Кӗскисем
Ҫурт-йӗре кӗске вӑхӑтра туса лартма сӑмах патӑн пулсан — пуҫлӑхсем пур майсемпе те пулӑшнине пула мар, хӑвӑн вӑйпа туса ларт.
XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Тем тесен те, халиччен пуҫне каскӑ тӑхӑнса курман ку. Тӑхӑнса курнӑ пулсан, аплах хытӑ ҫапас ҫукчӗ», — шутларӗ Славик каллех.
Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.
— Ачасен прависемпе ӗҫленӗ май вӗсен прависене пирӗн республикӑра тивӗҫлипе хӳтӗлеҫҫӗ тесе ҫирӗплетсе калама пултаратӑр-и?
Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/
8. 300-шер грамм иҫӗме, курагана, типӗ хура сливӑна, вӑррине кӑларнӑ лимона аш арманӗпе авӑртмалла, 300 грамм пылпа хутӑштармалла.
Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№
Пӳлӗме кӗрсен, Альберт уринчи пылчӑклӑ йӑлтӑр туфлине хывмасӑрах тӗпелти сӗтел хушшине тӑнкӑл-танкӑл, тӑнк-танк пырса ларчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ку вӗрентӳ учрежденийӗнче ачасене тӗпчевпе эксперимент, лабораторипе практика ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑклантарассишӗн ҫине тӑраҫҫӗ.
Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакансем вӗсен чӳречисем умне хӑпартакан тӑхӑр хутлӑ ҫурта хирӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474
Елчӗкри пушар хурал чаҫӗн начальникне В.Григорьева Исемпел, Шуршу, Чӑваш Тӑрӑмӗ, Хӗрлӗҫыр ялӗсенче шыв ҫукки пӑшӑрхантарать.
Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ – тавра пӗлӳҫӗсене, хастарсене, чӑваш культуришӗн ырми-канми тӑрӑшакансене пӗр тӗвве пухрӗ.
Чӑваш Ен тавра пӗлӳҫисен форумӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60501
Енчен те ҫакӑ чӑн та пулӑшӗ пулсан — эп вӑл чӗлхене манма хирӗҫ мар, ӑна тума пултаракан пӗр-пӗр хатӗр-хӗтӗрӗ тупса парӑр ҫеҫ!
Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5738.html
Хӗвел ылтӑн пӗлӗтсем хыҫне анса пытанас умӗн темле пӑрахӑҫнӑ сарай тӗлне пырса тухрӗҫ вӗсем, ҫакӑнта чарӑнса канма шутларӗҫ.
Савнисем юнашар куҫ хупрӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ҫӑмӑлах мар пулӗ ӗнтӗ вӗсене те пурнӑҫра пӗрремӗш хут, ашшӗ-амӑш пулӑшмасӑр, хӑйсен тӗллӗн вӗҫеве тухма, апат та хӳтлӗх тупма.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Йысна манӑн юратӑва ашкӑну вырӑнне ҫеҫ хучӗ, манӑн юрату хӗвел пекех ҫутӑ пулсан та, сӑрт пекех пысӑк пулсан та курӑнмарӗ ӑна.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Чиперри вӑл, паллах, ун ҫине хӑйса пӑхайми чипер мар: ӳчӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑрханӑ питӗнче чӗкеҫ шатри палӑрать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫав самантра танксем умӗнче снарядсем ҫурӑлма пуҫларӗҫ, унта та кунта вут-ҫулӑм кӗлти ҫӗкленет — пирӗн артиллери перет ӗнтӗ.
Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Тӗллев вӗт халичченхинчен те ӳсӗмлӗрех ӗҫлесси, производство кӑтартӑвӗсене лайӑхлатсах пырасси, тулӑх пурнӑҫшӑн тӑрӑшасси.
Ҫуракишӗн ӗҫ пуҫланчӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... puclanche/
Хӑш-пӗр ҫӗрте арӑмсен мӑйран ҫакмалли ҫӑтӑ капӑрсем (мӑй ҫыххисем) пулман, ҫавӑнпа вӗсем сурпанӗсене мӑй тавра тачӑ ҫавӑрман.
Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Манашкӑсем, чӑнах та, малтан турӑ амӑшне пуҫҫапаҫҫӗ, анчах турӑ амӑшне пуҫҫапнӑ чух хӑйсен пуҫлӑхне нихӑҫан та кутӑн тӑмаҫҫӗ.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Паллах, ҫавӑн пек сӑвӑсем вулакансен чӗринче илемлӗх туйӑмӗ чӗртеймеҫҫӗ, ун вырӑнне — ҫынсене поэзирен пистерме пултараҫҫӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Елена Федоровнана сумлӑ юбилей ячӗпе саламлама район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов килнӗччӗ.
«100 ҫулчченех пурӑнасчӗ...» // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... x-puranasc