Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫрен (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫрен ан хӑра, кин, — терӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сире пула ӗҫрен юлатӑп ак.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫрен кӑшт пушансанах пӗр-пӗрин патне чупса пыраҫҫӗ вӗсем, таҫтан курса ӗлкӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Турра ӗненекенсем, пӗрле пуҫтарӑнса ларса, тӗрлӗ кӗлӗсем ирттереҫҫӗ, чипер ӗҫлекенсенех, ҫылӑхпа хӑратса, ӗҫрен пӑрса ярас текенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗлсе тӑр, Акулина Филимоновна: тата тепре ӗҫрен пӑрӑнса юлсан, пахчуна ҫӗрулми-мӗнӗпех кастарса илетӗп!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫе каяс умӗн е ӗҫрен ывӑнса таврӑнсан ҫеҫ пӗр-ик сӑмахпа перкелешсе илме ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем, яра куна колхоз ӗҫӗнче ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эпӗ ӗҫрен хӑрамастӑп.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хуняшшӗ те ӗҫрен таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫе кайма пуҫтарӑнаттӑм-и е ӗҫрен таврӑнаттӑм-и, вӑл яланах ман сывлӑха упрама тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ывӑлпа иксӗмӗр ати ӗҫрен таврӑниччен ним шухӑшсӑр пурӑнӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку юрӑ ӑна Микула ӗҫрен киле таврӑнсан пуянсене хирӗҫ кӗрешекен паттӑрсем ҫинчен каласа панисене аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫрен иртерех кайса туссемпе тӗл пулсан тата аванрах.

А еще лучше уйти пораньше и устроить свидание или встречу с друзьями.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫрен кӑларсан шӑв-шав ан ҫӗклӗр.

Не нужно бурно реагировать на увольнение, если оно случится.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вахтерпа сантехника ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Нетӳк аппа та ӗҫрен ывӑнса таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ку хутӗнче тӗрлӗ ӗҫрен темшӗн час пушанаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Татьяна ӗҫрен таврӑннӑ хӗрсен калаҫӑвӗн сассипе вӑранса каять.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна ӗҫрен пӑрахнӑ тепӗр кунхинех тӑван районти вӗрентӳ пайне кайса пӑхма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Икӗ ҫамрӑк, икӗ хӗрӳ чун, ӗҫрен пушансан, кашни каҫ тӗл пула пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Кашкӑртан хӑратӑн пулсан вӑрмана ан ҫӳре» тенӗн, ӗҫрен шикленетӗн-тӗк — ҫуралма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех