Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳснине (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ.

Наши юные спортсмены, показали, что растёт достойная смена защитников Отечества.

Ҫамрӑк спортсменсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен тивӗҫлӗ смени ӳснине кӑтартса панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... an-3660389

«Эсӗ Лида мӗнле ӳснине те, вӑл мӗнле утма тытӑннине те, вӑл сана «атте» тесе чӗнме пуҫланине те сисмесӗрех юлтӑн вӗт», — тесе ӳпкелешет арӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ӗҫлесе илнӗ вӑтам тупӑш иртнӗ ҫул пӗрре кӑна мар ӳснине кура 34824 тенкӗрен 38450 тенке ҫитнипе пӗрлех указсенче палӑртнӑ категорисен ӗҫ укҫипе ҫыхӑннӑ индикативсене 16% хӑпартассине тивӗҫтернӗ, ҫакӑ инфляци шайӗнчен /7,3%/ чылай пысӑкрах.

Куҫарса пулӑш

70,5 пин ҫыннӑн шалӑвӗ пысӑкланӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/705-pin-cynnan-s ... -pysaklane

«Пурӗ 474 ҫын хутшӑнни, предприятин тухӑҫлӑхӗ ӳснине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «ЭЛАРА» АО Генеральнӑй директорӗпе Андрей Угловпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/27/chav ... v-elara-ao

Этем иртнӗ пурнӑҫне, тӑванӗсене, юлташӗсене, ӑҫта ҫуралса ӳснине йӑлтах манма та пултарать иккен…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсенчен чылайӑшӗ халиччен те ялсенче пулса курман, хирте тырӑ епле ӳснине кӗнеке тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йывӑҫ мӗнле ӳснине шута илсен, лайӑхах сисӗнет вара.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вырӑнти франк чӗлхиллӗ халӑх хӑвӑрт ӳснине пула тата акӑлчан чӗлхи вырӑнӗ майӗпен чакса пынине пула XX ӗмӗрте британсем кунта йышлӑ куҫса килесси майӗпен чарӑнса ларнӑ.

В связи с бурным ростом местного франкоязычного населения и постепенным вытеснением английского языка в XX веке массовая британская иммиграция прекратилась.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Халь курӑк питӗ хӑвӑрт ӳснине ним те мар ӑнлантарса пама пулать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавна пула РФран КНРа энергоресурс тытӑмӗсене ҫитерессин калӑпӑшӗ ӳснине палӑртнӑ вӑл.

Он отметил, что благодаря этому растут объемы поставок энергоресурсов из РФ в КНР.

Путин РФ тата Китай энергетика тӗлӗшпе пӗрле ӗҫлесси ҫинчен пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... rn-3484484

1. Ӳсентӑран картти ҫинче ҫурҫӗр енчи вӑтам тӑрӑхра вӑрмансем, ҫеҫенхирсем тата ӗмӗр ешӗл йывӑҫ-курӑксем ӑҫта ӳснине пӑхӑр.

1. Посмотрите на карте растительности, где в северном умеренном поясе расположены леса, степи, где растут вечнозеленые растения.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӗт аҫта ӳснине ан манӑр! — кӑшкӑрса каларӗ вӑл колхоз председательне.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирек хӑҫан та: Кӑрманая ӗнесем патне каять-и, район центрне ҫул тытать-и, — яланах выльӑх кӑшманӗ, ҫӗрулми, викӑпа сӗлӗ хутӑшӗ, клевер епле ӳснине асӑрхасах тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эпӗ те ҫаплах каларӑм аҫуна: «Мӗн тӗлӗнмелли пур, хӑвӑн ҫумӑнта мӗнле пурӑннӑ, халь те ҫаплах пурӑнать, — терӗм. — Тӗлӗнтерекенни эпӗ мар, эсир мана тӗлӗнтертӗр, хӗрӳ мӗнле ӳснине пачах та пӗлмесӗр», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

– Ман вӑл мӗнле ӳснине питӗ курас килет та-ха.

– Мне, конечно, очень хочется посмотреть на то, как он вырастет.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

— Вӗреннӗ ҫынсем тӳрех сӑмсине каҫӑртаҫҫӗ, кам ҫӑкӑрне ҫисе ӳснине те, ҫӗр ҫинче ҫӑкӑр мӗнле пулнине те манса каяҫҫӗ, — упӑшкине хӳтӗлерӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӗпчевҫӗсем ҫав вӑхӑтри климата уҫса паракан даннӑйсене тӗпченӗ, Гренланди пӑрлӑхӗ мӗн таран ӳснине модельлесе пӑхнӑ.

Исследователи изучили данные о климате и смоделировали рост гренландского ледникового щита.

Викингсем Гренландине шыв хӑпарнине пула пӑрахса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34796.html

Ҫавра ҫил пек ҫавӑрса хусканса Хура халӑх пӑтранать тарӑхса: Хырӑҫ-марӑҫ куланай пухнине, Чӑтаймасть ҫӗрсен хакӗ ӳснине.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӑрманта хӑш йывӑҫ мӗнле ӳснине, кашни кайӑк юррине, кашни чӗрчун ӑҫта йӑва туса чӗпписене ӳстернине пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех