Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкерес (тĕпĕ: ӳкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах кукашшӗнчен Галина Петровнан ывӑлӗсене Егорпа Романа ӳкерес талант лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Тӗрӗссипех каламалла: чӑваш ҫӗршывӗнче те, СССРти ытти республикӑсемпе облаҫсенче те халӑхсен илемлӗ ӳкерес ӑсталӑхӗпе декоративлӑ-прикладной искусствӑна нумай вӑхӑт хушши кирлӗ пек хакламасӑр пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Кунта вӑл тӗрлӗ халӑхсен илемлӗ ӳкерес ӑсталӑхне, уйрӑмах патша саманинче манӑҫа хӑварнӑ, анчах питех те хӑйне майлӑ культура пуянлӑхне тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӳкерес тесен, ак ҫак ҫекӗлне шӑлтӑрт! вӗҫерт.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анчах манӑн ҫав поезда епле те пулсан ҫӗнӗлле, урӑхла ӳкерес килчӗ, ыттисенни пек ан пултӑр вӑл…

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аллинчи тулли черккене ӳкерес мар тесе, тем пекех тӑрӑшрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халичченхинчен темиҫе хут авантарах ӳкерес килет.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Халь куҫ умне тухса тӑнӑ сӑнарпа ӳкерес хавхалану сӳрӗлмесен…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак ырӑ ӗҫе те вӑл усал ӗмӗтпех — Калис умӗнче мухтава тухас, ун пуҫне ҫавӑрас, ӑна хӑй аллине кӗртсе ӳкерес ӗмӗтпех тунӑн, Калиспа амӑшне вӑл хӑй машинине ҫав ӗмӗтпех лартнӑн, кашни сӑмаха ҫав ӗмӗтпех каласа пынӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

– Ман ӳкерес килет.

– Я хочу рисовать.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Унӑн ури ҫине сиксе тӑрса вӑйпута пусса ӳкерес те пӑвса пӑрахас килсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантере персе ӳкерес тенӗ ҫӗмрен тискере лекмерӗ, — терӗ хӗр, ӗнер мӗн пулса иртнине пӗр пытармасӑр каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юмана хӑйсем палӑртнӑ ҫӗре, ҫырма тӗпне, ӳкерес тесе, ҫынсем пит тӑрӑшса мекӗрленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпӗ, билетра палӑртнӑ вырӑна меллӗн вырнаҫса ларнӑскер, чӗлхене кантарас та пуҫа «туртана кӗртес», ҫапла майпа ҫул чуппине «кӗскетес» терӗм: целлофан пакетран Чӑваш Енре тухса тӑракан пӗр хаҫат кӑлартӑм та, ӑс-тӑн аппарачӗн куҫ умне ӳкерес пӗтӗм вӑй-халне ӗҫе кӗртсе, тиме ухӑ кантри пек карӑнтарса, вулама пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Пурис ҫак йывӑҫ патне пычӗ, ӑна вуллинчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ, вара хуҫса ӳкерес тесе лӑштӑр-лаштӑр, лӑкӑ-лӑкӑ силлеме, хӑй еннелле карт та карт турткалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна ӳкерес тесе виҫҫӗмӗшне ун ҫине касса ятӑмӑр, ку та ланкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Утрав планне ӳкерес тесен, мишавая чӗнсе килмелле.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳкерес, ал ӗҫ тӑвас, апат-ҫимӗҫ хатӗрлес, шахматла выляс, сад ӗрчетес, чечексем ҫитӗнтерес тата ытти нумай енӗпе занятисем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑтлӑланӗ, анлӑ ҫулпа утӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d0%b1%d0%b ... 83%d1%82e/

Пуҫ тӑрринче авӑрланӑ пӑшал ҫакӑнса тӑтӑр, упа таврашӗ пырса тухас пулсан, ӑна персе ӳкерес.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ «Хура юпа» ятлӑ фильм ӳкерес тетпӗр Борис Шелонцевпа.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех