Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсрӗм (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫуртра ӳсрӗм, ватӑлтӑм…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫапла майпа ӗҫре самантрах ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Мӗн ачаран ташласа ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак халапа эпӗ мӗн ачаран ас туса ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Эпӗ типтерлӗ, ырӑ ӗҫ тума вӗрентнӗ ача пулса ӳсрӗм, катехизиса та пӗр сӑмаха тепринчен уйӑрса илмелле мар пуличченех пӑхмасӑрах темиҫе хут калама вӗренсе ҫитнӗччӗ.

— Я рос вежливым, благовоспитанным мальчиком и умел так быстро повторять наизусть катехизис, что нельзя было отличить одно слово от другого.

XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Ҫавӑн пекех, Ольга Николаевна, анчах кӑштах ӳсрӗм кӑна.

— Такой же, Ольга Николаевна, только подрос немного.

Пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Паллах, ӳсрӗм.

— Конечно, подрос.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Кӑвапӑнтан ҫӳлерех ӳсрӗм тетӗн пуль? — тесе хучӗ вӑл шӑл витӗр; сӑмахӗсем хӑйӗн тӑкӑскӑн сӑрхӑнчӗҫ.

Сурово произнес: — Ты что, решил, что вырос уже выше своего пупка?

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Колхозра ӳсрӗм, урӑхла пурнӑҫа курман, курас те килмест, ҫавах темскер ларать ман ӑшӑмра, ӗмӗт вӑл мана, хаклӑ юлташӑм, сӗлӗх пек ӗмӗт…

И вырос я в колхозе, другой жизни не знаю и знать не хочу, а вот что-то сидит у меня внутри, сосет оно меня, дорогой товарищ, как пиявка…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах ҫав ҫул эпӗ питӗ япӑх ӳсрӗм — хурлӑхпа асап мана ярӑнса ӳсме паман.

Однако рос я в тот год тупо — горе и нуждишка не давали мне настоящего росту.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Чи хаклӑ, чи юратнӑ ҫын – анне – хӳттинче, ҫул хӗрринче тусан айӗнче ӳсекен шӑнӑр курӑкӗ пек, эпӗ ӳсрӗм те ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Туй-ҫуй, Сурхури, Ҫӑварни, Мӑнкун йӑли-йӗркине курса ӳсрӗм, ҫак уявсенче шӑрантаракан юрӑсем ӑса хывӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Ун чухне ку тӑрӑхра ҫынсем пирӗнтен лайӑхрах пурӑнатчӗҫ, - аса илет иртнине Григорий. - Кӗтӳҫсене те лайӑх ҫитеретчӗҫ. Ҫавна май эпӗ, типшӗмскер, кӑштах ӳт хушрӑм, ҫитменнине ӳсрӗм те».

«В то время люди в этой области лучше нас жили, — вспоминает прошедшее Григорий, — И пастухов хорошо кормили. Поэтому я, худой, немного прибавил в весе, к тому же и подрос малость».

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех