Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫсемпе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл унта тунӑ ӗҫсемпе паллаштарнипе пӗрлех ҫулталӑкра тата малашлӑхра пурнӑҫламалли тӗллевсене те палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ҫак тӗллевпе пирӗн хаҫат сотрудникӗ РФ ШӖМӗн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн ГИБДД пайӗн начальникӗпе Алексей Мальцевпа (сӑн ӳкерчӗкре) тӗл пулнӑ, службӑн 2022 ҫулхи кӑтартӑвӗсемпе, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса пурнӑҫлакан ӗҫсемпе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Самолетсем вӗҫсе хӑпарсан, эпӗ Нагасовӑпа сывпуллашрӑм та «Ҫутталла» колхозӑн хирӗ еннелле уттартӑм: редактор мана унти ӗҫсемпе те паллашма хушнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каҫчен эпӗ фермӑсене кайса ҫӳрерӗм, унти ӗҫсемпе, ҫынсемпе ҫывӑхрах паллашрӑм.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

1943 ҫул пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтермелле ӗҫсемпе пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эпӗ ӑна тепӗр хут вуларӑм, каллех Тимофей Михайлович ӗҫленӗ лесничествӑри ӗҫсемпе паллашнине, унта ӗҫлекенсемпе нумайӑшӗпе калаҫнине аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл таврӑнсанах, ирхи апат ҫисен, унӑн обходӗнчи ӗҫсемпе, вӑрманӗпе паллашма тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лесничествӑри ӗҫсемпе паллашнӑ хушӑра ман пата кунта лаша пӑхса пурӑнакан Кирук кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Малтанах вӑл ӑна хӑй кайса килнӗ колхозри ӗҫсемпе паллаштарчӗ, ҫӗнӗ хыпарсене ыйтса пӗлчӗ, уяв ячӗпе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ӗҫсемпе событисем Атӑл тӑрӑхӗнчи ялсемпе хуласенче, пуринчен ытларах Энӗш шывӗ тӑрӑхӗнчи вырӑнта, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗпе ҫак ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртнине эпир романра кӑтартса панӑ ял-хула, хир-вӑрман, шыв-шур ячӗсенчен те сӑнласа панӑ, пӗтӗм ҫӗршыв пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ событисемпе пулӑмсенчен те куратпӑр: Варасӑр, Вӑлпуҫ, Минкӗш, Шӗмшер, Аманик, Пакӑш, Кармӑш, Шупашкар, Хусан, 1904 ҫулхи Российӑпа Япони хушшинчи вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ эпизодсем, 1905 ҫулхи Питӗр хулинчи юнлӑ вырсарникун, 1905–1906 ҫулсенчи чӑваш ҫӗршывӗнче пулса иртнӗ пӑлханусем т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

— Лаврентий Кириллович, эсӗ мана пӗлӗт ҫинчи ӗҫсемпе тӗтӗрсе ан арпаштар!

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пуҫӗнче «Пакӑш ращи» патӗнче пулса иртнӗ ӗҫсемпе кӗпер айне ывӑтса хӑварнӑ хурах нимӗн чухлӗ вырӑн та йышӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, Лукерья Семеновна, унашкал ӗҫсемпе эпӗ нихҫан та аппаланман.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Участниксен «килти ӗҫ» те пулнӑ – вӗсем шкул пурнӑҫӗ, хӑйсем тунӑ ырӑ ӗҫсемпе усӑллӑ проектсем ҫинчен видеороликсем те хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Кӗҫӗн Кипек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков пурнӑҫламалли ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паллӑ хоккеист – Вӑрнар тӑрӑхӗнче // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10981-pa ... -r-kh-nche

Ун патне патшалӑха кирлӗ ӗҫсемпе те хутран-ситрен ҫеҫ кӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Элӗк районӗнчи «Новый путь» хуҫалӑхри ӗҫсемпе паллашнӑ Кунта шӑпах та, сӑвӑнакан ӗнесене валли ҫӗнӗ ферма уҫнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Чӗлхе те ҫыхлана пуҫларӗ, темшӗн иртнӗ ӗҫсемпе, иртнӗ вӑхӑтсемшӗн мухтанас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Эпӗ, вырӑнтан ирех тухнӑскер, малтан нимӗн те ӑнланмарӑм пулсан, халь кашни минутранах паракан хыпарсем мана пулса иртнӗ ӗҫсемпе йӑлтах паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Радио итлесе пӗтерсен, Иван Сергеевич килти ӗҫсемпе аппаланма пуҫлать: валашка алтать, утарне кайса пӑхать…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех