Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсрӗмӗр (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, ялта ҫитӗннӗ ача-пӑча, кирек епле ӗҫе те хӑнӑхса ӳсрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

— Аҫупа вара пӗрле ӳсрӗмӗр, пӗрле вӗрентӗмӗр, пӗрле вӑрман ӗҫлеме ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӗветӗр Ваҫлейчӑ, эсӗ пултӑн мар-и, нумай пулать сана курманни, епле пурнан, мӗнле сывлан? — алӑ пачӗ тачка питлӗ хура ҫын, шӗвӗр сӑмсаллӑ шакла пуҫлӑскерне, — ачаран пӗрле ӳсрӗмӗр, кайран, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса уйрӑлнӑ пекех, мантӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Олесьӑна питӗ лайӑх пӗлетӗп… мӗн ачаран пӗрле ӳсрӗмӗр… урасӑр тесе тиркес ҫук вӑл мана…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Палан ҫисе ӳсрӗмӗр, Ҫампа паллӑ пултӑмӑр…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Пахчи-пахчи, палан пахчи, Палан ҫисе ӳсрӗмӗр

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пӗр-пӗрне пулӑшса ӳсрӗмӗр, шкулта вӗрентӗмӗр, техникум-училищӗре алла професси илтӗмӗр, ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне салантӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хастар, ӗҫчен, тӑрӑшуллӑ Валентина // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%85%d0%b ... %bd%d0%b0/

Пӗрле ӳсрӗмӗр, пӗрле вӗрентӗмӗр, миҫе хутчен эс мана ӑсатман пулӗ Шӗнерпуҫӗнчен Чӗнере…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир, разночинецсем, ӳсрӗмӗр, анчах ӑса-пуҫа ҫитӗнтереймерӗмӗр, пурнӑҫа та ҫутӑ кӳреймерӗмӗр.

Мы, разночинцы, выросли, но ума не вынесли и света в жизнь не внесли.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав лайӑх мучисем хушшинче эпир, вӗсем тӑванла пулӑшса пынипе тӗрлӗ ҫил-тӑвӑлпа асар-писер ҫанталӑкран хӳтӗленсе, ӗмӗрхи ват вӑрманти вӗтӗркке ҫамрӑк хунавсем пек ӳсрӗмӗр.

Среди этих дедов мы росли, как мелкая молодая поросль в вековом лесу, защищенная от бурь и непогод их отеческой покровительственной тенью.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Унпа иксӗмӗр пӗрле ӳсрӗмӗр.

Вместе росли.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

— Эпир тӑлӑх-турат пулса ӳсрӗмӗр.

 — А ведь сиротами мы росли.

9 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Пӗрле ӳсрӗмӗр эпир.

Вместе росли.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӳсрӗмӗр! — йӑл кулчӗ те Василий, питҫӑмартисемпе янахра ҫук кӑтра сухала шӑлса якатса, хулӑн сасӑпа пӗтӗм пӳлӗме янӑрамалла каларӗ:

— Подросли! — улыбнулся Василий, погладил несуществующие завитки на щеках и подбородке и пробасил на всю комнату:

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Шӑллӑмпа иккӗнех ӳсрӗмӗр эпир.

- Мы выросли вдвоем с младшим братом

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Эпир ҫемьере 6-ӑн ӳсрӗмӗр: 5 ывӑл тата 1 хӗр.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех