Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳпкелешсе (тĕпĕ: ӳпкелеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна кабинетра тупсан, ӳпкелешсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн чух юлташла-тусла ӳпкелешсе ҫырнӑ пуль эп Петӗр патне.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Апла пулин те Сурӑмпуҫ Шӗмшешри Лидия Шашкарова пурнӑҫ ҫине ӳпкелешсе калаҫмасть-ха.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Кайсан та ӳпкелешсе юлмӑп…

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӳпкелешсе калаҫма пӗр сӑлтав та ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах апла пулин те, вӑл ҫутҫанталӑкӑн ҫав ниме те хӗрхенмен, никама та шеллемен законӗсем ҫине ӳпкелешсе тӑмарӗ, кӗтмен ҫӗртен ача пек хавассӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Тепӗр кунне ир-ирех Ӑвӑслӑхран таврӑннӑ Кирикпе Улькка Герасим Федотовича систермесӗр килнӗшӗн ӳпкелешсе унӑн ячӗпе пӗчӗк ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме хатӗрленчӗҫ; пӗри сӑра вӗретрӗ, тепри така пусса тирпейлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакна тавҫӑрнӑ евӗр килхуҫи ӳпкелешсе калама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа килтешсем урса кайнӑ пекех тыткалаҫҫӗ хӑйсене, — ӳпкелешсе калаҫма тытӑнчӗ пуп.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паҫук Федя Кирука пӑрахса хӑварнишӗн ӳпкелешсе те илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шалтан йӳҫсе, хӑйпе хӑй ӳпкелешсе, кӳренӳ вучӗпе ӗне-ӗне Ула Тимӗр пуҫӑн ҫаврӑнса выртрӗ те васкамасӑр, ахлата-ахлата, ури ҫине тӑчӗ, ыратнӑ тӗле пӳрнипе тӗкӗнсе илчӗ — ӑшӑ, ҫӑра йӗпе!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ачасем чи малтанхи кунсенче нимӗн те ӑнланаймарӗҫ пулсан, каярахпа кӳренчӗклӗн ӳпкелешсе калаҫма пуҫларӗҫ:

Недоумение первых дней перешло в ропот:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Мӗншӗн-ха унӑн «такт» тени кӑшт та ҫук-ха?» — тӗлӗнсе те ӳпкелешсе шухӑшлатчӗ мӑнтарӑн.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ах, Михха… — паҫӑрхи пекех тарӑхса та ӳпкелешсе чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳсеймерӗ вӑл, ӳпкелешсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку сӑмаха ӑҫтан тупрӑн эсӗ? — терӗ вӑл ӳпкелешсе.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫынсем хушшинче ӳпкелешсе калаҫнисем илтӗнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗкӗрҫӗсем мар, мӑрсасем те кӑшт ӳпкелешсе те юнтарса калаҫма тытӑннӑччӗ вырӑс ҫар пуҫӗсем пирки.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Лайӑх мар, лайӑх мар, стрелецки голова, — ӳпкелешсе калаҫрӗ вӑл, — эс мана систермесӗрех воеводӑсем патне ҫӳреме пуҫларӑн.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех