Кӗскисем
Ҫак кунсенче Шупашкарта Раҫҫей ДОСААФӑн регионти уйрӑмӗн спорт клубӗнче тӗл перессипе турнир иртнӗ.
Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.
— Ҫав сӑмахсем чуна ыраттарнӑранах хам ума тӗллев лартрӑм: манӑн профессионал композитор пулмаллах.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Военкомат ун ывӑлӗ Александр Лазарев 1941-мӗш ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухални ҫинчен пӗлтерет.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Унӑн куҫӗсем Сергей куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, анчах хӗр ҫухалса каймарӗ, тӳрленсе тӑчӗ те калама пуҫларӗ:
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кунталлах ҫывхаратчӗ трактор, анчах кӗҫех шӑпланчӗ те, хӑлхара вӑр-ман шавӗ ҫеҫ кашласа тӑра пуҫларӗ.
41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Калава вуланӑ чух Костя суккӑрсем вулама та, ҫырма та пултарнине пӗлчӗ, ҫакӑ ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ.
Вӑл — телейлӗ! // Иван Пиняев. Ялав. — 1951. — № 6. — 21–26 с.
Хӗрарӑм хӑй кӗрес алӑкпах кӗрсе кайнине курсан, Авлов шиклене те пуҫларӗ: «Йышӑнмастех-ши вара паян?»
Тӑлӑх ӳснӗ каччӑсем // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тепӗр арҫын, ватӑ хӗрарӑмла тумланса, сӑпка ҫумне ларнӑ, кӗнчеле арланӑн пулса, электропралук чӗркет.
Ҫутӑ хуҫи // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 65–91 с.
Шалтан самантлӑха уҫӑ сывлӑша тухнӑ Кирилл каялла кӗнӗ чухне клуб пусми ҫинче Денис тӑнине асӑрхарӗ.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Вӑл пит ырханланса, сарӑхса кайнӑ, пуҫӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем йышлӑн курӑнаҫҫӗ, тутисем хӑпаланнӑ.
Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хӑвӑртрах илсе тух ӑна, унсӑрӑн Калюков, чӑнах та, хӗҫпӑшалсӑр ҫамрӑксенчен тарса ӗлкӗрме пултарать.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мустаевӑн хӗрӗ Надежда чӑвашсемшӗн ҫунса тӑнӑ ашшӗне ҫынсем ҫапларах сума сунӑшӑн пурне те тав турӗ.
Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast
Чул пӳрте кӗнӗ-тухнӑ тӗлсенче лешӗ ун еннелле епле пӑхать куҫ шуррине ҫавӑрттарса, тапӑнас вӑкӑрла…
7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ҫемйине те, ачасене те пӑрахтарасшӑн ӗнтӗ ӑна, ҫавӑн чухне тин сана йышӑнатӑп тет ӗнтӗ, ҫӗр ҫӑтасшӗ!
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Штаб председателӗ пулма Елена Кузьминана, Раҫҫей Федерацийӗн Общество палатин пайташне шаннӑ пулнӑ.
Чӑваш Енри суйлавра суйлавҫӑсем пуҫласа ДЭГ мелӗпе сасӑлама пултараҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/25/chav ... -deg-melpe
Хаҫат редакцийӗ конкурса хутшӑннӑ ытти кандидатсене те, вӗсемшӗн сассине панӑ ҫынсене те тав тӑвать.
Ҫӗнтерӳҫӗ паллӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52520-c-nt ... r-c-pall-3
Йывӑрлӑхсем, тӗрлӗ чир-чӗр иртсе кайтӑр тесе катемпие ҫунтарчӗҫ, ҫуркуннене хавас пулнине пӗлтерчӗҫ.
Ҫӑварни, Ҫӑварни, ҫӑвар тулли икерчи! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12358-c- ... li-ikerchi
Шӑпӑр-ҫулӑк ҫыхтарса, милӗк хатӗрлеттерсе, вӑхӑт хӑй сӗтелӗ ҫинчен вун-вуникӗ куна шӑлса та пӑрахать.
Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ятлаҫатӑн халӗ, кирлӗ кунта эпех кирлӗ пулӑп, хӑвах чупса килӗн, — терӗ Иванюк, Михаля хыҫҫӑн пӑхса.
Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ фельетон ҫинчен асӑнсан та Паланов хӑйӗн лӗкӗ тӑкӑннине манчӗ — ӑша йӗп ҫӑтнӑ майлах вӗткеленчӗ:
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.


