Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкермест (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Никам та тиркемест сана, вӑрҫмасть, ура хурса ӳкермест.

никто не глянет на тебя с презрением, не накричит зря, не подставит подножку.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӑна нихҫан та нимӗн те аптратса ӳкермест.

Ничто, кажется, не может его повергнуть в уныние.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ашшӗн пуканӗ патӗнче мар тулӗк — вӑл пӗр тӗпренчӗк те урайне ӳкермест.

Но только, конечно, не возле папиного стула — папа не из тех, кто уронит хоть одну крошку.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«…Чӑн-чӑн хӑюллӑ ҫын нихҫан та шухӑшламасӑр, кирлӗ мар ҫӗртен хӑй пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермест.

«…По-настоящему смелый человек никогда не будет рисковать без смысла, без цели, без необходимости.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

Никам та кӑшкӑрмасть, никам та парта ҫинче сикмест, доска ҫине шуйттан ӳкермест.

Никто не кричит, никто не скачет по партам, не рисует чертиков на доске.

Сентябрӗн пӗрремӗшӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Таҫта шалта Расщепей ҫине вӗчӗ тытни мана чӑрмаласах тӑрать: Мӗншӗн мана вӑл хӑй те ӳкермест, ҫынсене те ӳкерме памасть?..

А где-то меня царапала обида на Расщепея: «Чего он сам меня не снимает и другим не хочет дать?»

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑй каланӑ тӑрӑх — укҫа ӗҫлесе илессишӗн ҫеҫ ӳкермест картинисене.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех