Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫмелли (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрла иртсен пӗр икӗ сехетре каллех пассажирсем кӗтсе ларакан зала пырса кӗтӗм те шыв ӗҫмелли бачок ҫывӑхӗнче пӗр ҫамрӑк кӑна хӗр каҫса кайса макӑрса тӑнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Столовӑй ҫывӑхӗнчи тарӑнах мар бетон ҫӑла ӗҫмелли шыв ҫирӗм-вӑтӑр ҫухрӑмра юхса иртекен Ишимран бензовозпа турттарса килсе тултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Пӗр шутласан, эпир пӗр сӗтел хушшинче эрех-сӑра ӗҫмелли ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Халӑха ӗҫмелли паха шывпа тивӗҫтересси те муниципалитет округӗн администрацийӗн тимлӗхӗнче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерсе тӑрассипе, урамсенчи ҫулсене юсаса йӗркене кӗртессипе, ялта ача-пӑча валли спорт площадкисем йӗркелессипе, урамсене ҫӗрле кирлӗ пек ҫутатса тӑмалла тӑвассипе, масарсене тирпей-илем кӗртессипе, карта-хӳмесене юсаса тӑрассипе, пӗвесене тасатса хӑтлӑлатассипе ялсенче иртнӗ ҫулсенче чылай ӗҫ туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑвай ене – 88 ҫул // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... ne-88-cul/

Апатпа юнашарах шыв ӗҫмелли валашкасем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Малалла вырӑнти ҫул-йӗре тытса, пӑхса тӑрас, халӑха ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерес, центрта тасатмалли сооруженисем тӑвас ыйтусем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Хулпуҫҫийӗ урлӑ пиртен ҫӗленӗ сарлака пиҫиххи ҫыхнӑ, ҫумне ӗҫмелли шыв тултарнӑ кӗленче, кӗленчине кукуруза тунипе пӑкӑланӑ, кантрапа ҫыхса ҫакнӑ.

На веревочке у него болталась бутылка с питьевой водой, заткнутая большой кукурузной кочерыжкой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӑшт тӑхтасан вӑл пире валли ҫыртмалли те, ӗҫмелли те, ҫимелли те илсе килсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Ав, мӗскӗн Паккань ӗҫмест, хӑйӗн те ӗҫмелли ҫук, ҫын та ӗҫтермест ӑна.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Паян, уяв ячӗпе пулӗ-и, ӗҫмелли те, ҫимелли те ҫителӗклех кӑларса тултарнӑ кунта.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӗҫмелли тултарасси вӑл хӗрарӑм ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн патӗнчи тутар мӑрсисем сӗннипе аслӑ князь хула ҫыннисем халиччен ӗҫмелли шыв ӑсса пурӑннӑ ҫӑлсене те ишсе тӑкма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ивук татах ӗҫмелли илесшӗнччӗ, Петӗр чарчӗ.

Ивук хотел было заказать еще водки, но Педер остановил его.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫмелли вара…

Куҫарса пулӑш

Кавӑн // Григорий Луч. «Капкӑн», 2012. — 12№ — 8–9 с.

— Ҫимелли те, ӗҫмелли те тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урайне, килте тӗртсе тунӑ урай сарри ҫине, тирӗк-чашӑк, чей ӗҫмелли хатӗрсем, йӗс ывӑссем лартса тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫмелли алкогольсӗр шывсем туса кӑларакан лини ҫинче оборудование йӑлтах вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Район аталанӑвӗнче пысӑк шанӑҫ кӳрекен предприяти хута кайӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10009-rajon- ... -khuta-kaj

Малти пӳртре чӳрече умӗнче пукан ҫинче ларать Георгий Павлович чӗререн ӗҫмелли эмел инструкцине вуласа.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Санӑн та унран кӑшт ӗҫмелли пурччӗ…

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех