Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳпкелешместӗп (тĕпĕ: ӳпкелеш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӳпкелешместӗп — Раиса Ивановна мана ун пек чух пӗрре те кӳрентермен: хӑнасем умӗнчех сӗтел ҫинчи чи тутлӑ татӑксене вилкӑпа иле-иле хыптаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

- Паянхи пурнӑҫа ӳпкелешместӗп.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

— Купса пекех мар та, анчах ӳпкелешместӗп.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах эпӗ ӳпкелешместӗп, эпӗ нихӑҫан та ӳпкелешмен.

Но я не жалуюсь, я никогда не жаловался.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Мана ҫитет, эпӗ ӳпкелешместӗп.

Много доволен.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

— Эпӗ, улпутӑм, ӳпкелешместӗп!

— А я, батюшка, не жалуюсь.

Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.

— Ӑнланатӑп, доктор, — ответлерӗ ун чух Воропаев, — эп ӳпкелешместӗп, эсир мана операци тӑвассинчен кӑна хӑратать, халь эсир вӑйсӑр, операци тума хал ҫитмӗ.

— Понятно, доктор, — ответил тогда Воропаев, — я и не жалуюсь, я только боюсь, что именно вы меня будете оперировать, — вы слабы сейчас, у вас может не хватить сил.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Эпӗ, пичче, ӳкӗнместӗп те, ӳпкелешместӗп тӗ!

— А я, братушка, не каюсь и не жалуюсь!

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах эпӗ вӗсене ӳпкелешместӗп.

Но я не хочу жаловаться на них.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫук, ҫук, эпӗ ӳпкелешместӗп.

Нет, нет, я не упрекаю.

XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Эпӗ ӳпкелешместӗп, — тавӑрчӗ Андрей.

— Я не ропщу, — отвечал Андрей.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл укҫапа Выборг Енчен ҫут тӗнчене тухмасӑр пурӑнма пулать ӗнтӗ: ҫимелли ҫителӗклех, ӳпкелешместӗп, ҫӑкӑр — ҫисе пӗтереймӗн!

Можно прожить на Выборгской стороне, не показывая носа на свет Божий: кусок будет хороший, не жалуюсь, хлеба не переешь!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Эпӗ ӳпкелешместӗп.

«Я не жалуюсь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе каласан, ӳпкелешместӗп!» — мӑкӑртата-мӑкӑртата, такӑна-такӑна малалла аса илтӗм эпӗ.

Впрочем, я не жалуюсь… Впрочем, я не жалуюсь», — продолжал я вспоминать, бормотать,

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех