Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳснӗскер (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Болливудри паллӑ актёр Денни Дензонгпа — Сиккимра ҫӳралса ӳснӗскер, унӑн чӑн ячӗ Церинг Пинтцог.

Популярный актёр Болливуда Дэнни Дензонгпа — выходец из Сиккима, его настоящее имя Церинг Пинтцог.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Чӑваш халӑх художникӗ М. С. Спиридонов кил-йышӗнче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл пӗчӗклех ӳкерме пуҫланӑ, ашшӗнчен вӗренсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫилленместчӗ уншӑн Сӑпани, мӗн пӗчӗкрен тӑлӑх, ҫын ҫинче ӳснӗскер, никама та ҫилленме пӗлместчӗ пулӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хамӑр ялта ҫуралса ӳснӗскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗсӗр ӳснӗскер, вунсаккӑртах качча тухнӑ вӑл Юманлӑх поселокне упӑшкипе пӗрле ӗҫлеме килнӗ Упӑшки ӑнсӑртран йывӑҫ ҫапнипе вилсен, пӗчченех тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хулара ӳснӗскер, вӑл ун-кун япаласене пит ӗненсех каймасть, тӗшмӗш, тет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑтам Ази республикисенчен пӗринче ҫуралса ӳснӗскер, унӑн ӗҫне пӗр соцсетьри мессенджер урлӑ координациленӗ, вӑл Мускавран Пушкӑрт хулине ҫитнӗ, унта Уфа-Оренбург трасса патӗнче вӑрттӑн вырӑнтан наркотика заклад тунӑ ҫӗртен чарнӑ хатӗрсене илнӗ.

Уроженец одной из республик Средней Азии, действия которого координировались сообщником через мессенджер одной из соцсетей, приехал в Башкирию из Москвы, где около трассы Уфа - Оренбург изъял из тайника-закладки запрещенные наркотические средства.

Ют ҫӗршыв ҫынни тӗлӗшпе Пушкӑрт ҫӗрӗнче наркотиксен пысӑк партине сутма хӑтланнӑшӑн тӑхӑр ҫула тӗрмене лартма приговор йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... nn-3494435

Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси Мӑрат ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, Иван Николаевич Кӗҫӗн Кипекри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсе тухнӑ та Шупашкарти педагогика техникумне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Вӑл хӑй Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, юлашки вӑхӑтра палӑрнӑ кивӗ чугун ҫул кӗперӗн сӑнарне те асӑннӑ кӗнекене кӗртмесӗр хӑварайман.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Темле трест управляющийӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ вӑл, ҫамрӑк кин, канлӗхре, анкарти пек аслӑ хваттерте ӗҫ тӗлне пӗлмесӗр ӳснӗскер.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кӳршӗ регионта ҫуралса ӳснӗскер чӑвашла саламлама пултарни пурне те тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Химиксен хулинче уяв иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=GsgBzGQYQ24

Тимахван мучи килӗнче ӳснӗскер мар-и, — Маринӑна мухтарӗ Севет инке.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫав тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ ҫӳллех мар хӗр, Выл хӗрринчи пӗчӗк ялта ҫуралса ӳснӗскер, ҫул ҫинчех кӑмӑла кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Пулеметчиксен пӗрремӗш номерӗ Янеев Тарас, тӗреклӗ чӑваш ачи, Сӑр шывӗ хӗрринче пулӑ тытса ӳснӗскер, шикленсе ӳкмерӗ, ытти юлташӗсене те кӗрешӗве хастарлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл, мӗн ачаран хура-шурӑ курса ӳснӗскер, ҫуркунне юр кайсан, ура салтса пӑрахатчӗ те хура кӗрччен, пӗрремӗш юр ӳкиччен, ура сырмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

«Хыпар» хаҫатӑн культурӑпа чӑваш диаспорин пайӗн редакторӗ Надежда Смирнова, Елчӗк районӗнчи Яманчурелӗнче ҫуралса ӳснӗскер, тӑван тӑрӑха килсе ҫӳремешкӗн питех те кӑмӑллине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Рабочи ҫемйинче ҫуралса ӳснӗскер, хӑй те вӑл ҫавӑн йышши ремесленнӑй шкултах вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Самсон Шляху // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с. — 3 с.

Макар, уншӑн, хӑй пекех хӑр-тӑлӑх ӳснӗскер, — чӑн-чӑн идеал, ӗмӗтленнӗ ӗмӗтри ҫын, тивӗҫлӗ мӑшӑр.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ачи кунтисемех вӑл, чӑваш, анчах ашшӗ-амӑшӗ, хурӑнташ-тӑванӗ ҫук, сан пек тӑлӑх-турат, ача ҫуртӗнче ӳснӗскер, ФЗО шкулӗнчен тӳрех салтака кайрӑм, тет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех