Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗпе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимӗр-тӑмӑр ӗҫӗпе ҫӳреҫҫӗ ун патне ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ертсе килнӗ куштансем ҫын хыҫӗнчен ун ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, пӗр-пӗр паллӑ парасса кӗтрӗҫ, анчах Савантер пуҫне ҫӗрелле пӗкме тытӑннине курсан вара алӑ сулчӗҫ те кашни хӑй ӗҫӗпе кайма васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫемье ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти хуҫалӑха тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Унӑн ӗҫӗпе эпӗ питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех тӗрӗ ӗҫӗпе пурӑннӑ, унпа кил-ҫуртне, ҫи-пуҫне илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

«Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ — округра ҫӗр ӗҫӗпе те, выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ахальтен мар вӑл ӑс панӑ ачасенчен нумайӑшӗ вӗрентӳ ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ пурнӑҫ ҫулне.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Вӑл округ пуҫлӑхӗпе Владимир Михайловпа тата депутатсен округри Пухӑвӗн председателӗпе, Тӑвайри тӗп больницӑн тӗп врачӗпе Алексей Степановпа пӗрле пӗлтӗр «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туса ӗҫе кӗртнӗ Тушкилти врач амбулаторийӗнче пулса унӑн ӗҫӗпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сенатор Тӑвай тӑрӑхӗнче // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... tarahnche/

Ҫак уяв хӑйсен таланчӗпе тата хавхалануллӑ ӗҫӗпе ҫӗршывӑмӑрӑн сайра йышши культура еткерлӗхне сыхласа упракан тата ӑна пуянлатса пыракан, халӑхӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне йӗркелекен харсӑр чунлӑ ҫынсене пӗрлештерет.

Этот праздник объединяет тех, кто своим талантом и трудом сохраняет и приумножает уникальное культурное наследие нашей страны, формирует духовное достояние нации.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Канаш муниципаллӑ округӗнчи Юмансар ялне ҫитсе курнӑ, унта вӑл ҫӗнӗ Культура ҫурчӗн ӗҫӗпе паллашнӑ.

Глава региона Олег Николаев посетил село Юманзары в Канашском муниципальном округе, где начал работать новый Дом культуры.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Чӑваш Ен делегацийӗ ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулнӑ май, Таджикистан Республикин Финанс министерствипе Энергетика министерствин ӗҫӗпе те кӑсӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Чӑваш Республикин делегацийӗ Таджикистанра пулнӑ май, «Нассоч» хупӑ акционерсен пӗрлешӗвӗнче пулса курнӑ, вӗсен ӗҫӗпе кӗскен паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республики Таджикистан Республикипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/13/chav ... kipe-tacha

Аркадий, ҫамки ҫинчен пӑтӑр-пӑтӑр тарне шӑлса илсе, шыва чупсах кӗрсе кайрӗ, тренировка туса тӗреклетнӗ, вӑй-хал ӗҫӗпе кӗрнеклентернӗ, яштака хулӑ пек пиҫӗ, кӗре, йӑлтӑр ӳтлӗ кӗлетки ҫурри таран путӑнсан, чарӑнса тӑчӗ, вара, мускулӗсене карӑнтарса, тӑнӑ вырӑнтан урисемпе пружинӑлла вӑнк! тапӑнса, сывлӑшра хӑйӗнчен «пӗкӗ» авса илчӗ те шывалла йӑмпӑлт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Сантехника ӗҫӗпе ҫыхӑнман ҫыншӑн ку сас пӗтӗмпе те шӑнкӑртатни, чӑшлатни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Кунта, халӑх таттисӗр хыпӑнса-тӗркӗшсе тӗркӗлтетмен урам таврашӗнче, ытларах уйрӑм хуҫалӑхсен умӗсене йывӑҫ-чечек чӗртнӗ пӗр хутлӑ ҫурт-хуралтӑсем лӑпчӑнса тулнӑ, вӗсен хушшинче хулари суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнакан пуянсемпе ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсен темиҫе икӗ е виҫӗ хутлӑ кирпӗч ҫурчӗ ҫеҫ хӑйсемпе хӑйсем киленсе, «сӑмса каҫӑртса», «куҫ хӗскелесе» лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шупашкарта мар, Хусанта пӗрремӗш тӗлпулу йӗркеленӗ чӑваш блогерӗсем тутар тусӗсемпе тӗл пулса пӗр-пӗрин ӗҫӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсемпе темӗнччен калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Ҫак виҫ-тӑват эрне хушшинче ҫамрӑк каччӑ цех ӗҫӗпе паллашма ӗлкӗрчӗ темелле ӗнтӗ, ҫавах та цеха, участокри рабочисене пӗлме ҫак шутлӑ кунсем ҫав тери сахал.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ман йӑмӑк штукатур ӗҫӗпе аппаланать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Ефим Егорович хыҫҫӑн юлташла суд председателӗ Владимир Сергеевич ял хӑлӑхне Варвари ӗҫӗпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Паянхи ыйту вӑл пирӗн, юлташсем, Варвари ӗҫӗпе паллашасси.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех