Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӗре ыратнипе тӳсеймерӗм, ӳпкелерӗм.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗрле ларса пынӑ май малтан кушак ҫурине илменшӗн хама хам ӳпкелерӗм, ҫавӑнтах тата килте кушак та, йытӑ та пуррине аса илсе лӑплантӑм.
Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.
Эпӗ револьверпа пени нирки каларӑм, ӑна ӳпкелерӗм.
XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ ӑна вӗҫкӗнлӗхшӗн ӳпкелерӗм те — вӑл ман ҫине пульлине питӗ лӑпкӑн ывӑтрӗ, ҫав пуля ҫӑкӑр чӑмакки тейӗн.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пурнӑҫра хама кӳрентерсе асаплантарнӑ мӗнпур йывӑр минутсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне аса илтӗм; хам инкеке лекнӗшӗн кама та пулин айӑплама тӑрӑшрӑм: ҫакна кам та пулин юриех турӗ ӗнтӗ, тесе шутларӑм, хама хирӗҫ тунӑ тӗрлӗ каварсем шухӑшла-шухӑшла тупрӑм, профессорсене, юлташсене, Володьӑна, Дмитрие тата университета вӗренме янӑшӑн аттене ӳпкелерӗм; мана ҫакнашкал намӑс тӳсмелле пуличчен пурӑнмалла тунӑшӑн ҫӳлти турра ӳпкелерӗм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Панкова упраса хӑварайманнишӗн, ӑна пӗр-пӗччен тӑратса хӑварнишӗн ытти коммунистсене те, Умарӑна та ӳпкелерӗм.Я упрекал Умару и других коммунистов, что они не уберегли Панкова, оставили его одного.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Калавӑмсем кӑштах салхуллӑшӑн эпӗ хама хам ӳпкелерӗм, вара паян сире мӗнле те пулин ҫӑмӑл шухӑшлӑ, хаваслӑ калав сӗнме шут тытрӑм.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Унӑн хусканӑвӗсем ҫав тери илемлӗ, анчах эпӗ, унӑн ӗлккен ҫаврӑнӑҫулӑхӗпе киленмесӗр чӑтаймарӑм пулин те, хӑйне пурпӗр ӳпкелерӗм.
IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Кӑмӑл хуҫӑлчӗ, чунӑма темӗнле сӳрӗклӗх тытса илчӗ, ҫул ҫинче ахалех чарӑнса, кирлӗ-кирлӗмаршӑнах ытлашши чӑрмав курса ҫӳренӗшӗн хама хам ӳпкелерӗм.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Эсир — усал! эпӗ сире ҫакӑншӑн ӳпкелерӗм.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1