Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳснӗскерсем (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрле ӳснӗскерсем, яхӑнне те уйрӑлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрӗсем вара пӗринчен тепри хитре, шыв тӗпӗнче, хӗвелсӗр ҫӗрте ҫуралса ӳснӗскерсем пек те мар, амӑшӗ пекех сап-сарӑ та тем вӑрӑмӑш ҫӳҫлӗ, кӑвак чечек пекех кӑвак куҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Йӑмра вуллисем, касса лартнӑ хунавран ӳснӗскерсем, акӑш-макӑш пӑркаланса-хуҫкаланса, хӑвӑлланса та шӑнкӑрч йӑви ани майлӑ шӑтса пӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑйсем вара, шӗмпӗлтсем (вӗсенчен ытларахӑшӗ икӗ ҫул каялла кӑна Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ ашшӗсен «тимӗр аллисене», ҫемьери йӗркесӗрлӗх, сӑпайсӑрлӑх чиккине, «кӑкарӑҫне» туймасӑр яру ярӑнса ӳснӗскерсем) ял касса, ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫавӑрттарса, арҫуриленсе ҫӳресе, унта ура йӗрлемен, алӑ тӗкӗнмен, «шӑлпа ҫыртса тӗрӗслемен» вырӑн та хӑварман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Урӑх вӗсем, комсомолецсем, анчах турра тарӑн ӗненекен ҫемьесенче ҫуралса ӳснӗскерсем, ӑс-тӑнӗпе ача шутӗнчен тухса та пӗтейменскерсем, ӑшра сӑмсаланма ӗлкӗрнӗ икӗ хире-хирӗҫле «тӗнрен» (Турӑ пур — Турӑ ҫук) нихӑшне те сивлеме, ун вӗрентӗвне пӑрахӑҫлама хӑймарӗҫ, ҫавна пула, ура айӗнченех сиксе тухнӑ йӑка ӑша ҫӑтса, куҫа курӑнман вӑйсене (тен, вӗсем чӑнах пур?) кӳрентермелле тем вырӑнсӑр персе ярасран асӑрханса, пӗр-пӗринчен нимӗн ҫинчен те ыйтмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Николай Смирнов, Олег Долгов, Леонид Константинов, Федор Кузьмин, Игорь Петриков, Геннадий Ирейкин, Николай Бударин, Николай Гаврилов, Евгений Борисов – вӗсем пурте, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗскерсем, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсем.

Николай Смирнов, Олег Долгов, Леонид Константинов, Федор Кузьмин, Игорь Петриков, Геннадий Ирейкин, Николай Бударин, Николай Гаврилов, Евгений Борисов – все они – уроженцы Чувашской Республики, ставшие Героями Российской Федерации.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Уҫӑ сывлӑшра, хӑйсен пахчинчи улмуҫҫисен сулхӑнӗнче ӳснӗскерсем, вӗсем тӗнчене тата пурӑнӑҫа кӗнекесем тӑрӑх ҫех пӗлеҫҫӗ.

Воспитанные на чистом воздухе, в тени своих садовых яблонь, они знание света и жизни почерпают из книжек.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех