Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкме (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыран хӗрринче пирӗннисен каллех нимӗҫсен батальонӗпе тытӑҫса ӳкме тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Хӗрсенчен инҫех мар пӗр ӳсӗр ҫын тайкаланса тӑрать, ӳкме пуҫласан, пуҫӗпе сулса илет те Атӑл хӗрринчи чул хӳмене ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ир тӗлне эпир фронт таврашӗнчен самаях инҫене кайса ӳкме ӗлкӗрнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫыру кам пачӗ тесе ыйтсан, вӑл хӑраса ӳкме пултарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Хӗлип канфетсене ҫӗре ӳкме памасӑр, сывлӑшрах яра-яра тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ӑҫтан вӑйӗ ҫитнӗ-ха унӑн ҫакӑнта килсе ӳкме?..

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ аран каялла чакса ӳкме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗрешекенӗ айккине сиксе ӳкме ӗлкӗрсе хӑтӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Турра шӗкӗр, тытӑҫса ӳкме тивмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Туйра какай е хытӑ апат тавраш ҫиме ан тӑрӑш — тухса ӳкме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Михаҫ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултаракансем патне васкарӗ: мӗн пур вӑйне пухса, яка пӑр ҫийӗн юр юхтарса, пит-куҫа чӗпӗтсе хирӗҫ вӗрекен ҫиле ҫӗнтерсе, хӑвӑртлӑхне ӳстерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Трактора пӑрахса хӑварсан тарса ӳкме пулать-ха ку ҫулӑмран, анчах апла юрамасть.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗлкӗрейӗ-ши Раман ун умӗнчен каҫса ӳкме, ӗлкӗреймӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Манашкал ӳкме те пулать.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Студентсем калаҫаҫҫӗ, — ҫамрӑк ҫын хӑй еплерех пысӑк инкеке кӗрсе ӳкме пултарасси ҫинчен тӗшмӗртме те пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Иртнӗ тапхӑрти пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр сыхланса юлнӑ, хӑй чысне, пархатарлӑхне ӳкме паман, чӑваш чунне ӑшӑтакан культурине пуянлатса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

— Анчах мӗнле-ха вӗсем, шумерсем ӗнтӗ, Сӑхӑт хӗрне ҫитсе ӳкме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑраса ӳкме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ялхуҫалӑх ӗҫне туса пымашкӑн тайгара ҫут-ҫанталӑк условийӗсем ырӑ мар: сахал тухӑҫлӑ тӑпра, ҫурсем сивӗ пулаҫҫӗ, тӑмсем ирех ӳкме пуҫлаҫҫӗ.

Неблагоприятны природные условия тайги для ведения сельского хозяйства: малоплодородные почвы, холодные весны, ранние морозы.

Тайгари ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пӑлханса ӳкме, васкавлӑ йышӑнусем тума ан тӑрӑшӑр.

Постарайтесь не впадать в панику и не делать поспешных выводов.

41-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех