Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансем телейлӗ: вӗсем чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне тутанӗҫ, хулана хапха витӗр кӗрӗҫ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӳт кастарни те нимӗн те мар, кастарманни те нимӗн те мар, пурте Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑнинчен килет.19. Обрезание ничто и необрезание ничто, но все в соблюдении заповедей Божиих.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Юратни вӑл — Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнни.6. Любовь же состоит в том, чтобы мы поступали по заповедям Его.
2 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хамӑр Турӑ ачисене юратнине эпир Турра юратнӑ чухне, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑнӑ чухне пӗлетпӗр: 3. Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар, 4. мӗншӗн тесессӗн Турӑран ҫуралнӑ кирек хӑш ҫын та тӗнчене ҫӗнтерет; тӗнчене ҫӗнтерекен вӑй — эпир ӗненни вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑракан Турӑпа пӗрле пулать, Турӑ та унпа пӗрле пулать.24. И кто сохраняет заповеди Его, тот пребывает в Нем, и Он в том.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пире хамӑр чӗре айӑпламасть пулсассӑн, Турӑ умӗнче эпир хӑюллӑ пулӑпӑр, 22. Унран кирек мӗн ыйтсан та илӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн эпир Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑратпӑр, Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине тӑватпӑр.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кам та кам: «эпӗ Ӑна пӗлетӗп» тет, хӑй Унӑн ӳкӗчӗсене уямасть, ҫавӑ — суеҫӗ, унра чӑнлӑх ҫук; 5. кам Унӑн сӑмахне уяса пурӑнать, ҫавӑ чӑнах та Турра юратакан пулса ҫитнӗ: хамӑр Унпа пӗрлешнине эпир ҫавӑнтан пӗлетпӗр.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хамӑр Ӑна пӗлнине ҫакӑнтан курма пулать: Унӑн ӳкӗчӗсене уяса пурӑнатпӑр пулсассӑн — эпир Ӑна пӗлетпӗр.3. А что мы познали Его, узнаем из того, что соблюдаем Его заповеди.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ: Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене пурне те тӗрӗс тытса пурӑннӑ.6. Оба они были праведны пред Богом, поступая по всем заповедям и уставам Господним беспорочно.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк тӗрӗс каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «ҫак ҫынсем Мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, чун-чӗрипе вара — Манран аякра: 7. вӗсем этем вӗрентӗвне, этем ӳкӗчӗсене вӗрентеҫҫӗ, апла Мана хисепленин ним усси те ҫук».
Мк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй икӗ питлӗскерсем! сирӗн ҫинчен Исаия пророк аван каланӑ: 8. «ҫак ҫынсем чӗлхи-ҫӑварӗпе Ман патӑма ҫывӑхараҫҫӗ, сӑмахпа Мана хисеплеҫҫӗ, анчах хӑйсен чӗри Манран аякра тӑрать; 9. вӗсем этем ӳкӗчӗсене, этем йӑлисене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа Мана хисеплени усӑсӑр» тенӗ.
Мф 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ун чухне вара Ҫӳлти Турӑ чӗрӗлсе тӑнӑ халӑхсене ҫапла калӗ: «пӑхӑр та хӑвӑр кама йышӑнманнине, камӑншӑн ӗҫлеменнине, камӑн ӳкӗчӗсене уяманнине ӑнланса илӗр. 38. Хӑвӑр ума, унтан хирӗҫҫине пӑхӑр: унта — ырӑлӑх та канӑҫлӑх, кунта — вут-ҫулӑм та асап».
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Иосиф хӑйне йывӑр килнӗ вӑхӑтра та Турӗ ӳкӗчӗсене уяса пурӑннӑ, ҫапла Египет хуҫи пулса тӑнӑ.53. Иосиф в стесненном положении своем сохранил заповедь и сделался господином Египта.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Рехав килне вара Иеремия ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эсир Ионадав аҫӑр сӑмахне итленӗшӗн, унӑн ӳкӗчӗсене пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тытса пынӑшӑн, 19. ҫакӑншӑн, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Рехав ывӑлӗн Ионадавӑн йӑхӗ нихӑҫан та Ман умӑмран ҫухалмӗ.
Иер 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей унӑн аллине тултарнӑ, ӑна таса ҫу сӗрнӗ: 19. ҫапла Аарона, унӑн ывӑлӗсене Турӑ умӗнче тӑма, пӗрле кӗлтума, Унӑн халӑхне Унӑн ячӗпе пиллеме ӗмӗрлӗхе пиллӗх панӑ; 20. Ҫӳлхуҫа, ӑна хӑйӗн халӑхне каҫарттарса, Хӑйне парне кӳрсе, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе тӑмашкӑн ӑна пӗтӗм пурӑнакан ҫын хушшинчен суйласа илнӗ; 21. Иакова Хӑй пӗлтернине вӗрентмешкӗн, Израиле Хӑйӗн саккунне ӑнлантармашкӑн Турӑ ӑна Хӑй ӳкӗчӗсене панӑ, пур тавлӑ ӗҫе татса пама ирӗк панӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫавӑн пек ҫынсене нимӗнле канашлура та ан шан, 15. яланах таса чӗреллӗ ҫынпа ҫеҫ канашла, вӑл Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннине пӗлӗн эсӗ, 16. унӑн чунӗ — санӑн чунна ҫывӑх, сана йывӑр килсессӗн, вӑл санпа пӗрле хуйхӑрать.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Чӗрӗ юлнисем пӗлӗҫ вара: Ҫӳлхуҫаран хӑраса пурӑннинчен ырри нимӗн те ҫук, Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене тӑнлассинчен тутлӑраххи нимӗн те ҫук.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ҫӳлхуҫамӑр хушнӑ йӗркесем ҫинчен шухӑшла, яланах Унӑн ӳкӗчӗсене вӗрен: Вӑл вара санӑн чӗрӳне тӗреклӗлентерӗ, ӑслӑлӑхшӑн ҫунакан кӑмӑлна ҫырлахтарӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӑслӑлӑхшӑн тӗмсӗлетӗн пулсассӑн, Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑр, Ҫӳлхуҫа вара сана ӑслӑлӑх парӗ: 27. ӑслӑлӑхпа пӗлӳ патне Ҫӳлхуҫаран хӑрани илсе ҫитерет, Вӑл ӗненнине, йӑваш пулнине кӑмӑллать.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.