Шырав
Шырав ĕçĕ:
…Малтанхи юр ӳксенех эпӗ аттен икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне илтӗм те ирех ял хыҫнелле тухса утрӑм: калча ҫинче мулкачсем нумай, ҫӗнӗ юрпа тытма вӗсене питӗ ҫӑмӑл.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
— Ашхабада арӑм патне ҫитсе ӳксенех аптрамастӑпха, — терӗ вӑл ашсӑр купӑста шӳрпине кашӑк тӑррипе пӗчӗккӗн сыпнӑ май.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Тухса ӳксенех, савӑннипе кӗҫех макӑрса яраттӑм.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Вӑл ҫӗре ӳксенех вилнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ача ҫуратмалли ҫурт чӳречинчен хӗрарӑм ӳкнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32442.html
Ӳксенех аманнӑ суранӗсем ыратнине тӳссе поезд иртсе кайиччен выртмалла пулнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Астӑватӑп, юр ҫине йывӑррӑн ӳксенех ӑҫта эпир, кам енне ӳкрӗмӗр тесе шухӑшласа илтӗм.Тяжёлый шлепок о снежную поляну и острая мысль: где мы, на чьей стороне упали?
Клава анне // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 188–197 с.
Анчах лампа ҫути ун пичӗ ҫине ӳксенех, вӑл Джемма еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ирхине, пирвайхи хӗвел пайӑрки ӳксенех, пӗр ҫитмӗл рабочи, мухмӑрларахскерсем, хуҫа ертсе пынипе, хураха кайнӑ пек, юрласа, шӑхӑрса, шавласа Ока хӗррине кайрӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӳксенех турачӗсемпе чечекӗсем чӗтӗрекелесе тӑчӗҫ те унтан чарӑнчӗҫ.
Ҫӗмӗрт // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Надежда Самойловна, чӑн та, колхоз председателӗпе калаҫса татӑлчӗ, пирвайхи юр ӳксенех вара Мартика ачасем хӑйсемех колхоз фермине ҫавӑтса кайса ячӗҫ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ, уҫӑмлӑ мар «пулма пултараслӑхра» тӗлӗрекен вӑйсем, ҫутӑ пайӑрки пӗрре ӳксенех хирӗҫ ҫӗкленме хатӗрскерсем, таҫта чӗре тепӗнче, вӑрттӑн ҫӗрте ним хускалмасӑр выртнӑ.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эпир те ӑна, чӗркуҫҫи ҫине ӳксенех, пуҫӗнчен алтуйипе яра паратпӑр.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
— Ҫырнӑ пулмасӑр, пӗр-ик уйӑх каяллах, Питер чирлесе ӳксенех ҫырчӗ.— Ну как же, месяц или два назад, когда Питер только что заболел.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Пӗлетӗн-и, Елена, эпӗ чирлесе ӳксенех тӑна ҫухатмарӑм, эпӗ хам вилӗм аллинче пулнине пӗлтӗм; пӑчӑхса, аташса выртнӑ чухне те хам пата вилӗм ҫывхарса килнине эпӗ ӑнлантӑм, сиссе выртрӑм; пурнӑҫпа та, санпа та, пуринпе те, шанчӑкпа та сывпуллашрӑм…
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Парнесем аллине кӗрсе ӳксенех вӑл чӑх тукмакӗ ҫинчен те манчӗ, тав турӗ те кайри пӳрте васкарӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Акӑ шыв урлӑ вӗҫсе каҫакан хура курак шыв ҫине тумлатрӗ; куракӑн ҫав шурӑ тумламӗ шыва ӳксенех, шывҫӑсем текен вӗтӗ пулӑсем кӗпӗрленсе пухӑнчӗҫ.
Шывҫисем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 95–96 с.
Вӑл ҫӗре ӳксенех пӑши ӑна пӗр самантра таптаса вӗлернӗ пулӗччӗ.
Икӗ сунарҫӑ ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 28–31 с.
Ҫурт тӑрринчи типсе шултӑрканӑ хӑмӑш ҫине пӗр пысӑкрах хӗлхем пырса ӳксенех пӗтӗм хутор мӑкӑрланма тытӑнмалла.Одну добротную искру в сухой слежалый камыш крыши — и дымом схватится хутор…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку вӑл шухӑш та мар, кашни разведчикӑн кирек мӗнле нимӗҫ ҫине те куҫ ӳксенех сиксе тухакан туйӑм пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Анчах тип вара сиксе ӳксенех вӑл пӗтӗмпех улшӑнса кайрӗ: аҫамне ҫанӑран тӑхӑнчӗ, карабинне аллине тытрӗ, предохранителе куҫарса лартрӗ те, тискер кайӑк пек йӑпшӑнса, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхса, кашни шава тӑнласа, сайра-хутра аялта ирхи кӑвак тӗтре айӗнче пытанса ларакан хутор ҫинелле пӑха-пӑха илсе, тип вар тӗпӗпе сӑрталла утрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1
- 2