Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Кӗскисем

Ангелина мӑнукӗн нумай пулмасть кун ҫути курнӑ чиперкки ҫиччӗмӗш сыпӑка малалла тӑсакансенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Сынок валли кӗсйине пӗр татӑк ҫӑкӑр касса чикрӗ те ача пуҫне усса пахча хыҫӗпе ката еннелле танккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Питӗ леҫсе ярасчӗ те, ӗҫ нумай, ху куран, — тӳртӗм кӑна каласа хучӗ те Герман пир станне юсама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрри ташлать, ӑси чупать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫӗр ҫинче ҫиелте выртнипе хӗвелпе пиҫнӗ-и — тӗпчесе-тусах тӑмарӑм, конешно, айккинелле вӑркӑнтартӑм.

Куҫарса пулӑш

«Пӑшӑл пӑтти» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Сталинграда тепре асӑнни Маринене килӗшсех каймарӗ, Сехре ҫав ятпа ҫеҫ килменнине тавҫӑрса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑвашла пӗлекен кашни ҫынна хӑй тӑван чӗлхене пӗлнине кӑтартма май паракан акци 2013 ҫулта йӗркеленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑҫал та диктант ҫырӑпӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ҫывӑх ҫынна ӑсатма пуҫтарӑннӑ тӑвансем пек, салху тӑракан тантӑшӗсем патне Капа хыпаланса утса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.

Ҫапла тӗрткелешсе тӑнӑ вӑхӑтра ҫӳлӗ курӑк хушшипе Ҫтаппан йӑпшӑнса шуса пынине те курмаҫҫӗ-ха вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Саккун территорисене курӑка ҫунтарса «тасатма» чарать пулин те хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн ҫине алӑ сулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑка чӗртни кил-ҫуртсӑр та хӑварать // Пирӗн пурнӑҫ. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Соньӑпа Митя — Курмышов ачисем — ун патне тӑтӑшах ҫӳреҫҫӗ, кинӗпе — Ульянӑпа — килӗштерсе пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӗншӗн тесен хӑмла отраслӗ республикӑра вӑй илме тытӑннӑ май ҫак ӗҫе лайӑх пӗлекенсем уйрӑмах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

«Фермер шкулӗнче» ӑс пухаҫҫӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %d0%b0cce/

Хырӑмлӑхра газ нумай пухӑнни /метеоризм/ аптратсан ҫӑмӑллӑх кӳрекен темиҫе рецептпа паллаштаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Газ пухӑнсан ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.07.20. 28№

Лентӑсемпе ременьсем пысӑк нагрузкӑна чӑтма пултараҫҫӗ, ҫакӑ салтаксен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисем тимлӗхре // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12449-car-op ... -timl-khre

Хӑраса ӳкнӗ пӗчӗк ачасем амӑшӗсене кӗпе аркинчен е аллисенчен ярса тытнӑ та, вӗсем те пӗрлех йӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗн тесен те, эсӗ путсӗр пулнӑшӑн ачусем айӑплӑ мар — айккине кайса тӑччӑр эппин, — мӑкӑртатрӗ хайхи.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Вырсарникун Проломнӑй урамра халӑх яланах тулли, анчах паян Щетинкин номерӗсем тӗлӗнче иртме те ҫук.

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗррехинче кукамӑшӗ Настьӑна чӳрече янахӗ ҫинчен ӳкернӗ, кун хыҫҫӑн хӗрача больницӑра чылай выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кантрашкасен тӑванӗсем, турта хушшинче тӑма юратман ырӑ ут пек, ҫанӑ тавӑрсах, вӑйлӑ туя хатӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туйра тукмак йӑванать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 133–144 с.

Тулли мар вӑтам шкул пӗтертӗмӗр те, малалла вӗренес тесе, икӗ ҫухрӑмри Ҫӗнӗ Кипеҫе ҫӳреме пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Римра пӑшӑрхана пуҫланӑ, Спартака пӗтерме тесе, Везувий ҫине виҫӗ пин ҫынлӑ ҫар янӑ.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех