Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫни (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗр стакан ӗҫни вӑл — ӗҫме вӗренни мар.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӗҫни ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ӳсӗрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пыл вӑл эрех мар, ӑна ӗҫни те усӑллӑ, теҫҫӗ, — Роза стакана тӗппипе ӗҫсе ячӗ те Хӗветӗре тултарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫут тӗнчере кам сивӗ шывпа вӗри чей хутӑштарса ӗҫни пур?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи хут тултарнӑ тав куркине тӗппипе ӗҫни урӑх шут.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тин сунӑ сӗте ӗҫни хӑйех мӗне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эрех-сӑра ӗҫни вилӗм нумаййин, чир-чӗр, преступлени, травматизм, ҫул-йӗрпе транспорт инкекӗсен тата йӑлари пусмӑрӑн сӑлтавӗ пулса тӑрать.

Потребление алкоголя является причиной высокой смертности, заболеваемости, преступности, травматизма, дорожно-транспортных происшествий и бытового насилия.

Раҫҫейре психика сывлӑхне упраса хӑвармалли эрне стартлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2023 ... at-3471170

Кӗрхи ытарма ҫук пейзажсем, пысӑккисемпе ачасем хушшинчи мечӗкпе вылянисем, Р.В. Тиманкин ертсе пынипе кимӗ ҫинче ярӑнса ҫӳрени, уҫӑ сывлӑшра тутлӑ апат ҫини, усӑллӑ иван-чай чейне ӗҫни, пӗр-пӗринпе хутшӑнса калаҫни пурте вӑрах асра юлӗҫ.

Восхитительные пейзажи осени, игры с мячом между взрослыми и детьми, катание на лодке под руководством Тиманкина Р.В., обед на свежем воздухе со вкусным и полезным Иван чаем, неформальное общение оставили у всех незабываемое впечатление.

Кӗрхи шӑматкун питӗ ӑшӑ та хӗвеллӗ пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3454134

Кунта кашӑка тирӗк тӗпнерех яма та пулать, сӑрине ҫӗпри-мӗнӗпех ӗҫни те килӗшет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн чӗрине тахӑшӗ тутӑхнӑ пӑта тӑрӑнтарчӗ тейӗн — ыратать те ыратать, эмел ӗҫни те сахал пулӑшать, пуҫне вара шухӑш хӗскӗч пек хӗстерет.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑкӑр-тӑвар ҫителӗксӗр чухне сӗт ӗҫни — пурнӑҫ тӗрекӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эрех пӗрле ӗҫни эсир пӗр чӗлхе тупма пултарни ҫинчен калать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Юлашки вӑхӑтра эсир Шанаровпа шутсӑр варлашса кайни ҫинчен, час-часах унпа пӗрле эрех ӗҫни ҫинчен пӗлетӗп — мана ҫавӑ та ҫитет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Туять вӑл: ҫак самантра эрех ӗҫни пуҫа йӑлмака чикнипе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Путмар ҫинчи ватӑшӑн ҫак пӗчӗк куркари шыва ӗҫни сиплӗх сӗткенне ӗҫнӗнех пулчӗ, вӑл хӗрача йӗнине туйрӗ пулас, ӑна йывӑррӑн хӑй патне чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унччен маларах иккӗшӗ пӗрле эрех ӗҫни паллӑ.

Утверждается, что накануне они совместно распивали алкоголь.

Шуршӑлта икӗ арҫын эрех ӗҫсе вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34204.html

Ҫавна май 18 ҫул тултарман ачасем руль умне ларса тухса ГИБДД сотрудникӗсен аллине ҫакланни те, каҫхине урамра хулиганла ӗҫсем туни, обществӑлла вырӑнта йӗркесӗр тытни, ашшӗ-амӑшӗ ачисем умӗнче эрех ӗҫни е харкашни тата ытти те тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫитмен пур ача та тимлӗхре пултӑр // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44266-cul-c ... hre-pult-r

Каҫ еннелле хытӑ ӗшеннӗскерсем, выҫнӑскерсем, часрах общежитине ҫитсе, ҫӗр улми пӗҫерсе ҫиме ӗмӗтленсе пыратчӗҫ, хӑйсем Рафаэльпе Рубенс мӗнле чаплӑ пурӑнни, мӗнле тутлӑ апат-ҫимӗҫ ҫини, хаклӑ эрехсем ӗҫни ҫинчен сурчӑк ҫӑтса калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хура чунлӑ этемпе пӗр куркаран сӑра ӗҫни амӑшӗн ятне яни, ашшӗне хур кӳни пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апат турттаракансем ӑна сутса ӗҫни те сахал мар иккен.

Случалось и такое, что повара и возницы продавали провиант и пропивали.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех