Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ура айӗнчи сивӗ тусан кашни тумлам ӳкмессеренех кӑлтӑр ҫавра пӗрчӗсем пула-пула ларать.
«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Сӑран шӑлаварӗ витӗр ӳтне хӑйӑр чӑтмалла мар ҫунтарать, тӳпе вара пуҫӗ ҫине вӗри плита пӑрахать те пӑрахать, ӳкмессеренех хӑлхинче хӑватлӑ гонг янӑрать; ҫав шӗвеке ӗҫнӗрен ҫунакан пуҫ миминче курӑнми пружинӑсем ҫаврӑнма, бухтӑн симӗс-кӑвак тӗсӗнче тата хӑйӑр ҫинче хӗлхем кӗлтисем сиккелеме пуҫларӗҫ; тинӗсӗн инҫет горизончӗ Пэд пекех ӳсӗр — сулланать, вӑл туртӑна-туртӑна куҫни-хускални капмар тӳпе янахӗн хӑлаҫланӑвӗ евӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пӗр ҫӗрте кашни ҫутӑ ӳкмессеренех ҫунса хуралса ларнӑ монастырь картезианецсен усал монахӗ пек хӑрушшӑн курӑна-курӑна каять.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кашни ӳкмессеренех вӑл пӗтӗм вӑйне пухса ура ҫине салхуллӑн тӑрать, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫласанах куҫӗсене сӑтӑркалама тытӑнать.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Кашни тумлам ӳкмессеренех пӗтӗм ӳт-пӳ савӑнӑҫлӑн сӑрӑлтатать…
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Чӑнах та, Михайлов ӑна (уншӑн пулсан ӗнтӗ, Калугин тупӑ сасси ҫине ним чухлӗ те ҫаврӑнса пӑхман ҫын пек туйӑнчӗ) ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, анчах каласа панӑ чух Калугина сахал мар култарчӗ вӑл, кашни снаряд ӳкмессеренех, хӑш-пӗр чух ҫав тери инҫете ӳксен те, куклене-куклене ларчӗ, пуҫне пӗке-пӗке илчӗ, ялан «ку ӗнтӗ тӳрех кунта ӳкет» тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
- 1