Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫӗмӗрсемшӗн (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑй хусахӗсене пухнӑ та каланӑ: «Эсир, йӗркесӗр ҫаратса ҫӳресе, мана хуҫа умӗнче намӑс анчах кӑтартатӑр. Малашне те каплах пурӑнсан, вӑл сире хӑваласах ярӗ, эсир вара ӑҫта кайса кӗрӗр? Атӑл ҫинче патша ҫарӗ нумай; вӗсем пире пурне те тыта-тыта пӗтерӗҫ, вара ӗлӗкхи ӗҫӗмӗрсемшӗн пире пит усал пулӗ. Сире кунта ӗҫсӗр пурӑнма кичем пулсан, акӑ епле сире ӗҫ тупса парам», — тенӗ.

Собрал казаков и говорит: «Вы меня срамите перед хозяином — всё без толку грабите. Если не бросите, он вас прогонит, а куда пойдете? На Волге царского войска много: нас переловят и за прежние дела худо будет. А если скучно вам, то вот вам работа».

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫак самантра ӑна арӑмӗ пулӑшас, ҫӑлса хӑварас пек туйӑнчӗ, анчах арӑмне кураймарӗ, вара ассӑн сывла-сывла илчӗ те хӑйӗн пысӑк мар сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: — Сатинпала чӗркесе панӑ струментсемшӗн те… хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн те… сире, Давыдов юлташ, тата колхоза, тавтапуҫ!

Втайне надеялся, что она его выручит, но не увидел, завздыхал и кончил свою непросторную речь: — И за струмент в сатине и за наши труды… вам, товарищ Давыдов, и колхозу спасибочко!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

41. Пире тӳррипе айӑпланӑ: эпир хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн тивӗҫлине куратпӑр; Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ.

41. и мы осуждены справедливо, потому что достойное по делам нашим приняли, а Он ничего худого не сделал.

Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

83. Пирӗн тӗллӗн мӗн килсе тухать, пурте усал ӗҫӗмӗрсемшӗн, пысӑк ҫылӑхӑмӑрсемшӗн пулать.

83. И все, что приключается нам, бывает за злые дела наши и за великие грехи наши.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк айӑпра; йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсемшӗн пире, пирӗн патшасене, пирӗн священниксене ют ҫӗр патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, паянхи пекех, намӑс курса пурӑнмалла тунӑ.

7. Со дней отцов наших мы в великой вине до сего дня, и за беззакония наши преданы были мы, цари наши, священники наши, в руки царей иноземных, под меч, в плен и на разграбление и на посрамление, как это и ныне.

1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех