Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Кашкӑртан хӑратӑн пулсан вӑрмана ан ҫӳре» тенӗн, ӗҫрен шикленетӗн-тӗк — ҫуралма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Тӗлпулу тата ытларах общежитире пулса иртмелле пек туйӑнать: вӑл ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре Мукин урай варринче тӑрать, айӑпа кӗнӗн, каҫару ыйтнӑн ун ҫине пӑхса: «Акӑ эпӗ таврӑнтӑм, сансӑр пурӑнаймастӑп, Вӗҫелис…» — тет.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрӗм, эпӗ ҫапла шутлатӑп: тен вӑл чӑнахах та сан кӑмӑлна тивӗҫтерсех ҫитермест, анчах куккукла ӗмӗр пӗччен пурӑниччен унпа пӗрлешсен аванрах пулмӗ-и. Нимӗнле ӗҫрен те хӑраса-вӑтанса тӑмасть, килне-ҫуртне типтерлӗ тытать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Лешӗ малтанхи каҫ ӗҫрен каярах юлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Анчах Ирина, хӑй сисмен-туман ҫӗртен: — «Ку ӗҫрен пӑрахса кайма шел мана», — терӗ хумханса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапла Риммӑн Ирина Алексеевна пирки хӑйне евӗр ӑнлав ҫирӗпленчӗ: вӑл стройкӑна нимӗнле пулӑшу та кӳмест, ним ҫукшӑн тиркешет, ҫынсене ӗҫрен хӑтарать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл халех ӗҫрен таврӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Наташа ӗҫрен таврӑннӑ-таврӑнман хӑй юратнӑ ал ӗҫне ярса илнӗ, тӑрӑшсах тем ҫыхать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Вӑйлӑ палӑракан «Ҫынлӑхлӑха» пула монтажниксемпе сварщиксене ӗҫрен хӑтараҫҫӗ те, вӗсем, биллиард сӗтелӗ ҫинчи тӗртнӗ шар пек, куллен ҫӳлтен аялалла та каялла мӗн чул кускаламаҫҫӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Эсир те рабочисенчен паян пӗрне, ыран теприне ӗҫрен хӑтаратӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак кӑмӑл йышӑнман ӗҫрен хӑвӑртрах хӑпасчӗ, чӑн-чӑн ӗҫ тума тытӑнасчӗ».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Прораб патне кай та хӑвна ӗҫрен хӑтарнине пӗлтер.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Диплом ҫырма материал пухса пӗтерейменччӗ те яваплӑ ӗҫрен хӑтарма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Асту, Хапташка, сан пекки хӑй ӗҫрен сирпӗннине сисмесӗр те юлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Халь ӗнтӗ тинех ӑнланчӗ: ӑна ӗҫрен кӑларма хатӗрленеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Ӗҫрен кӑларма сӑлтав ҫук пек туйӑнать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Пур-ха вӗсем, ун пек ҫынсем, — Тӳрпилӗксем, харампырсем, Спекулянтсем, шабашниксем, — Ӗҫрен тарса ҫӳрекенсем…

Куҫарса пулӑш

Пур-ха вӗсем… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 16 с.

Пӗррехинче ӗҫрен таврӑнчӗ те вӑл — Анюта килте ҫук больницӑна илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унпа ӗҫе ҫӳреҫҫӗ, ӗҫрен таврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улатӑртан килнӗ вырӑс каччипе — Миша Фильчинпа — Дубов халӗ ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра тӑтӑшах клубра ирттерет.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех