Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн, 5. Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ; 6-7. Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.
Тит 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ пире ҫӑлнӑ, тасалма чӗннӗ, пирӗн ӗҫӗмӗрсене кура чӗнмен, Хӑй кӑмӑл тунипе тата ӗмӗрхи вӑхӑтсенчен малтанах пире Иисус Христос урлӑ панӑ тивлетне кура чӗннӗ.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапла ӗнтӗ пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансен йӗркесӗр ӗҫӗсене тараса ҫине хурса виҫ, вара тараса хурси хӑш еннелле тайӑлни курӑнӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене ҫӗтерсемччӗ, пирӗн тӗрӗс мар ӗҫӗмӗрсене каҫарсамччӗ, ҫак сехетре Хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ — Санӑн ырӑлӑхусем хӑвӑртрах ҫитӗҫинччӗҫ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хула ҫыннисем арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хула хӳми ҫине улӑхса тӑнӑ, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Симона хӑйсене хӗрхенме ыйтса хыттӑн тархасланӑ: 46. усал ӗҫӗмӗрсене кура ан айӑпла пире, ырӑ кӑмӑлупа хӗрхенсем пире, тенӗ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл каллех пире хӗрхенӗ, пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене пӑрахӑҫлӗ.19. Он опять умилосердится над нами, изгладит беззакония наши.
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн. 4. Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа, хамӑрӑн тӳрӗ мар ӗҫӗмӗрсене, аттемӗрсен йӗркесӗрлӗхне пӗлетпӗр: эпир Сан умӑнта ҫылӑха кӗтӗмӗр.20. Сознаем, Господи, нечестие наше, беззаконие отцов наших; ибо согрешили мы пред Тобою.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пурӑнӑҫ сӳнсессӗн ӳт каллех тӑпра пулӗ, пурӑнӑҫ чӗмӗ шӗвӗ сывлӑш пек саланӗ; 4. вӑхӑт иртнӗҫемӗн ятӑмӑрсем те манӑҫа тухӗҫ, ӗҫӗмӗрсене те никам та аса илмӗ; пурӑнӑҫӑмӑр пӗлӗт йӗрӗ пек иртсе кайӗ, хӗвел шевлисем сапаланӑ, унӑн ӑшшипе тумла пулнӑ тӗтре пек ҫухалӗ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫшӗн айӑпламасть, пире пӗтӗм ҫылӑхшӑн тавӑрмасть: 11. ҫӳллӗ тӳпепе ҫӗр хушши епле пысӑк, [Ҫӳлхуҫанӑн] ырӑлӑхӗ Хӑйӗнчен хӑракансемшӗн ҫавӑн пек пысӑк; 12. тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ; 13. ашшӗ ачисене хӗрхеннӗ пек, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗнчен хӑракансене ҫапла хӗрхенет: 14. Вӑл эпир мӗнрен пулнине пӗлет, эпир тӑпра иккенне астуса тӑрать.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1