Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкни (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зинаида Алексеевна отпускра чух, пӗррехинче, каҫхине 9 сехетре тӑватӑ ҫухрӑмри ялта пӗр ҫын питӗ аптраса ӳкни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Эй, ывӑлӑм, эпир сӗтел хушшинче ларнӑ чухне пирӗн мунча патӗнче ҫапӑҫу пулса иртнӗ иккен, — Ҫимунпа Ҫӗпритун тытӑҫса ӳкни ҫинчен пӗлтерчӗ ывӑлне Хумкка ҫырманалла аннӑ чух.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мал енче вӑхӑт-вӑхӑт ҫутӑ ракетӑсем вӗҫе-вӗҫе ӳкни курӑнать, пулеметсем шатӑртатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӑх ҫав тери хӑраса ӳкни Ҫтаппана та пырса тиврӗ, Анчах чӳречерен тапса тухнӑ ҫулӑм, стенана хыпса илсе ҫивиттинелле хӑпарнине курсан, вӑл ыттисемпе чупмарӗ…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑмпа Кӗтерук килсе кайни те пӗлӗт ҫинчен ҫӑлтӑр ӳкни пек ҫеҫ курӑнса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ӳпне ҫаврӑнса ӳкни хура маска кӑмӑлне каймарӗ пулсан та, ӗнтӗ ҫӗнессе шаннипе, вӑр-вар ун ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кухарка хуйха ӳкни крючниксене те пӑшӑрхантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинӗ ытла та хуйха ӳкни Ҫтаппан чӗрине ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн ӳкни!

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тен, персе те анаҫҫӗ пулӗ, анчах тулли уйӑх ҫути йӑлт хупласа хунӑ та ҫӑлтӑр ӳкни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Звягинцев вара васкасах ун патне чупса пынӑ та хурлӑх пулни ҫинчен, эпӗ аманни, юн нумай ҫухатни ҫинчен, хӑй ҫырана аран-аран ҫитсе ӳкни, халӗ пулӑшу илме базӑна васкани ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Уншӑн паллӑ пулчӗ: Прохорова халь калакан сӑмахсенче тата темле пысӑкрах хуйхӑ пытанса тӑрать, пӗчӗк ача ӑнсӑртран чирлесе ӳкни кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл аптраса ӳкни, пӑтрашӑнса кайни аванах сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юр ҫуман-ха ун ҫӳҫӗ ҫине, кӑштах тӑм ӳкни кӑна палӑрать.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Анчах ҫӳллӗшӗнчен ӳкни ахаль иртмен - Даниэлӗн куҫӗ суккӑрланса пырать.

Но падение с высоты не прошло даром — глаз Даниэля начинает видеть все хуже.

НТВ кураканӗсене Чӑваш Енри ачана пулӑшма ыйтнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35833.html

— Ӗнерхи канашлура эпир ҫакна лайӑх ӑнлантӑмӑр: объектсем вӑхӑтра ӗҫе кӗрейменнин тӗп сӑлтавӗ вӑл — ӗҫ вӑйӗпе рессурссене сапалани, объектсене туса ҫитерессипе ҫыхӑннӑ кӑткӑсрах, йывӑртарах ӗҫсенчен пӑрӑнса, ҫӗнӗ вырӑна сике-сике ӳкни, ҫапла вара ансатрах, кал-калрах пулакан ӗҫсенче укҫа-тенкӗпе ытларах усӑ курса, плана ирттерсе тултарни.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Транспорт ҫинчен тиевсем ӳкни те сайра пулакан тӗслӗх мар – кирпӗчсем тӑтӑшах йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Ҫу кунӗнче юр ҫуни те пулать, хӗлӗпе пӑрлӑ ҫумӑр ӳкни те шар кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей 24» эфирта – Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ҫинчен // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/28/racc ... ave-cinche

Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Тӗтӗм епле тухса каять, ҫавӑн пек тухса кайтӑр, кас пӗлӗт епле саланса каять, усал ӳкни те ҫавӑн пекех саланса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех