцийӗ таран.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ҫул ҫӳрев маршручӗ анлӑ уй-хирсенчи хура тӑпраллӑ, сӑртлӑ е лапамлӑ икӗ йӗрлӗ ансӑр ҫулсемпе (паян хирти ҫуран ҫулсене пурте пӗлсе те ҫитереймеҫҫӗ) иртрӗ пулсассӑн та ҫанталӑкӗ пирӗн майлӑ пулнине палӑртмасӑр хӑвараймӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫут ҫанталӑк ырлӑхӗнче // Марина ВАСТУЛОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %87%d0%b5/

Вырӑссем урам ик айккипе тӑршшӗпе улма-ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнинчен, ку йывӑҫсем умӗн хитре хӑма карта тытнинчен тӗлӗнсе чылайччен курса ҫӳрерӗҫ вӗсем, вара паян пурӗ пӗр ниҫта та кӗртес ҫук тесе пасаралла пӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех