Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкеҫҫӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗри-таврах пульӑсем шӑхӑраҫҫӗ, ҫынсем тӑрӑна-тӑрӑна ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хальхи вӑхӑта сӑнлакан пай террористсем самолёта сирпӗтнипе пуҫланать, ун ӑшӗнчен икӗ инди мӑсӑльманӗ, Джибрил Фариштпа (перс. فرشته farešte — «ангел») Саладин Чамча (акӑл. Saladin Chamcha) тухса ӳкеҫҫӗ те фантастикӑллӑ метамарфоза тӳссе ирттереҫҫӗ.

Современная часть начинается с взрыва террористами самолёта, из которого выпадают и подвергаются фантастической метаморфозе два индийца-мусульманина, Джибрил Фаришта (перс. فرشته farešte — «ангел») и Саладин Чамча ( англ. Saladin Chamcha).

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

Халӗ вӗсем пушӑ енчӗкӗсене тавӑрса пӑхаҫҫӗ, хуйха ӳкеҫҫӗ: мӗнле пурӑнмалла-ха пурнӑҫа?..

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Дурбанра, сӑмахран ҫулталӑкри вӑтам нӳрӗк виҫи 1009 мм; кӑнтӑрлахи максимумсем кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен 28°С ҫитеҫҫӗ, минимумсем 21°С; ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен максимумсем 23°С таран ҫитеҫҫӗ, минимумсем 11°C ҫити ӳкеҫҫӗ.

Так, в Дурбане среднегодовое количество осадков составляет 1009 мм; дневные максимумы достигают с января по март 28°С, минимумы 21°С; с июня по август максимумы достигают 23°С, а минимумы падают до 11°С.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Нимӗҫ салтакӗсем чупнӑ ҫӗртех тӑрӑна-тӑрӑна ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урса кайнӑ лашасем, туртисене хуҫса, уҫланкӑра ӗрӗхсе ҫӳрерӗҫ, суранлисене шырама санитарсем пуҫӗсене ҫӗклеймеҫҫӗ, пур ҫӗрте те вут-ҫулӑм ялкӑшать, тӗпӗ-тымарӗпе тӑпӑлнӑ йывӑҫсем шатӑртата-шатӑртата пӗр-пӗрин ҫине ӳкеҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫҫуль тумламӗсем, сӑмса хӗррипе юхса анса, чӗтрекен ҫӳлти тути патне ҫитеҫҫӗ те тута ҫинчен сиксе сӗтел ҫинех ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тумламӗсем брезент ҫине ҫемҫереххӗн ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тараканӗсем тата кӑнтӑрла та «иртӗнме» чарӑнмаҫҫӗ: мачча ҫинчен тӗрлӗ курӑк ярса пӗҫернӗ апат чашӑкне шап! ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хап та хап ӳкеҫҫӗ йывӑҫсем ҫурхи ҫӗр ҫине.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Йӗри-таврах мотор кӗрлет, касса янӑ йывӑҫсем хаплата-хаплата ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйсем пурте юнлӑ чӗрӗ какай чӑмлаҫҫӗ, аш татӑкӗсем ҫӑварӗсенчен сирпӗнеҫҫӗ, ҫав какая вӗсем таптаҫҫӗ, ун ҫине ӳкеҫҫӗ пек.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шыв сирпӗнӗвӗпе йӗпеннӗ ачасем чалт! ҫеҫ айккинелле сиксе ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӑр яланах хусканнипе вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав юпасем кая-кая ӳкеҫҫӗ те катӑлса саланса каяҫҫӗ.

Которые от постоянного движения время от времени падали и рассыпались.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ, аяккалла сиксе ӳкеҫҫӗ, малалла каясшӑн мар — кутӑнланаҫҫӗ.

Они останавливаются, бросаются в стороны, упрямятся, не идут.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унӑн пайӑркисем чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑшша сахал параҫҫӗ.

Лучи его падают косо и очень слабо греют.

Сивӗ тӑрӑхсенчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Слонсем кӑкласа ывӑтнӑ йывӑҫсем кӗреслетсе ӳкеҫҫӗ.

С треском падали вывернутые слонами деревья.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн пайӑркисем ҫӳлтен тӳррӗнех ҫӗрелле ӳкеҫҫӗ те пит хӗртеҫҫӗ.

Прямо сверху падают его лучи на землю и сильно греют.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн пайӑркисем чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ, ҫӗре кӑшт ҫеҫ ӑшӑтаҫҫӗ.

Косо падают его лучи и слабо нагревают землю.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӗсем вӑраххӑн ҫаврӑнкаласа ҫӗрелле ӳкеҫҫӗ те, ӑна хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан шап-шурӑ ҫивиттипе витсе хураҫҫӗ.

Медленно кружась, падают они па землю и покрывают ее белым, искрящимся на солнце покровом.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех