Шырав
Шырав ĕçĕ:
ӳкӗнсессӗн (тĕпĕ: ӳкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ӳкӗтле ӑна; ӳкӗнсессӗн, каҫар ӑна; 4. вӑл сана урлӑ пырса кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, кунне ҫичӗ хут каялла пырса: «ӳкӗнетӗп» тесессӗн, каҫар ӑна, тенӗ.
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв нумай ырӑлӑхлӑ пулнӑран Эсӗ ӳкӗнекенсене йышӑнма, Хӑв умӑнта ҫылӑха кӗнисене каҫарма пулнӑ; ҫылӑхлӑ ҫынсем ӳкӗнсессӗн, вӗсене ҫӑлса хӑвармашкӑн Эсӗ, питех те ырӑ пулнӑран, вӗсене ӳкӗнӗҫлӗ тунӑ [е].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, 37. вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 38. хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 39. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн, 47. вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 48. вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 49. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ; 50. Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр; 51. вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1