Шырав
Шырав ĕçĕ:
Валерия Ивановна мӑкӑнь ҫеҫкисемшӗн ӳкӗннине курчӗ вӑл, и-и! — тесе хыттӑн кулса ячӗ…
Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.
Ӑҫтан та пулсан эпир ӳкӗннине илтсе пире хӗрхенсемӗр, уйри тырра-пулла ҫӑмӑрсӑр ан хӑварӑрсам…»
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кирек мӗн каласан та юратнӑ ҫав Ухтепи Тукая, тен, халӗ те юратать пулӗ; чӑнах ӗнтӗ, пӗрре тухса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл Тукай килне кӗрсе курман, хӑй ӳкӗннине кӑтартса мӑрса умӗнче нихҫан та ассӑн сывламан, ку таранччен унтан нимле пулӑшу та илмен, ҫапах та Тукая сивӗ сӑмах та каламан; мӑрса килсе кӗрсен ӑна чыслӑн кӗтсе илме тӑрӑшнӑ — арӑмӗ пек мар, ялти ытти ҫынсем тӳре-шарана кӗтсе илнӗ пек.
9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӳкӗннине доктор ҫав тери туйса илчӗ.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫук, виҫҫӗ, тӑваттӑмӗшӗ вӑл — выговор мар, пысӑк решенире асӑрхаттарни кӑна пулнӑ), анчах та вӑл пӗтӗм чун-чӗререн каласа ӳкӗннине пула ӑна пур чухне те, пурте хӗрхеннӗ.
Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Кӗлеткем пӑшӑрханнине, ӳкӗннине палӑртрӗ: — Ытла та май мар хӑтланатӑр! — терӗ Мими.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Аслӑ турӑ! ҫак вилӗм кӳрен хӑрушӑ вырӑнта хӑйсене мӗн пуласса пӗлменнисем, мӗншӗн ӳкӗннине уҫҫӑнах чухламасӑр ӳкӗнекеннисемпе хӗн-асап кураканнисем чунтан татӑлса, хӗрӳллӗн, пуриншӗн те ӑнланмалла кӗлтунине пӗр эсӗ ҫеҫ илтсе пӗлсе тӑратӑн, виличчен пӗр секунд маларах кӑна ирхи апат ҫинчен, мӑйне Георги ҫакасси ҫинчен шухӑшлакан, анчах та ҫав хушӑрах эсӗ ҫывӑхрах иккенне хӑраса туйса тӑракан генералран пуҫласа халран кайнӑ салтак таранах, Николаевски батарея урайӗнче, ҫара ҫӗрте, выртнӑ хушӑра санран тивӗҫсӗр чӑтса ирттернӗ мӗнпур хӗн-асапсемшӗн хӑвӑртрах, лере ҫитсенех хӑйне тивӗҫ пек туйӑнакан наградӑна пама ыйтакан выҫӑ та пыйтлӑ салтак таранах кӗлтӑваҫҫӗ сана!
14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Генри Пойндекстер ҫавӑн пек пулнӑшӑн хӑй ӳкӗннине мана каласа пачӗ.— Генри Пойндекстер выразил мне свои сожаления о случившемся.
LXXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тёма хӑй ӳкӗннине куҫкӗретех палӑртмасть.
Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Ун пек чухне вӑл ӳкӗннине мар, амӑшне вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗрхеннине туять, — ҫак хӗрхенӳ ӳкӗнни евӗрлех туйӑнать.Не раскаяние чувствовала она тогда, но глубокую, бесконечную жалость, похожую на раскаяние.
XXXI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫук, Павел Яковлевич, эсир ӳкӗннине ӗненетӗп эпӗ, ӗненетӗп сирӗн куҫҫулӗре те, анчах эсир ӳкӗнни хӑвӑра йӑпатнӑ пек кӑна туйӑнать мана, куҫҫулӗр те ҫавах.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсир, сӑмахран, эпӗ ӳкӗннине ӗненместӗр, кӑна вара эпӗ тупа туса калама пултаратӑп.Вы, например, я побожиться готов, не верите в мое раскаяние.
IX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эпӗ эс ӳкӗннине, эсӗ айван иккенне куратӑп та, эпӗ сан пирки никама та каласа памастӑп.Я вижу, что ты раскаиваешься, что ты глуп, и я тебя не выдам.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Халӗ мана кӳренӳ кӑшламарӗ, — вӑрттӑн хӑрани асаплантарчӗ, хӑранине кӑна та мар туйрӑм эпӗ… ҫук, эпӗ хам ӳкӗнме тытӑннине, пӗтӗм чӗререн ӳкӗннине туйрӑм, тата ку юрату иккенне, ҫапла, чи ачаш юрату иккенне туйрӑм.
XIX // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
— Санӑнни пек кӑмӑлпа пирӗшти те килӗштерсе пурӑнаймасть, — вара, яланхи пекех, ман чуна ыраттарас тесе, мана вӑл хамӑн йӑмӑкпа пулса иртнӗ ӗҫе аса илтерчӗ (эпӗ пӗррехинче, хама хам тытса чараймасӑр, йӑмӑка кӳрентерсе пӗтернӗччӗ; ҫакӑншӑн эпӗ ӳкӗннине вӑл пӗлетчӗ, ҫавӑнпа халь юриех ҫав вырӑнтан чиксе илчӗ).
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Ӳкӗннӗ, — терӗ Бояркин усаллӑн, чӑнах та Серьга Хахай ӳкӗннине ӗненнӗ пек.— Раскаялся, — сказал Бояркин хмуро, словно и в самом деле был убежден, что Серьга Хахай сделал это.
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
8. Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр; хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.
Лк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эппин, ӳкӗннине юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвӑр, 9. хӑвӑр ӑшӑрта: «пирӗн атте — Авраам» тесе калама ан шухӑшлӑр; калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам валли ачасем тума пултарать.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1