Кӗскисем
Урама е кӳршелле тухсан, ялти хӗрарӑмсем Анукпа та калаҫа пуҫларӗҫ, хӑшпӗрисем ӑна юрама та тӑрӑшрӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑнӑхнине юлхавлӑх теҫҫӗ, Калаҫҫӗ хӑшӗсем — тӳсни Тӳссе ирттернисем пӗлеҫҫӗ: Вӑл хытӑ пурнӑҫра ӳсни.
VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ку енче вӑрманӗ пӗчӗкрех те, пӗчӗк вут тухрӗ, сирӗн, леш енче, вӑрман вӗҫсӗр-хӗрсӗр те, пысӑк вут тухрӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Урӑлманкин арӑмне «чӗлхӳ ҫине ҫӑпан тухасчӗ» терӗ те ӑна пӳртрен килхушшине хунар ҫутса тухма хушрӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
— Хрестук, кӳр-ха ҫавна, — хушрӗ Сергей хӗре, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тилхепе ҫинелле кӑтартса.
Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл хӗвеланӑҫ енчи Мускава тата хӗвелтухӑҫ енчи Владивостока пӗрлештерсе пӗтӗм Раҫҫей витӗр тухать.
Тӗнчери чи вӑрӑм чукун ҫул вӑл — Трансҫӗпӗр магистралӗ // Фактсем. https://t.me/factsem/277
Кӗтерук, кирек кам пуҫне те касма хатӗр пек, пурттине ҫӗклесе Макҫӑма хӗнекен ушкӑн ҫинелле вирхӗнчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫынсем ытларах «Хӗрлӗ ялав», «Хресчен сасси», «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» йышши изданисене ҫырӑнасшӑн.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
Санӑн чӑн-чӑн туйӑмусене ӑнланас тесе, улталанса юласран хӑраса, эпӗ хама ытла та айванла тыткаларӑм.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Контрреволюципе кӗрешнӗ йывӑр кунсенче халӑх тӑшманӗсем В. И. Ленина вӗлерме тӑнӑ, ӑна йывӑр амантнӑ.
Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.
Ахтупай малтан ун ҫине хӑрах айӑккӑн утланса ларчӗ, унтан таврана тӗплӗн сӑнаса пӑхса шалалла сикрӗ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пирӗн тӑрӑхран республикӑн обществӑпа политика пурнӑҫӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫынсем сахал мар тухнӑ.
Яваплӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ // Валентина Шингалова. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%8f%d0%b ... %bd%d3%91/
Подоприхин урӑх чӗнмерӗ, тухрӗ те Кабаргасӑн эрешлӗ ҫуни ҫине ларса лашана Хураҫӗр еннелле хӑваларӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тӑварлине ытлӑн-ҫитлӗн тутаннӑ ҫын кӑна пылаккине тӗрӗс хак пама пултарать, ӑна перекетлӗ тыткалать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Сана курни ҫинчен ӗнерех каларӗ вӑл мана, — юнашар выртакансем ан ӑнланччӑр тесе, шӑппӑн калаҫрӗ вӑл.
Ҫапа пӗлмен чӑпӑркка // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл алкоголе ҫамрӑкла ӗҫме тытӑнни ӳтпе психика аталанӑвне пӑсни, киревсӗр ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ.
Ситекпуҫӗнче "Урӑ пулни – пурнӑҫ норми" темӑпа ҫавра сӗтел иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-4066083
«Мӗншӗн-ха ҫынсемпе пӗрле шыва кӗмест вӑл? Мӗншӗн-ха хӑйӗн ӳтне манран та пытарать?» — тет хайхи инке.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫав вӑхӑтрах Спартак ҫарӗнчи хресченсем Италирех юлса, ҫӗршӗн, хӑйсен прависемшӗн кӗрешесшӗн пулнӑ.
Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.
— Ҫук, моторист эп пулатӑп, — хирӗҫлерӗм халь, «капитанпа» «моторист» мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илсе.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Анчах ӑс-тӑнӗ ун ҫухалчӗ — Вӑраххӑн ларчӗ вӑл сӳнсе; Пуҫра ун шухӑш муталанчӗ, Асри тӑп тӑчӗ пӳлӗнсе…
XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.


