Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳсен (тĕпĕ: ӳс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ванюк ҫӑтмахра ӳсен пурнӑҫ йывӑҫҫине ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл ӳсен тӑран тата аш-какай апатӗнче, ӗҫмелли шывра тата сывлӑшра пур».

Куҫарса пулӑш

Щит евӗрлӗ пар чирӗсем ҫинчен // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=Jv1OXBFrT5s

Ҫил-тӑвӑл ҫаврӑнать, хӗвел хӗртет, акнӑ тырӑ, ӳсен курӑк сархайса типет.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑштах ӳсен те, сана та йышӑнӗҫ.

Подрастёшь немного — возьмут.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ӗнтӗ, ҫивиттисене пурне те хӑмӑшпа витнӗ те, пӗр йӑмра, юман тата икӗ улмуҫҫи ҫеҫ хӑйсен сарӑлса ӳсен тураттисемпе ҫивиттисем ҫине таянсах тӑраҫҫӗ.

Впрочем, крыши все крыты очеретом; ива, дуб и две яблони облокотились на них своими раскидистыми ветвями.

I сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Эх, питӗ хӑй ӑссӑн тӑвасса картса хунӑччӗ те вӑл пурнӑҫне — ӳсен ачисен, ав, ӑсӗсем хӑйсен.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Манӑн ҫӗршывӑм ӳсен ача ҫеҫ-ха.

А моя страна — подросток, —

Лайӑх // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 17–24 с.

Вӑл йӑваран тухса ӳкнӗ те (аллейӑри хурӑнсене ҫил хытӑ суллантаратчӗ), тин ҫеҫ ӳсен ҫуначӗсене вӑйсӑррӑн саркаласа, хускалмасӑр ларать.

Он упал из гнезда (ветер сильно качал березы аллеи) и сидел неподвижно, беспомощно растопырив едва прораставшие крылышки.

Ҫерҫи // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 168–169 с.

Ҫавӑнпа вӑл Мӑнастир шывӗ юхса тухакан ҫырмана ансан, чуллӑ ҫыран хӗрринче сайра кӑна ӳсен хыр кати курсанах хӑй шухӑшне тепӗр майлӑ улӑштарчӗ.

Поэтому, спустившись во впадину, из которой вытекала Монастырская река, и завидев на каменистом обрыве реденькую хвойную рощу, он тут же изменил свое решение.

IV. Ялав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах юр ирӗлмест-ха, хӗллехи хӗвел те хӗрхенсе ҫеҫ ӑшӑтать-ха, пушӑ хирсенче вара, пӗр юртӑран тепӗр юртта ҫити наянӑн туртӑнакан кӳмесем ҫӳренӗ ҫӗрте, ватӑ казах-кӗтӳҫӗ хӑй тӑмрине шӑрантарса кӗтӳне кӗтнӗ ҫӗрте, кунсерен ӳсен темиҫе хутлӑ ҫуртсем ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ.

Но ещё не тает снег, ещё скупо греет зимнее солнце, а уже в глухих, заповедных степях, где прежде одни кибитки лениво тащились от юрты до юрты, где бродили стада да старый казах-пастух играл на самодельной домбре, поднимаются, и день ото дня всё выше, корпуса многоэтажных зданий.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех