Кӗскисем
2024-2025 ҫулсенче Кивӗ Вӑрмар ялӗнче 150 вырӑнлӑх, Кӗлкешре 95 вырӑнлӑх культура ҫурчӗсен строительствисене пурнӑҫлама палӑртнӑ.
Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken
Час-часах Ваҫукпа пӗрле пулни савӑнтарать Соньӑна, ҫунатланса каять вӑл унпа юнашар утнӑ чух, каччӑн кӑмӑлне юрама тӑрӑшать.
Сарӑмсӑр вилӗм // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӗсем хутшӑнни паха, кунсӑр пуҫне ӗнтӗ, Яковлева тӗпчекенсем, унӑн пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӑванӗсем, мӑнукӗсем килнӗ паянхи куна.
«Яковлев вулавӗсем» иртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60943
— Пулас институт ҫумӗнче чӑваш студенчӗсем валли Ҫутӗҫ пайӗ педагогика тата ялхуҫалӑх уйрӑмӗсем уҫасшӑн, — терӗ Савандеев.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Темӗнле хӗн пулсан та, ҫу каҫа тар тӑкса ҫитӗнтернине юр айне хӑвармӑпӑр, пуҫтарса кӗртӗпӗр», — ҫирӗплетсе каларӗ В.Андреев.
Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/
Анчах Камышин яланхи пекех хаваслӑ, кулкаласа ҫеҫ тӑрать, Ятманпа Левентее вӑрҫма мар, ҫав тери ырӑ хыпар калама чӗннӗ тейӗн.
XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вырӑн ҫинчен тӑрса урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ арҫынсем ял вӗҫӗнче шарт сиккипе пыракан лашасене ҫеҫ асӑрхаса юлма ӗлкӗреҫҫӗ.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе ҫывӑхрах паллашас тӗлӗшпе тӗрлӗ лапамсене пайланса ӗҫлерӗҫ, ӑсталӑх урокӗсем ирттерчӗҫ вӗрентекенсем.
Класс ертӳҫисем пӗрле пухӑнса канашларӗҫ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/klass-ertycisem-p ... larec.html
Чӗри вут ҫинчи пек ҫуннӑ самантра хулара пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ вырӑссем пуррине аса илнӗ, вӗсем Микулана пулӑшасса та шаннӑ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вырӑс апачӗ туса ӗҫе кайма урама тухсан, хамӑн «вӑрттӑн сыхлавҫӑпа» чуна уҫсах калаҫас, ӑна ачашласа кӑмӑлне ҫӗклес тенӗччӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫӗр ҫине телей нихӑҫан та килмест пулсассӑн мӗншӗн кашни кун хӑй килӗнчен тухса аслӑ тӗнчене хӑй куллипе ҫутатмалла-ха унӑн?
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ытлашши пысӑк, ҫӗр чӑмӑрӗ пек аслӑ вӗсен юратӑвӗ — ҫавӑнпа хӑрушӑ та пулса каять хушӑран, ҫаванпа ӗненме хӑрать тепӗр чухне.
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Сӗтел хушшинче ларакансем Ҫинукпа Кирюкран илтнӗ сӑмахсене пуҫӗсенче авӑртаҫҫӗ, ытла та кӗтмен сӑмахсене илтрӗҫ-ҫке вӗсем.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Фитонцидсем — бактерисемпе кӑмпасен ӳсӗмне тивӗҫтерекен биологи тӗлӗшӗнчен активлӑ япаласем, вӗсем хыр йӗкелӗсенче нумай.
Пурнӑҫ сӑнавӗсем ҫирӗплетнӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... -paxalxsem
Пӗр кун чул тӑва кунӗпе кисретнӗ хыҫҫӑн пӑлхав пуҫлӑхӗсем ҫапӑҫӑвӑн иккӗмӗш кунне тарӑн шӑтӑкра ларакан ӑтӑрсем пек кӗтрӗҫ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑмах май, Крапивина панӑ материалсенчен ҫакӑ паллӑ: Калюков йӗрӗ пӗлтӗрех, вӑл тӗрмерен тарнӑ хыҫҫӑн тепӗр уйӑхран тупӑннӑ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ унта пултарулӑхпа ӗҫлетӗп: компьютерпа сӑвӑсем наборлатӑп, малтанхи произведенисене пичете хатӗрлетӗп.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ларура Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, ытти ветерансен организацийӗсене вӗсенчен тӗслӗх илме каланӑ.
Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/
Колбаса вӗт вӑл: сысна какайӗ вырӑнне — така ҫӑвӗпе пӑри кӗрпи тултарнӑ кӑна, — текелесе Соньӑпа пӗрле тепӗр хут ларса ҫирӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Япалан уйрӑм пайӗсене тивекен мӗнпур йывӑрӑш вӑйӗсен равнодействующийӗ, йывӑрӑш центрне лекнӗскер, япалан йывӑрӑшӗ пулать.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.