Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗсемпе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла майпа ҫӑлавҫӑсен ҫынсене кӑларассипе, аварие путарассипе тата ытти ҫӑлав ӗҫӗсемпе васкавлӑ мерӑсем йышӑнма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Район администрацийӗнче гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑрусен ӗҫӗсемпе тимлекен тытӑмӑн ертӳлӗхӗ тӳрех канашлӑва пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Ҫывӑх ҫынсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланӑр Эрне варринче правилӑсене пӑсмалла мар - вара пур ҫӗрте те ӑнӑҫу пулӗ.

Проявите искренний и активный интерес к делам близких людей. В середине недели важно не нарушать никаких правил, тогда и удача будет вам сопутствовать практически во всем.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Куракансене ҫавӑн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Ксенофонтов), Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗ (ертӳҫи Олеся Саксонская), Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Вероника Иванова), Красноармейски районӗн муниципалитет округӗн Иссаковӑри кану центрӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн юрӑҫисем Валентина Петровӑпа Геннадий Яковлев (ашшӗ енчи тӑванӗсем), Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Шӗнерти «Шӗнер ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Олег Семенов), Канаш районӗнчи культура керменӗн ертӳҫи Ольга Микушина, Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Александр Никоноров) ҫыравҫӑ ӗҫӗсемпе хатӗрленӗ юрӑсемпе композицийӗсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Юлашки кунсенче Иван Васильевичпа Сильвестр атте Адашева Хусан ӗҫӗсемпе чӗнтерменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь патне патшалӑх ӗҫӗсемпе кайма тем тесен те савӑнӑҫлӑ хыпар кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллах, директор тӑрӑшмасан, хут ӗҫӗсемпе чупмасан тӗп юсав туса ирттереймӗн.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Иртнӗ кунсенче райадминистраци пуҫлӑхӗ Д.Иванов, унӑн заместителӗ — ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен Вӑрмарти станци начальникӗ В.Александров пулас сӗт заводӗнчи юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Паян вӗсен хӑш-пӗр ӗҫӗсемпе «Хӗрлӗ ялав» хаҫат урлӑ паллаштаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑпа ачаран кӑсӑкланни пурнӑҫра та пулӑшать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9148-pallash ... 15-04-2022

«Ялта пурӑнакан граждансене пахалӑхлӑ таварсемпе тата пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтересси, ҫав шутра «Раҫҫей Почти» инфраструктурипе усӑ курса та», - ҫапла палӑртнӑ «Единая Россия» политика партийӗн халӑх программинче.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей Почти» халӑхшӑн тӑрӑшать // И.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9749-raccej- ... n-t-r-shat

Ачасемпе вӗренекенсене шкул директорӗ С.Антонов, райадминистрацин финанс пайӗн начальникӗ А.Енькова, районти финанспа хуҫалӑх ӗҫӗсемпе ӗҫлекен центрӑн начальникӗ — тӗп бухгалтерӗ О.Виссарионова, Кивӗ Вӑрмар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Васильев, Вӑрмарти Михаил Архангел чиркӗвӗн настоятелӗ Е.Илларионов иерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Николаев тата ыттисем те саламласа ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ӑнӑҫу суннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar

Хут ӗҫӗсемпе чылай ҫӳреме тиврӗ, апла пулин те пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Пирӗн районтан форумра Артур Андреев (Вӑтакас Кипеч шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ), Мария Владимирова (директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен муниципалитет кураторӗ), Максим Александров (Ӑвӑспӳрт Кипеч шкул директорӗн вӗрентӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ), Наталия Комиссарова (район администрацийӗн физкультурӑпа спорт секторӗн тӗп эксперт специалисчӗ) тата Вӑтакас Кипеч шкулӗнче вӗренекенсем Ксения Александровӑпа Виталий Спиридонов хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем форума хутшӑннӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d0%b0%d0 ... bd%d0%bda/

Нумай тарӑхтарнӑ вӑл ӑна нӑйӑлти сӗрме купӑсӗпе, чараксӑр чӗлхипе тата ваттисене хисеплемесӗр тунӑ вырнаҫусӑр ӗҫӗсемпе.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӗкӗр хулана ханлӑх ӗҫӗсемпе мар, хӑвӑн ӗҫӳпе ҫӳретӗн!

Куҫарса пулӑш

10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑваш Республикин Канашри муниципаллӑ округӑн депутачӗсен суйлавӗ мӗнле иртнине администраци ӗҫӗсене йӗркелесе пыракан — кадр ӗҫӗсемпе тимлекен пай пуҫлӑхӗ Татьяна Владимирова паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Ирина КОНСТАНТИНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b4%d0% ... 82%d0%bde/

Пирӗн районта ватӑсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшу кӳме волонтерсен штабне йӗркеленӗ, вӗсем ӗҫлекен ҫамрӑксен канашӗн ӗҫӗсемпе ялсене тӑтӑшах тухса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсир те айккинче ан юлӑр // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d1%8d%d1% ... bba%d1%80/

Ачӑрсем ӗҫӗсемпе, шухӑшӗсемпе тӗлӗнтерӗҫ.

Дети могут удивить своими поступками или рассуждениями.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вак-тӗвекшӗн вӗчӗрхенетӗр, килти тата ҫемье ӗҫӗсемпе тӑрӑшатӑр.

Положение планет в данное время может сделать вас раздражительной по всяким мелочам, заставить тяготиться бытовыми и семейными обязанностями.

1-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсен пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене асӑрхамасӑр юлас мар тесен ӗҫӗсемпе ытларах кӑсӑкланӑр.

Лишний раз поинтересуйтесь, как у них дела, чтобы не пропустить ничего важного в их жизни.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех