Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкермелли (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1890 ҫул хыҫҫӑн Альбер Беттанье кантӑк ҫинче ӳкермелли ӑсталӑхпа тата декораципе прикладной ӳнер хайлавӗсене илемлетессипе кӑсӑкланнӑ.

После 1890 года Альбер Беттанье заинтересовался живописью по стеклу и украшением произведений декоративно-прикладного искусства.

Альбер Беттанье // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 1%8C%D0%B5

Картина ҫӳхе хут витӗр е ӳкермелли (копировальнӑй) хут витӗр те ӳкерсе илме пулать.

Можно также переснять карту через тонкую или копировальную бумагу.

Мӗн вӑл контурлӑ карта тата ӑна мӗнле хатӗрлемелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем тӗплӗн хатӗрленчӗҫ: Тима хӑйпе пӗрле тетрис илсе пычӗ, Настя – плеер, Ксюша – ӳкермелли альбом тата кӑранташсем.

Тима взял с собой тетрис, Настя – плеер, а Ксюша – альбом для рисования с карандашами.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Иоаким Степанович кинооператорпа пӗрле Мускава кайнӑ, тӗрмери сценӑсене ӳкермелли павильонсем хатӗрлеме…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Куҫарса ӳкермелли ӳкерчӗк ҫиелти хутне сӳнӗ май тасалса пынӑ евӗр, унӑн куҫӗсем ҫуталнӑҫем ҫуталса пычӗҫ, эпӗ вара, ҫакна сӑнаса, ӑнлантӑм: Виктор паян тӗрӗслев ӗҫне лайӑх пурнӑҫла.

И по этому взгляду, который постепенно все больше и больше прояснялся, как проясняется переводная картинка, когда с нее стирают все лишнее, я понимала: с контрольной Виктор справится.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗрремӗш чӳрече патӗнче тӗрӗ кӑшӑлӗ тӑрать, ку чӳречен шуратман пиртен тунӑ каррине усса янӑ, ун хушӑкӗсем витӗр ҫап-ҫутӑ хӗвел, мӗн тӗл килет, ҫавӑн ҫине, куҫа шартармалла ялтӑркка вут ҫаврашкисем ӳкерет; тӗрӗ ӳкермелли шурӑ пир ҫинче шӑнасем васкамасӑр утса ҫӳреҫҫӗ.

Около первого окна, с опущенной на солнце небеленой холстинной сторой, сквозь скважины которой яркое солнце кладет на все, что ни попадется, такие блестящие огненные кружки, что глазам больно смотреть на них, стоят пяльцы, по белому полотну которых тихо гуляют мухи.

XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ачасем пӑртакках сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн вара, Нина Ивановна вӗсене пӗрремӗш парнене — картинӑсем ӳкермелли хулӑн альбомсем тата тӗрлӗ тӗслӗ сӑрсемпе кӑранташсем парать.

А Нина Ивановна, после того как мальчики немного отдышались, вручает им первые призы — толстые альбомы для рисования и набор красок и карандашей.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӑл ашшӗ хӑйӗн аквалангне тата шыв айӗнче ӳкермелли киноаппаратне мӗнле майланине тимлӗн сӑнаса пычӗ.

Он внимательно наблюдал, как отец готовил акваланг и киноаппарат для подводных съемок,

Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.

Ачасене пӗчӗккӗ чухнех ӳкермелли хатӗрсем: сӑрӑсем, пурӑ татӑкӗсем, каярахпа шывпа усӑ курмалли сӑрӑсем, тӗрлӗрен кӗлеткесем тума пластилин т. ыт. те — илсе памалла.

С раннего возраста можно дарить и принадлежности для рисования, вначале карандаши и мелки, а затем и водяные краски (не раньше, чем в 4-5 лет), пластилин для лепки и т. п.

Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Анатолий Петрович хӑйӗн стенографипе ҫырса илнӗ ӗҫӗсене куҫарса ҫырать, эпӗ ыран вӗрентмелли уроксене хатӗрлетӗп, Зойӑпа Шура умӗнче картинӑсем ӳкермелли альбомсем выртаҫҫӗ.

Анатолий Петрович расшифровывает свои стенографические записи, я готовлюсь к завтрашним урокам, перед Зоей и Шурой — альбом для рисования.

Каҫxине // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Умра сӑн ӳкермелли аппаратсем ҫине-ҫинех чӑклатнине, халӑх ушкӑнӗ ӑнтан кайса ҫуйхашнине, юнкерсем ҫирӗп те хӑюллӑ маршпа утса иртнине тата йӑрӑс та тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткеллӗ пӗчӗк генерал, монгол сӑнлӑскер, вӗсене хӑй умӗнчен сапӑррӑн пӑхса ӑсатнине — ҫаксене пурне те Листницкий тӗлӗкри пек кӑна ас туса юлчӗ.

Смутно помнил, как клацали фотографические аппараты, бесновалась толпа, шли церемониальным маршем юнкера и стоял, пропуская их перед собой, стройный, подтянутый, маленький, с лицом монгола, генерал.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан картинсем ӳкермелли хӑмана йӑтрӗ те негрсен темӗнле юррине шӑхӑркаласа, Джонси пӳлӗмне чыслӑн пырса кӗчӗ.

Потом она храбро вошла в комнату Джонси с чертежной доской, насвистывая рэгтайм.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Унтан — слон ӳкерчӗклӗ резинка, икӗ карандаш: пӗри — ҫырмалли, тепри — картинка ӳкермелли, шӑмӑ авӑрлӑ ҫӗҫӗ, ҫирӗм пуса илнӗ хаклӑ ручка, тӗрлӗ тӗслӗ сӑр таткисем, кнопкӑсем, булавкӑсем, картинкӑсем илчӗҫ.

Затем — резинка со слоном, липка, растушевка, два карандаша: один для писания, другой для рисования, перламутровый перочинный ножичек, дорогая ручка за двадцать копеек, разноцветные облатки, кнопки, булавки, картинки.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Уншӑн пулсан пирӗн никамӑн та, нихҫан та чару пулман: чи лайӑх партӑна ӑна сӗннӗ; кинора чи лайӑх вырӑна, вӑта ҫӗртине — ӑна; буфета кайсан, чи илемлӗ пирожнӑя — ӑна; ҫыру магазинӗнче куҫарса ӳкермелли картинкӑсем пулсан, чи лайӑххине — ӑна.

Ей все и всегда уступали: лучшую парту в школе, самое удобное место в кино, поближе к середине, самое красивое пирожное на противне в буфете, самую лучшую сводную картинку в писчебумажном.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Кӑҫал ӳкермелли павильон йӗркелемешкӗн республика бюджетӗнчен 5 миллион тенкӗ уйӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Эпӗ вара кашни кадр умӗн мӗн ӳкермелли пирки пуҫ вататӑп.

А я перед каждым кадром думаю о том, что снимать.

Хӗрарӑм илемӗн фотоӳнерҫи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Унти тӗп сӑнара калӑпланӑ актриса Тани Юн ҫапла аса илнӗ пулнӑ: «Ман валли те сахал мар терт тупӑнчӗ ун чухне: ҫулла ӳкермелли сценӑна темшӗн кая хӑварчӗҫ те кӗр пуҫлансан тин ӗҫе тытӑнчӗҫ…

Главная героиня этого фильма актриса Тани Юн вспоминала так: "И для меня было много трудностей тогда: сцены, которые должны были сниматься летом, оставили и начали эту работу только осенью...

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех