Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкӗнсе (тĕпĕ: ӳкӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам ӑшӑмра, пачӑшкӑна суйнӑшӑн ӳкӗнсе, турӑран каҫару ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Манӑн мӗн тумалла-ши вара? — йӑлӑнса та ӳкӗнсе ыйтрӗ Ментти кайӑкран.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Амӑшӗпе ывӑлӗ иртнӗ сехметлӗ ӗҫ пирки пӗр-пӗрине ӳпкелесе те, ӳкӗнсе те кунӗпех ҫӑвар уҫмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Ара, ватсупнӑ, ҫавнах манмалла марччӗ те ӗнтӗ ман, — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе, ӳкӗнсе калаҫрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Унчченхи йӑлапа ҫырса ятӑм та… ӳкӗнсе ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ халь, пӗтӗм район вулать ӑна, — ӳкӗнсе калаҫать председатель.

Куҫарса пулӑш

Ҫухалнӑ председатель // Ник. Пушкин. «Капкӑн», 1935. — 3№ — 2–3 с.

Кайран вара манӑн тӑршшӗпех ӳкӗнсе пурӑнмалла-и?

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Эпӗ икӗ пӑт пуканне вунӑ хутчен кӑна ҫӗклеттӗм, халь улталанишӗн ӳкӗнсе те илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Вӑл суд хыҫҫӑн Розӑна вӑрттӑн хут ҫырса янине тата кайран ҫав хута ҫырнӑшӑн нумайччен ӳкӗнсе пурӑннине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫапла ӳкӗнсе Унерпи йӑлӑнать, Савнӑ хӗрӗн кӑмӑлне ыр тума вӑл ыйтать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Апла пулсан, ҫӗнӗ ҫветтуй саккун ячӗпе ҫакӑн пек йышӑну тӑватӑп: «Ҫур кӗленчене, хатар чун иллие, хӑй айӑпне чун-чӗреренех ӳкӗнсе йышӑннине шута илсе, ҫӳҫ-пуҫа вирелле тӑратакан хӑрушӑ, кунччен никам та илтмен -пӗлмен преступление тупса палӑртма активлӑ пулӑшнӑшӑн тӳрре кӑларса амнисти тӑвас та ирӗке ярас».

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Лена ҫав хушӑра пӗр-ик хут та Павӑл патне ҫыру ҫырма шутланӑччӗ, анчах аптра тӑчӗ: ӳкӗнсе каҫару ыйтмалла-и е тӳрех таврӑнма килӗшни ҫинчен пӗлтермелле-и?

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Пӗр авӑк пусӑрӑнса, шухӑш-кӑмӑлӗпе хурлӑн-эрлӗн ӳкӗнсе, чӗмсӗррӗн утрӗ, унтан сӑмахне каллех сыпӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй вӗрентекен токарьсене шыраса тупрӗ те вӑл вӗсен умӗнче ӳкӗнсе калаҫма пуҫларӗ:

Разыскав своих учеников-токарей, он принялся им каяться:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

А эпӗ хамӑн тӑван аннем ҫине ывҫӑ тӑпри сапма та пултараймарӑм», — ӳкӗнсе, хӑйне хӑй тиркесе шухӑшларӗ Лавр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Нивушлӗ эпӗ ҫакӑ ҫынна хам чӗремре усраса пурӑннӑ, терӗм ӳкӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Крючник евӗрлӗ этем, хӑй айӑплишӗн ӳкӗнсе: «Ырӑ ҫынсем, ӑнсӑртран пулнӑ инкекшӗн, тархасшӑн ан ҫилленӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха малтанах ӳкӗнсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, апла мар, — хӑй вырӑнсӑр сӑмах каланӑшӑн ӳкӗнсе илчӗ Аниккей.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ар шывӗ тӑрӑхне таврӑнсан мӑрса ӳкӗнсе те пӑхрӗ: тен, Горбатый-Шуйскинчен Туканаш виллине ыйтса илмеллеччӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех