Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫне (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне Сиккима туристсем йышлӑ килни ҫыхӑннӑ отрасльсене те аталанма май пунӑ, тӗслӗхрен ювелир ӗҫне, тибет ҫӑм кавирӗсем туса кӑларассине, туристсем валли тавар тӑвакан ал ӗҫне.

Кроме того, приток туристов в Сикким стимулировал развитие специфических отраслей, таких, как ювелирное дело, производство тибетских шерстяных ковров, мелкое ремесло, ориентированное на туристов.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Художник ӗҫне вӗренме хӗрачана ытла тӳрех май килмен, малтан вӑл ФЗУ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан тухсан пӑравус деповӗнче арматурщик-слесарь пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӑна художество ӗҫне вӗренме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ӑна кил-йышри вак-тӗвек ӗҫсенчен хӑтармасан, кунран-кун ӳссе пымалли майсем памасан, вӑл искусство ӗҫне пӑрахасси е пултарулӑх тӗлӗшпе кая юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Чӑвашсен живопиҫ ӗҫне пуҫарса яракансен вара Петроградри Художество Академийӗнчен 1918 ҫулта вӗренсе тухнӑ М. С. Спиридоновпа Н. К. Сверчков тата ытти хӑш-пӗр ҫынсем пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Тахҫанхи саманасене мар, историллӗ ӗмӗрсене илсе пӑхсан, ҫакӑ курӑнать: чӑваш ҫынни уя суха тума, тырӑ акма кайнӑ-и, улӑха утӑ ҫулма-и, вӑрмана йывӑҫ касма-и, вӑл, йывӑр ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, юрӑ юрланӑ; ӗҫ хыҫҫӑн, пушӑ вӑхӑтсенче, тӑванӗсемпе, юлташ-тусӗсемпе уявсенче, ӗҫкӗ-ҫикӗсенче пулнӑ-и, — ку чухне те хӑйӗн юратнӑ юррисене юрланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Пирӗн парти журналистсен ӗҫне пысӑка хурса хаклать, вӗсене хӑйсен чи ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫре пулӑшаканӗсем тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Вӗсене лайӑхлатас, ӗҫ ҫыннисен ыйтӑвӗсене туллинрех тивӗҫтерес тесен, радиовещани ӗҫне общественноҫа, квалификациллӗ авторсемпе исполнительсене ытларах хутшӑнтарас пулать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Халӑхсем хушшинчи туслӑха лайӑхрах ҫутатас шутпа урӑх республикӑсемпе передачӑсем улӑштарса илекен редакци те хӑйӗн ӗҫне вӑйлатса пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио вӗсен ӗҫне тӑтӑшах ҫутатса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Акӑ, Кольцовкӑри В. И. Ленин ячӗпе хисепленекен колхозри кукуруза ӑстисен паха ӗҫне республикӑра кӑна мар, пӗтӗм ҫӗршывӗпех лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Коммунистсен партийӗн идеологи ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ решенийӗсене пурнӑҫласа, республикӑри радиовещани хӑйӗн ӗҫне чылай лайӑхлатрӗ, политикӑллӑ информаци, коммунизм строительствинчи малта пыракан опыта пропагандӑлас, литературӑпа искусствӑн паха ҫитӗнӗвӗсемпе халӑха паллаштарас тӗлӗшпе тимлӗрех ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

1960 ҫулта КПСС Центральнӑй Комитечӗ Совет радиовещанине лайӑхлатасси тата телевиденине малалла аталантарасси, совет пичечӗпе радио ӗҫне общественноҫа ытларах явӑҫтарасси ҫинчен ятарласа постановленисем йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Коммунистсен партийӗ радиовещанипе телевидени ӗҫне малалла аталантарас, вӗсен идейӑпа политикӑллӑ тата художествӑллӑ шайне ҫӳлерех ҫӗклес тесе пӗрмаях тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ӗҫ ҫыннисем радиона юратаҫҫӗ, унӑн ӗҫне активлӑ хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио ӗҫне юратакансем, физика законӗсемпе усӑ курса, антенна ҫурта аҫа ҫапасран сыхласа хӑварма пултарни ҫинчен ӑнлантарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Оринин ялӗнче радио кӗртнӗ вӑхӑтра вӗсен ӗҫне вырӑнти пуппа чиркӳ старости хирӗҫлеме пӑхнӑ, аҫа ҫапать тесе антеннӑн хӑрах вӗҫне чиркӳ тӑррине ҫакма ирӗк паман.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио ӗҫне юратакансен юхӑмӗ ялсенче те вӑйланса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Радио ӗҫне юратакансене малтанхи ӑнӑҫу хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

1925 ҫултан пуҫласа радио ӗҫне юратакансен юхӑмӗ анлӑ сарӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех